Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ эрнекунпа шăматкун Тутарстанра пурăнакан чăвашсемшĕн паллă пулăмсемпе пуян пулчĕç. Февралĕн 10-мĕшĕнче Хусанта Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийĕн (РЧФНКА) канашĕн вырăнти ларăвĕ иртрĕ. Ларăвăн теми – «Тутарстан чăвашĕсен этнокультурăлла аталанăвĕ. Чăнлăх тата малашлăх». Палăртса хăвармалла: РЧФНКАн пухăвĕсем халиччен Мускавра çеç иртнĕ, ăçта-тăр тухса ирттересси – пĕрремĕш хут. Пĕрремĕш ларăва ахальтен мар Тутарстан çĕрĕ çинче ирттерме йышăннă, мĕншĕн тесен пирĕн республикăри Чăваш наципе культура автономийĕн ĕçĕ-хĕлĕ нумай регионшăн ырă тĕслĕх пулса тăрать.
Хусанта иртнĕ ларăва йăхташăмăрсем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен пуçтарăннă: Мускавран, Санкт-Петербургран, Свердловск, Саратов, Чулхула, Самар, Тюмень, Ульяновск, Оренбург, Пенза облаçĕсенчен, Пушкăртстан тата, паллах ĕнтĕ, Чăваш республикисенчен. Власть органĕсенче ĕçлекенсем те сахал мар пулчĕç мероприятире: РФ Регионсен аталанăвĕн министерствин Нацисен хушшинчи хутшăнусен департаменчĕн директорĕ А.В.Журавский, РФ Верховнăй сучĕн судйи В.К.Яковлев, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Т.В.Казакова, çак министерствăрах этноконфессиллĕ хутшăнусен уйрăмне ертсе пыракан М.Н.Краснов, ТР Премьер-министрĕн çумĕ З.Р.Валеева, ТР культура министрĕн çумĕ Г.А.Нигматуллина, ТР Президенчĕн Шалти политика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен управленийĕн начальникĕ Александр Терентьев, ТР Халăхсен ассамблейин ĕçтăвкомĕн ертӳçи Н.М.Владимиров тата ыттисем.
ТР Культура министерствинче иртнĕ ларăва Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийĕн президенчĕ, халĕ Чăваш Республикинчи тĕп федераллă инспектор ĕçĕсене пурнăçлакан Геннадий Семенович Федоров ертсе пычĕ. Пухăннисене ларăва хутшăнакансемпе паллаштарсан вăл ТР Премьер-министрĕн çумне З.Р.Валеевăна сăмах пачĕ.
– РЧФНКАн вырăнти пĕрремĕш ларăвĕ Тутарстанра иртнишĕн эпир питĕ хавас. Пирĕн республика чăннипех те нумай нациллĕ, нумай конфессиллĕ. Мĕн ĕлĕкрен кунта тĕрлĕ халăхсем туслăн пурăннă, халĕ те çаплах. Тутарстанра пурăнакан халăхсем пĕр-пĕрин пурнăçне, культурине пуянлатаççĕ. Хальхи вăхăтра Тутарстанра 115 халăх пурăнать. 2010 çулхи халăх çыравĕпе килĕшӳллĕн, 116 пин ытла чăваш шутланать Тутарстанра. Йышĕпе виççĕмĕш вырăнта тăракан чăвашсем республика пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Чăвашсем пурăнакан районсене мар, пурăнманнисене асăнма çăмăлрах пуль. 300 ытла ял-хулара пурăнаççĕ чăвашсем. 1992 çултах вĕсем хăйсен наципе культура обществине йĕркелерĕç. 2001 çулта ЧНКА çĕнелчĕ, унта ытларах çамрăксем ĕçлеме пуçларĕç. Акă ĕнтĕ 10 çул ăна К.Г.Яковлев ертсе пырать. 2006 çулта Чăваш çамрăкĕсен союзĕ йĕркеленчĕ. Халĕ республикăри 21 районта Чăваш наципе культура центрĕсем ĕçлеççĕ. 20 районпа хулари 51 вĕрентӳ учрежденийĕнче, 48 шкулчченхи вĕрентӳ учрежденийĕнче, 5 вырсарни шкулĕнче ачасем чăвашла вĕренеççĕ. Чăвашсен икĕ инновациллĕ вĕрентӳ учрежденийĕ пуррине те асăнса хăварас килет: пĕри Анат Камăри 34 № гимнази, тепри – Аксу районĕнчи Савгачевăри гимнази.
Тутарстанри ЧНКА мĕнле ĕçлени – кунта пурăнакан ытти нацисен пĕрлĕхĕсемшĕн те лайăх тĕслĕх пулса тăрать. Чăвашсем çулсерен йĕркелесе ирттерекен «Уяв», «Учӳк» праçниксене тĕрлĕ халăх çынни пухăнса савăнать. Республикăсен ертӳçисем те час-часах хутшăнаççĕ çак уявсене. Тутарстанăн пĕрремĕш Президенчĕ М.Ш.Шаймиев та, хальхи пуçлăхĕ Р.Н.Минниханов та ялан çапла калаççĕ: «Пирĕн республикăн чăн пуянлăхĕ – халăхсем туслă пурăнни». Ку чăнах та çапла, – тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Зиля Рахимьяновна.
Унтан ТР ЧНКА Канашĕн председателĕ К.Г.Яковлев сăмах каларĕ. Вăл автономин ĕçĕ-хĕлĕпе, планĕсемпе паллаштарнă май ăнăçлă аталанăвăн вăрттăнлăхĕ патшалăх власть органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени пулнине палăртрĕ. Ытти регионсенчи ентешсене те Тутарстан чăвашĕсенчен тĕслĕх илме сĕнчĕ.
Тухса калаçакансем нумайăн пулчĕç ларура. Раççейĕн ытти регионĕсенчи чăвашсен обществисен представителĕсем хăйсем еплерех ĕçлени пирки каласа пачĕç. Вĕсен сăмахĕсенчен йăхташăмăрсем сахалрах пурăнакан тăрăхсенче пĕрле пуçтарăнса ĕçлеме йывăртарах пулни палăрчĕ. Çапах та тăрăшаççĕ вĕсем, кашниех чăвашсем пур çĕрте те пурăннине палăртса хăйсен регионĕнче иртекен тĕрлĕ мероприятисене хастар хутшăнать.
РФ Президенчĕн суйлавĕ çывхарнă май, çакăн пирки те сăмах пуçарчĕç ларура. Мартăн 4-мĕшĕнче пурте суйлава кайса сасăлама калаçса килĕшрĕç.
Культура министерствинчи мероприяти вĕçленнĕ хыççăн РЧФНКА ларăвне хутшăнакансем ТР Патшалăх Канашĕнче пулса курчĕç. Унта вĕсене ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Р.А.Ратникова кĕтсе илчĕ. Вăл чăвашсен делегацине ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕн, ТР Халăхсен ассамблейин ертӳçин Ф.Х.Мухаметшин ятĕнчен саламларĕ, республикăри нацисен хушшинчи политика, Халăхсен ассамблейи мĕнлерех ĕçлени пирки тĕплĕн каласа пачĕ.
Шăматкун, февралĕн 11-мĕшĕнче, хăнасем Хусантан ир-ирех Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралса ӳснĕ Элкел районне çул тытрĕç. Сиктĕрме-Хусанкай ялĕнче вĕсене вилĕмсĕр сăвăçăн ентешĕсем, Тутарстанри районсенчи Чăваш наципе культура центрĕсен ертӳçисем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Аякран килнĕ йăхташăмăрсем П.Хусанкайăн музейĕпе, вырăнти хуçалăхăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, сиктĕрмесем концерт та хатĕрленĕ вĕсем валли.
Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийĕн çитес ларăвне те Мускавра мар, вырăнта ирттерес шухăш пурри çинчен каларĕç ăна ертсе пыракансем. Хальлĕхе ăçта ирттерессине татсах каламарĕç пулин те, вăл Çĕпĕр çĕрĕ çинче иртесси çинчен асăнчĕç.
 
: 925, Хаçат: 7 (945)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: