Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Аксу районĕнчи Кивĕ Илтрекьел ял хутлăхĕн пуçлăхĕпе Валерий Кимович Альметкинпа эпир район администрацийĕнче тĕл пултăмăр, яланхи пекех ĕçпе çӳретчĕ вăл. Паллă ĕнтĕ, вырăнти влаçшăн халĕ хĕрӳ вăхăт, умра – Раççей Президенчĕн суйлавĕ. Шăпах суйлав ыйтăвĕсемпе района килнĕ иккен ентешĕмĕр. Çитес суйлава мĕнле хатĕрленнипе пĕрлех ял хутлăхĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ те интереслентерчĕ пире. Район ĕçтăвкомĕн ертӳçин çумĕ С.Александров: «Кивĕ Илтрекьел районти чи лайăх ĕçлекен ял хутлăхĕ», – тесе мухтанă хыççăн вара çак ял тăрăхĕпе вырăна кайсах паллашас терĕмĕр.
Кивĕ Илтрекьел ял хутлăхĕ район центрĕнчен 10 километрта кăна вырнаçнăран унта çитме нумай вăхăт иртмерĕ. Чăн та, ытти ялсенчи пек темиçе хутлă çĕнĕ шкул аякранах куç тĕлне пулмарĕ кунта. Ачасене шкула турттаракан сарă автобуссене те асăрхамарăмăр. Пытармастăп, пĕрре пăхсан кунта вăхăт пĕр вунă çула та чарăнса тăнăн туйăнчĕ. Анчах пĕтĕмлетӳсем тума васканă иккен эпĕ. Çыннисемпе çывăхрах паллашнă хыççăн Кивĕ Илтрекьел тăрăхĕнче тĕплĕ чăвашсем пурăнни курăнчĕ.
Ял инфраструктурине чăнах та ăмсанмалли çук (район ял хуçалăхĕпе кăна пурăнни сисĕнет), тĕслĕхрен, çул ыйтăвĕ халĕ те çивĕч, Таркăна, Илешнипе Чăваш Енрусьелне асфальтлă çул кĕмест. Паллă ĕнтĕ, çул çук-тăк, çĕнĕлĕхсене те ан кĕт. Акă мĕншĕн ку тăрăхра халĕ те шкул автобусĕсем курăнмаççĕ иккен. Ĕмĕрхи йăлапа çывăхри тукмаклăсем шкула çуранах утаççĕ, Илешнипе Таркăн ялĕсенчисем вара Кивĕ Илтрекьелти интернатра 5-мĕш класранах пурăнаççĕ.
Тĕп шкулăн çурчĕ те питĕ кивĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче чиркĕве пăсса лартнăскер. Юсама тахçанах вăхăт çитнĕ, укçа-тенки çукки пĕтерет. Шкулсене тĕпрен юсамалли программăпа килĕшӳллĕн, ку ĕçе район 2014 çула кăна палăртнă. Шкул кивви вĕрентӳ пахалăхĕ япăх тенине пĕлтермест. Кивĕ Илтрекьел вăтам шкулĕ районта кăна мар, республикăра вĕрентӳ пахалăхĕпе тата спортра чи лайăххисен йышĕнче. Кунти вĕрентекенсем район, республика, Раççей шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Тĕслĕхрен, «Республикăри ялсенчи талантлă 100 ача» ятарлă стипендие ку шкултан икĕ ача, маларах Надежда Шустова, кăçал Александр Краснов тивĕçнĕ. Шкул ачисен хушшинче республикăра çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕр спорчĕпе иртекен ăмăртусенче пĕр çул та призер пулмасăр юлман шкул.
Ял тăрăхĕнчи ялсен историне те ăмсанмалăх пур, темиçе çул каялла Кивĕ Илтрекьелĕн, Чăваш Енрусьелĕн 300 çулĕсене анлăн паллă турĕç, кĕçех тепĕр юбилей – Илешнин 100 çулне – ирттерме хатĕрленеççĕ. Палăртса хăварам, çак ялсенчи чăвашсем чухлĕ ытти нихăш çĕрте те ял историне пĕлмеççĕ-тĕр, мĕншĕн тесен шкулти истори кружокне çӳрекенсем ăна пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтараççĕ. Ялта икĕ музей те йĕркеленĕ.
Ял пуçлăхĕ В.Альметкин тăрăшнипе темиçе çул каялла вăрçă ветеранĕсене халалласа Кивĕ Илтрекьел ялĕн варринче аллея та лартнă. Халăх 20 çул ытла пĕр улшăнми пуçлăхра ĕçлекен Валерий Кимовича хисеплесе аллейăна хăйсен хушшинче «Кимыч аллейи» теççĕ иккен.
– Валерий Кимович пирĕн канăçсăр чĕреллĕ, хăй те канмасть, пире те кантармасть, – теççĕ ял хутлăхĕн кантурĕнче ĕçлекенсем. Тăван ялăн пуçлăхĕнче ĕçлесси вăрман касассинчен çĕр хут йывăртарах-çке, халăх хисепне ĕçе алăран кайтăр тесе пурнăçланипе тивĕçме çук. Çавăнпа Валерий Кимовичăн та акă канма вăхăчĕ çук. Ĕçĕ вара кунта чăнах та çителĕклех, ял хутлăхĕнче пĕтĕмпе 490 кил, 1580 çын пурăнать. Кашнин кăмăлне тупма ай-яй йывăр.
Çапах та ку тăрăхра та пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Çемье фермисем йĕркелес енĕпе вĕсем районта пирвайхисен йышĕнче пулнă. Хальхи вăхăтра кунта пурĕ 5 çемье ферми ĕçлет. Иккĕшĕ – мăйракаллă шултра выльăх, тепĕр иккĕшĕ – хурт-хăмăр, тепри сурăхсем ĕрчетет. 2006 çултанпа харпăр хуçалăх программипе пурĕ 36 çемье усă курнă. Вĕсем патшалăх паракан çăмăллăх кредитсемпе маларах выльăх-чĕрлĕх илнĕ пулсан, халĕ ял хуçалăх техники туянаççĕ. 91 çын вырăнти «Аксу-Агро» тулли мар яваплăхлă обществăра ĕçлет, 182-шĕ бюджет тытăмĕнче тăрăшать. Вăй питти арçынсенчен пĕр пайĕ, ытти çĕрти пекех, вахта мелĕпе ют çĕре ĕçе çӳрет.
Ял халăхĕ те алă усса лармасть, паллах, выльăх-чĕрлĕх усрать, пахча çимĕç ӳстерет. Кĕркунне республикăн тĕп хулинче иртнĕ ял хуçалăх ярмăрккинче, тĕслĕхрен, кивилтрекьелсем хăйсем ӳстернĕ пахча çимĕçе (çĕр улми, кишĕр, сухан, хĕрлĕ кăшман) сутса тупăш тунă. Уйрăм хуçалăхсенче выльăх сахал мар, январĕн 1-мĕшĕ тĕлне кунта мăйракаллă шултра выльăх пурĕ 480 пуç пулнă, вĕсенчен 240-шĕ сăвăнакан ĕнесем. Илешни чăвашĕ кунсерен халăхран сĕт пухассине йĕркелени те (пĕр литрне 11 тенкĕпе) халăха пулăш.
Валерий Кимович каланă тăрăх, 2012 çул валли ĕç нумай палăртнă вĕсем. Чи пĕлтерĕшли вăл – Таркăна асфальтлă çул сарасси, Кивĕ Илтрекьелĕнче шыв пăрăхĕсене вырнаçтарса пĕтересси. Кама çырмине юхса тухакан Аслă, Кĕçĕн Сĕнчел, Çарăмсан çырмисем çак тăрăхри ялсен çывăхĕнчен пуçланнипе унти мĕнпур çăлкуçа тасатас ĕçе те вăраха тăсмалла мар.
Çуллен тумалли вак-тĕвек ĕç те сахал мар: ялсенче çырмасем урлă каçмасем хывмалла, пушар хăрушсăрлăхне пăхăнса пĕвесем пĕвелемелле, май уйăхĕн 1-мĕшĕччен ял хутлăхĕнче пушар хуралĕ йĕркелемелле. Тепĕр пысăк ĕç пирки те асăнмасăр май çук, ку тăрăхра масарсене тасатнисĕр пуçне, унти пĕчĕк çуртсене, йĕри-тавра тытнă картасене юсама тытăннă, ытти çулсенче Тукмаклăпа Кивĕ Илтрекьел масарĕсене çапла тирпей кĕртнĕ пулсан, кăçал черетре – Чăваш Енрусьел ял масарĕ. Пĕр сăмахпа, 2012 çулта та çанă тавăрса ĕçлемелĕх пур çак тăрăхри чăвашсен.
Вырăнти влаçпа ял халăхĕ кунта пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытни те тĕлĕнтерчĕ мана. Ытти ял хутлăхĕсенче ял пухăвĕсене, тĕпрен илсен, ял хутлăхĕн кантурĕ вырнаçнă ялта çеç ирттереççĕ пулсан, кунта вара пач урăхла. Район администрацийĕн пуçлăхĕ хутшăнакан пухăва кăçал Чăваш Енрусьелĕнче ирттернĕ, тепĕр çул халăха Тукмаклă ялĕнче пухма палăртнă. Валерий Кимович каланă тăрăх, çапла туни халăха хăйне хумхантаракан ыйтупа район пуçлăхĕсемпе тӳрремĕнех калаçма май парать.
Хальхи вăхăтра та ял хутлăхĕсенче ĕç вĕрет темелле, умра çĕршыв шайĕнчи пулăм – Раççей Президенчĕн суйлавĕ. Кивилтрекьелсем пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнче пулнă РФ Патшалăх Думин суйлавĕнче пуçласа çĕнĕ мелпе – электронлă сасăлав комплексĕсемпе – усă курчĕç, тăватă участокра та суйлава пĕр кăлтăксăр ирттерчĕç, хальхинче те йывăрлăхсем пулмĕç вĕсен, кун валли йăлтах хатĕрленĕ, халăхĕ кăна суйлава килтĕр.
 
: 1117, Хаçат: 7 (945), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: