Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Раççей регионĕсенчи суту-илӳ сечĕсем фермерсен продукцине туянассине йăлана кĕртнĕ темелле. Çакăн пирки РФ ял хуçалăх министрĕ Е.Скрынник Ваккăн суту тăвакан компанисен ассоциацийĕ (АКОРТ) çумĕнчи обществăлла канашĕн активĕпе лару ирттернĕ. Унчченхи лару пĕлтĕр ноябрь уйăхĕнче иртнĕччĕ, унтанпа çак ыйтупа ырă улшăнусем пулни куçкĕрет. Раççейĕн пысăк суту-илӳ центрĕсене фермерсен продукцийĕ тӳррĕнех çитет – сутуçăпа фермера çыхăнтарса укçаллă пулакан элемент çук халь. Кунсăр пуçне РФ субьекчĕсенчен хăшĕсенче тапхăр-тапхăр продукци туянма ятарлă сессисем ирттереççĕ. Министра çакăн пек ĕç йĕрки килĕшнĕ, çĕнĕ проекта пĕтĕм Раççейĕпех пурнăçа кĕртмелле, Ял хуçалăх министерстви пур енчен те пулăшма хатĕрри çинчен ĕнентернĕ предпринимательсене .
Нефть уçлассипе 2011 çулта та Раççей ытти çĕршывсенчен иртсе I вырăн йышăннă. «РИА-Аналитика» эксперчĕсем шутланă тăрăх, пĕлтĕр Раççейре 3748,6 миллион баррель нефть уçланă. Иккĕмĕш вырăнта Сауд Аравийĕ (3388,3 миллион баррель) пырать, виççĕмĕш вырăнта АПШ (3285,0 миллион баррель). Çавăн пекех Китайпа Иран та малтисен ретĕнче. Çулталăк вĕçленнĕ çĕре АПШ нефть кăларас ĕçе хăвăртлатни курăнать, Сауд Аравийĕ пирки те çакнах каламалла. Шел, Раççейĕн çак ĕçе хăвăртлатма паянхи куна майсем çукрах. Çавăнпа 2012 çулта Сауд Аравийĕ мала тухсан тĕлĕнмĕпĕр. Палăртса хăварни вырăнлă, 2011 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе тĕнче рынокĕнче унăн нефчĕ самай нумайрах сутăнма пуçланă.
Юлашки 10 çул хушшинче РФ бюджечĕ январьте пĕрремĕш хут 0,5 процент (18 миллиард тенкĕ) дефицитлă пулчĕ. Кунта, паллах, чи малтан бюджет укçине «пайланă» чух пĕлсе усă курманнине палăртмалла. Çапла пĕтĕмлетӳ тунă Credit Suisse банк аналитикĕсем. 2012 çулхи январьте шалти чĕртавар продукцийĕн (ВВП) тăкакĕ 21,1 (декабрьте – 20,5) процентпа танлашнă, тупăшĕ вара 21,2 процентран 21,5 таран кăна ӳснĕ. Тăкаксемпе тупăшсем пĕр-пĕринчен аякра пулнин сăлтавне аналитиксем акă мĕнле ăнлантараççĕ: бюджет фончĕсемпе ĕçлес йĕркене улăштарни тата çывхарса килекен президент суйлавĕ. Февральте тăкаксем татах ӳсĕç тесе асăрхаттараççĕ вĕсем, маларах шутланă 100 миллиард тенкĕ вырăнне 950 миллиардах пулĕ.
Çак эрнере ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин Çĕнĕ Шуçăм, Аксу, Элкел районĕсенче пулнă. Элкелте муниципаллă Канашăн пĕтĕмлетӳ ларăвĕнче Фарид Хайруллович демографи ыйтăвне çĕкленĕ. Элкел районĕнче производство ял хуçалăхĕпе тачă çыхăннă, çавăнпа малтанах «Красный Восток-Агро» УАОн «Чувашский Брод» мегафермине çитсе курнă. Çак выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче 6 пин пуç мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ, халĕ те пĕр ĕнерен талăкра вăтамран 20 литр сĕт илеççĕ, 48 литр сĕт паракан «рекордсменкăсем» те пур-ха. Элкелсен сĕтне çĕршыври пысăк производительсем туянаççĕ. Выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлекенсен тăрăшулăхне тивĕçлипе хакланă Ф.Мухаметшин, çакăнпа пĕрлех влаçра ларакансене вырăнтах, инçете ăсатмасăр сĕте тирпейлесси пирки инвесторсемпе канашлама сĕннĕ. Çакă района та хальхинчен пысăкрах тупăш кӳрĕччĕ, продукцин хăйхаклăхĕ те пĕчĕкрех пулĕччĕ. Ял хуçалăхне инвестици ăнăçлă вырнаçтарнин тепĕр тĕслĕхĕ – «Хузангаевский» ЯХПК, 1184 миллион тенкĕ хывса производствăна та хута янă, ял халăхĕ валли ĕç вырăнĕ те тунă.
Раççейпе Италин «СиЭнЭйч-КАМАЗ Индустрия» пĕрлехи предприятийĕ «CNH» комбайнсем кăларма пуçлать. Юнкун Çырчаллинче производствăна тĕрĕслесе пăхмалăх хускатса пăхнă çĕре ТР Президенчĕ Р.Минниханов, «FIAT» концерн пуçлăхĕ Серджио Маркионе, РФ Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ М.Бабич хутшăннă. Рустам Нургалиевич курнипе питĕ кăмăллă юлнă: «Ял хуçалăх техники енĕпе Раççейри чи лайăх проект», – тесе ырланă.
 
: 960, Хаçат: 7 (945), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: