Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

АНАТ КАМĂРА пурăнакан тĕрлĕ наципе культура представителĕсен черетлĕ тĕлпулăвĕ иртнĕ. Унта ТР Премьер-министрĕн çумĕ З.Валеева та хутшăннă. Тĕлпулура 2012 çулта нацисен коммерцилле мар организацийĕсене 50 пин тенкĕ грант парасси пирки сӳтсе явнă. Конкурса наци обществисем ятарлă проектпа хутшăнмалла. Анат Кама мэрĕ Айрат Метшин çитес вăхăтра хулара халăхсен Туслăх çуртне лартас ыйтăва пăхса тухма та шантарнă. Наци пĕрлешĕвĕсем валли çакăн пек çуртсем кирлех, çавăнпа наци представителĕсем мэрпа март уйăхĕнче тепĕр хут тĕл пулса туслăх çуртне ăçта лартмалли вырăна палăртĕç.
ЕЛАБУГĂРА хăйне евĕрлĕ акци пуçланасса пĕлтернĕ. Хулара миçе çын пурăнать, çавăн чухлĕ йывăç (70 пин ытла) лартма хатĕрленеççĕ иккен кăçал. Вăрманçăсем кирлĕ чухлĕ хунавсемпе тивĕçтерме шантарнă та ĕнтĕ. Хулара йывăç-тĕмсем сахаллипе кăмăлсăрланса елабугăсем хула пуçлăхĕн интернет-приемнăйне çырса янă-мĕн. Çакăн хыççăн вара район пуçлăхĕ Геннадий Емельянов планеркăра йывăç-тĕм лартас ĕçе халăха хăйне явăçтарма сĕннĕ. Хальхи вăхăтра хулана хăтлăх кĕртекен уйрăм йывăçсем сахал микрорайонсемпе парксене палăртать. Сăмах май, çак пуçарăвăн усси те пур, хулара миçе йывăç-тĕм ӳснине хăçан шутлатчĕç-ха тата, малашне вара мĕнле, миçе йывăç ӳсни те паллă пулĕ.
ÇĔПРЕЛ район центрĕнче çак кунсенче район çамрăкĕсен пĕрремĕш форумĕ иртнĕ. Унта район администраци пуçлăхĕ Т.Нагуманов, ТР çамрăксен аграри пĕрлешĕвĕн председателĕ М.Загидуллина, районăн хастар çамрăкĕсем, ял хутлăхĕн пуçлăхĕсем хутшăннă. Форумăн тĕп тĕллевĕ – ял çамрăкĕсен хастарлăхне аталантарасси, вĕсене ялти актуаллă ыйтусене татса пама хутшăнтарасси тата культура пуянлăхне сыхласа хăварса аталантарасси. Районта аграри пĕрлешĕвне йĕркелеме йышăннă хыççăн, унăн ертӳçи пулма район администрацийĕн çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм уйрăмĕн тĕп специалистне З.Сагдеева суйланă. Çаплах тĕрлĕ конкурсра, пултарулăх проекчĕсенче, тата ытти çĕрте пысăк çитĕнӳ тăвакан пултаруллă çамрăксене çуллен районăн çамрăксен премине виçĕ номинаципе («Ял хуçалăхĕпе предпринимательство », «Обществăлла ĕçпе культура» тата «Спорт») пама çирĕплетнĕ. Кунсăр пуçне «Казань-2013» волонтерĕсем çамрăксене хастарлăха кăтартмалли тепĕр майпа – волонтер ĕçĕпе – паллаштарнă. Универсиада вăхăтĕнче волонтер пулма кăмăл пуррисене сайтра регистрациленме сĕннĕ.
ПĂВАРИ çупа сыр комбиначĕ Европа шайне тухма хатĕрленет. Çак тĕлĕшпе вĕсем çитес вăхăтра Франци технологийĕпе элитлă сырсем кăларма пуçласшăн. Кун валли пĕчĕк цех йĕркелесе ятарлă оборудовани вырнаçтарĕç. Элитлă сыр, паллах, йӳнĕ тăмĕ, унăн пĕр килограмĕ 400 тенкĕ е унран та хаклăрах пуласси куçкĕрет. Кунсăр пуçне паян кунччен туса кăларакан сырсем те лавкка çӳлĕкĕсем çинчен çухалмĕç. Пăвари çупа сыр комбиначĕпе тата «Вамин-Буа» агрофирмăн Кивĕ Тилçелри, Пӳркелĕнчи ĕне фермисемпе нумай пулмасть Франци специалисчĕсем паллашса кайнă.
 
: 947, Хаçат: 7 (945), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: