Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чулхулари Чăваш культура центрĕн председателĕн çумĕ Петр Вячеславович Яргутов Чулхула чăвашĕсен ĕçĕ хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Петр Вячеславович хăй Чăваш Енри Етĕрне районне кĕрекен Атликасси ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вăл хăйĕн пурнăçне медицина техникине туса кăларассипе çыхăнтарнă, хăйĕн фирма. Генеральнăй директор пулнă май ĕçĕ те сахал мар, явапĕ те çителĕклех, анчах Петр Вячеславович обществăлла ĕçе активлă хутшăнма ĕлкĕрет, кунта та председатель çумĕ пулнă май яваплăх пысăк.
– Петр Вячеславович, Чулхула облаçĕнче чăвашсем йышлăн пурăнаççĕ-и? Чăваш ялĕсем нумай-и?
– Аплах тееймĕн, ытларах мăкшăсем пирĕн патра. Чăвашсенчен авалтан пурăнаканнисем çуках темелле. Ытларахăшĕ Чăваш Енрен заводсене ĕçлеме килнисем.
– Чăваш обществи чăмăртанни чылай пулать-и?
– Пĕр пилĕк çул каялла пĕрлешрĕç, унччен уйрăм районсенче йĕркеленнĕ. Апла пулин те ку юхăм пĕтĕм облаçĕпе аталаннă тееймĕн, сăлтавсенчен пĕри, каларăм ĕнтĕ, облаçра чăвашсем йăвă пурăнакан районсем çукрах. Тата тепĕр сăлтавĕ – ĕлĕкрен кунта вырăссемпе мăкшăсем хушшинче пурăнса вырăса тухса пĕтнĕ. Çавăнпа чăваш обществисем йĕркеленме те Чулхула, Сормово (унта хĕç-пăшал тăвакансен завочĕ) районĕсенче йĕркеленнĕ.
– Эсир хăвăра председатель çумĕ терĕр, пуçлăх кам?
– Анатолий Петрович Ефимов. Вăл медицина наукисен докторĕ, профессор. Чăваш культура центрĕшĕн вăл чăнах та нумай тăрăшать. Паллах, чăвашсене пĕр çĕре пуçтарассинче унăн тивĕçĕсем пысăк. Врач пулнă май хăйĕн пациенчĕсене те чылайăшне (паллах, чăвашсене) хамăрăн центр çинчен каласа парса унăн ĕçне хутшăнма йыхăрать. Ефимов чăвашсен историне питĕ лайăх пĕлет, ерçӳ тупăнсанах тăван халăхăн аваллăхне тĕпчессипе вăхăтне ирттерет. Çак темăпа унăн кĕнекесем те тухнă.
– Тутарстанри чăвашсен паянхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калас пулсан чăвашсем йышлăн пурăнакан кашни районта илемлĕ пултарулăх коллективĕ пур, хăш-пĕр çĕрте 3-4 та. Çакă халăх интересне кăтартакан паллă пулĕ. Сирĕн мĕнлерех?
– Шел, илемлĕ пултарулăх коллективĕсемпе мухтанмах пултараймастпăр паян. Нацисен илемлĕ пултарулăх коллективĕсен смотрне Воротынец хулинчен пĕр ушкăн хутшăннăччĕ, ытти çĕрте те активлă пулни сисĕнмест. Чăваш культура центрĕн председателĕн культура ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Анатолий Павлович Михайлов çак ыйтупа çине тăрсах ĕçлет, çавăнпа пурăна киле пирĕн патра та тăван халăх творчествин аталанăвĕ чĕрĕлетех тесе шутлатпăр. Çитменнине паянхи кун мероприятисене çынсем хаваспах пухăнаççĕ, апла кăсăклану пур. Тĕслĕхрен, çулсерен июньте Акатуй ирттеретпĕр. Пурте хутшăнаççĕ, юрлаççĕ-ташлаççĕ… Анчах куллен тĕлпулусем ирттерсе концерт программисем хатĕрлекен коллективсем йĕркелеме васкамаççĕ.
– Чулхула чăвашĕсене область, хула администрацийĕ пулăшать-и?
– Паллах, кашнинчех ыйтнине тивĕçтерет: укçа-тенкĕ енчен те, мероприяти ирттерме вырăн уйăрса парассипе те, МХХ реклама вырнаçтарассипе те. Чулхула облаçĕнче нацисен культура обществисем нумай: çармăссен, тутарсен, поляксен, эстонсен, белоруссен, кореецсен, эрменсен, азербайджансен… обществисем пур, область вĕсене пурне те пулăшма май тупать.
– Сирĕн умри çывăх вăхăтрах пурнăçлама ĕмĕтленекен тĕллев мĕнле?
– Эпир хамăрăн Чăваш культура центрне автономи статусне куçарасшăн. Хальхи вăхăтра ку пирĕншĕн тĕп задача темелле.
– Тавах калаçма вăхăт тупнăшăн, ăнăçу сунатпăр сире.
 
: 802, Хаçат: 7 (945)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: