Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 3-4 №№.)
* * *
«Хĕрлĕ парăса» канма килнĕренпе виçĕ кун иртсе кайрĕ. Кун йĕркине хăнăхса çитрĕç Емелинсем. Вăхăтра янтă апат кайса çиесси кунта чи кирли, сывлăха сиплекен процедурăсене иртме манса каймалла мар, уçă сывлăшра уçăлса çӳремелле, чун-кăмăл туличчен канмалла. Тăраниччен канас пиркиех паян кун йĕркине пăсрĕç-ха Таиççепе Аркади – ирхи апата çывăрса юлчĕç вĕсем. Ĕнер, шăматкун каç, санаторире кану каçĕ ирттерчĕç те, вун пĕр сехетчен хавасланса сикрĕç пурте. Емелинсем те тахçанах кун пек киленсе ташламанччĕ, вальс хыççăн вальс çаврăнчĕç, хăвăрт ташăсене те пĕр-пĕрне хирĕç тăрса сикрĕç, тĕрлĕ конкурс-ăмăртусене хутшăнчĕç. Юлашкинчен кану каçне ертсе пыраканĕ вĕсене вуçех тĕлĕнтерсе ячĕ:
– Паянхи каç чи хитре мăшăрсене, конкурссене чи хастар хутшăнакансене эпĕ парне парасшăн, – терĕ вăл алран-алла тытса тăракан Таиççепе Аркадие хăй çумне тухма хистесе.
Пурте тăвăллăн алă çупрĕç, хăшĕ-пĕри: «Йӳçĕ! Йӳçĕ!» – тесе кăшкăрчĕ, ертӳçĕ Таиççене ытарайми хитре пукане тыттарчĕ. Пукани тин çуралнă пепке пысăкăшех, «Анне!» тесе сасă кăлараканни. Мĕн тăвасси пур, парнешĕн шӳтлесех чуп тума лекрĕ вĕсене. Пуканине кăкри çумне тытнă Таиççепе ăна çупăрласа тăракан Аркадирен телейли чăннипех те çукчĕ çак кану каçĕнче.
Тĕлĕнмелле, тахçанхи, вун виçĕ çул каяллахи, хăйсен туйĕнче пулса иртнĕ самантсене аса илтерчĕ çав каç. Иккĕшĕ те хăйсене ун чухнехи пекех калама çук телейлĕ туйрĕç, куçĕсем çăлтăр пек йăлкăшрĕç, пит çăмартисем хĕмленчĕç. Хăйсен пӳлĕмне епле чупса çитни, пĕрер черкке хĕрлĕ эрех шаккаса ĕçни, юмахри пек тĕлĕнмелле ырă савăшу каçĕ – тĕлĕкри пек çеç туйăнать Таиççене халь çакă. Пĕртте ĕненес килмест. Ирхине ыйхăран вăрансан та, куçне уçмасăр, тăсас килчĕ çĕркаçри савăк самантсене.
Кушак пек алли-урисене яр тăсса карăнчĕ те Таиççе тинех çемçе вырăн çинчен сиксе тăчĕ. Упăшки, çĕрĕпе ăна çывăрма паманскер, канлĕн хуп турттарать. «Çывăр, чунăм, çывăр тăраниччен, ывăнтăн пуль çĕркаç. Ирхи апатран юлтăмăр пурпĕрех», – тесе чуп туса илчĕ ачашшăн мăшăрне питĕнчен, утиялпа çара ӳтне витрĕ.
Кашни çĕнĕ куна Таиççе ваннăйра çăвăнассинчен тытăнать. Паян та çав йăлапа унта кĕрсе выртрĕ. Шăпăртатса юхакан шыва шампунь пĕрĕхрĕ, шывĕ тин сунă сĕт пек шап-шурă кăпăкланчĕ. Çакăн пек çемçе те ăшă шывра сехечĕпе киленсе выртма пултарать Таиççе паянхи пек ĕçсĕр кунсенче.
Рехет. Кăпăклă аллисемпе акăшăнни пек вăрăм мăйĕнчен тытăнса ури тупанĕ таранах ачашшăн сĕртĕнчĕ вăл. Çемçе пӳрнисем кашни вăрттăн вырăнсене лекмессерен унăн çан-çурăмĕ çӳçенсе илчĕ. Çулĕпе тăваттăмĕш теçетке енне сулăнсан та, çамрăк, пиçсе çитнĕ хĕр пекех-ха Таиççе. Кăкăрĕсем хĕр чухнехи пекех илемлĕ, чăнк каçăрăлса тăраççĕ. Йăрăс пӳллĕскерĕн урисем ытлашши тулли те мар, пит çинçешке те мар. Пичĕ çаврака та таса, куçĕсем çутă кăвак, куç хăрпăкĕсем вăрăм, çăра та кăтрашка сарă çӳçĕ ытармалла мар илем кӳрет çамрăк хĕрарăма. Хĕрарăм тесе ăна никам та калаймĕ, вун çиччĕри хĕр пекех вăл. Ахальтен мар Аркади ăна пĕр иксĕлми юратать…
Таиççе, ваннăйра хăйне хăй пӳрнисемпе сĕртĕнсе ачашланса выртаканскер, чăннипех вĕриленсе кайрĕ, çийĕнчех шывран тухса упăшки çумне тĕршĕнес терĕ. Амазонка пек шыв юхтарса пырса тăчĕ вăл Аркади умне, анчах та лешĕ арăмĕн аскăн шухăшне пĕртте сисмерĕ – малтанхи пекех ыйха ишрĕ. Вăратас темерĕ канлĕ çывăракан çынна Таиççе, каллех кĕрсе выртрĕ ваннăйне.
...Эх, пурнăç, пурнăç! Час-часах çапла шухăша кайсан тахçанхи ачалăх аса килет. Илемлĕ пулчĕ-ши уншăн кăвак инçетри ачалăх, çил пек вăшлатса иртнĕ çамрăклăх? Чун-кăмăлтан аса илмелли пур-ши унта?
Ялти пысăк çемьере çуралса ӳснĕ Таиççе. Хисеплĕ пулман ку çемьере хĕр ачасем, ашшĕ вĕсем çине ялан сивĕ куçпа пăхнă. Ӳсĕрĕлсен: «Хĕр купи çуратса патăн», – тесе амăшне хĕненĕ. Хĕрĕсене: «Эсир те аннӳ пек пулатăр», – тесе кӳрентернĕ. Çавăнпах Таиççерен аслăрах икĕ аппăшĕ ашшĕн куçĕнчен хăвăртрах çухалас тесе çамрăклах кӳршĕ ялсене качча тухрĕç. Чăнах та, ашшĕ чӳкленĕ пекех, хĕр ачасем çуратма тытăнчĕç. Çакăн хыççăн килте юлнă тата тăватă хĕр çине, сăн-питрен çынран кая мар пулсан та, ялти каччăсем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те урăх куçпа пăхма пуçларĕç.
Таиççе, аппăш-йăмăкĕсемпе танлаштарсан, кăшт урăхларах ӳсрĕ. Пĕчĕкренех арçын ачасемпе выляма юрататчĕ вăл: мечĕк хăвалатчĕ çурхи юр кайсанах, конькипе ярăнатчĕ пăр ларсанах, тăвайккинчен шăватчĕ йĕлтĕрпе. Çырма-çатраллă, вăрмантан инçе мар вырнаçнă ялта юр ларсан чи малтан йĕр хываканĕ Таиççеччĕ. Питĕ çирĕп тăратчĕ йĕлтĕр çинче, чăнкă çырансенчен пĕр шикленми сикетчĕ. Ялти арçын ачасем те ун пек харсăр пулман. Çавăнпах пулĕ вĕсем шухă хĕр ачана хисеплетчĕç, кӳрентерме хăймастчĕç. Çавăнпах пуль ашшĕ те ăна ытларах юрататчĕ. Хуларан тĕпне пластик сарнă чи хаклă йĕлтĕр туянса парнеленĕччĕ, патаккисем те унăн çăмăл йышшискерсемччĕ. Хĕрĕ йĕлтĕрпе ярăннине ытараймасăр пăхса тăратчĕ ашшĕ, мухтанатчĕ унпа сыпкаланă чухне. Чăннипех ашшĕ-амăшне савăнтаратчĕ Таиççе. Вĕренес енĕпе те, спорт-ăмăрту енĕпе те хăть хăçан та малта пыратчĕ. Сăнĕпе те ăмсанмалла маттур хĕр çитĕнчĕ. Мĕн тесен те, Таиççен ачалăхĕ илемлĕ иртнĕ, асра юлмалли савăк самантсем палăрмаллах нумай пулнă.
Çамрăклăх? Çамрăклăх епле хăвăрт иртсе кайнине те туйса юлаймарĕ Таиççе. Вăтам шкул пĕтерчĕ, техникумра вĕренчĕ, качча кайрĕ – кĕскен каласан, çак виçĕ тапхăртан тăрать унăн çамрăклăхĕ.
«Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ çамрăк ĕмĕр.
Илемлĕ çамрăк ĕмĕр пурăна пĕлсен кăна»,
– пĕр кĕтмен çĕртен çаврăнса килчĕç Таиççе пуçне нумай пулмасть хулара, чăваш фольклор ансамблĕн концертĕнче илтнĕ юрă сăмахĕсем.
Чăннипе, пурăнма пĕлчĕ-ши халиччен Таиççе? Телейлĕ-ши вăл халь? Çырлахтарать-ши ăна хальхи пурнăç?
Пĕр шутласан, ӳкĕнме пĕр сăлтав та çук пек. Тулăх пурнăçпа, хăтлă хваттерте пурăнаççĕ вĕсем. Упăшки ăна пирĕшти вырăнне хурса чун-чĕререн юратать. Таиççе те Аркадие юратнипе качча тухнă. Савăшу каçĕсем иккĕшне те çич тӳпене çити вĕçтерсе яраççĕ. Тата мĕн кирлĕ çамрăк хĕрарăма? Çук çав, мĕн-тĕр çитмест унăн пурнăçĕнче, яланах килте пĕччен, темшĕн килте питĕ кичем. Аркадипе, заводра расна сменăпа ĕçленĕрен, каçхине, сĕм çĕрле, вĕсем ыйхă тĕлĕшпе кăна тĕл пулаççĕ. Вăл кăна та мар, Таиççе пĕлет тĕп сăлтавне – кил-йыш ача-пăча сассипе янраманни унăн чунне канăç памасть. Çакă ăна вунă çул ытла ĕнтĕ пăшăрхантарать, çĕр çывăртмасть. Тĕлĕкре те пĕрмай тĕлленет, час-часах ача сассипе вăранса каять. Çавăншăнах пурнăç кичем те тĕксĕм вĕсен сĕтел-пуканпа тулли хваттерĕнче.
Малтанхи виçĕ çул çамрăк мăшăр ача çинчен питех шутламан та, ытларах унччен тĕлĕрнĕ вăрттăн туйăмсене хускатасси пирки тĕрмешнĕ вырăн çинче. Паллах, çие юласран сыхланса. «Çамрăк чухне выляса, савăнса юлас, атьсемпе алсене халех çыхса хурас мар-ха», – тетчĕ Аркади пĕрмай. Вăррине вăхăтра акмасан шăтмасса та пултарни çинчен пĕртте шутламан ĕнтĕ çамрăксем. Юлашки çулсенче Таиççе пĕр вĕçĕмсĕр ача çинчен шухăшласа çӳреме пуçларĕ, нумай ачаллă çемьесене калама çук ăмсанчĕ. Пĕртен-пĕр ачаллă çемье те уншăн тулли мар, çителĕксĕр çемье. Йышлă çемьере ӳснĕскер, качча кайсан виçĕ ачаран кая мар çуратса пама ĕмĕтленетчĕ вăл, анчах çул хыççăн çул иртрĕ – çемье шучĕ ӳсмерĕ ниепле те. «Мĕнпе çырлахтарайман-ши ултă ача çуратнă анне аттене?– тĕлĕнет вăл халь. – Хăйне те асанне çуратнине ăнланмасть-шим атте, аннене вăрçнă ăншăрчĕ пире, хĕрĕсене, лекмен-ши, унăн çиллессĕн каланă хивре сăмахĕсем, ылханăвĕ пире пурнăç тăршшĕпе йĕрлесе-хĕсĕрлесе пымаççĕ-ши? Хĕр ача – пулас анне-çке, тĕнчери пур çынна та пурнăç параканни. Хĕвелпе кăна танлаштарма пулать аннене. Пуриншĕн те анне – чи çывăххи, чи хакли, чи кирли. Анне пуласси – пысăкран пысăк тивĕçлĕх, яваплăх. Хăçан пӳлĕх шанса парĕ-ши мана çавнашкал яваплăх, хăçан эпĕ те хама «анне!» тесе чĕннине илтĕп-ши, ĕнер парнеленĕ пукане евĕр пĕр ача та пулин çумра пулсан çичĕ тӳпере вĕçмелле эпĕ».
Сăлтавне пĕлме тесе больницăсем тăрăх нумай çӳрерĕç, анализ пачĕç, анчах иккĕшĕнчен кам айăплине тухтăрсем те тĕплĕн татса параймарĕç е парас темерĕç. Юмăç-карчăксем патĕнче те пулчĕ Таиççе, апла та усси пулмарĕ. Аптранипе ача çуртĕнчен усрава илме хатĕр вăл, анчах Аркади турткаланса тăрать, ют çын ачишĕн халех атте пулма сăмса туртмасть-ха тет. Упăшки ун майлă пулсан тахçанах килте ача сачĕ уçмалла Таиççе. Çамрăк хĕрарăм хăй те шанчăкне çухатмасть-ха, ача çуратма пултарасса ĕмĕтленет. Çавăншăнах, Турра чăнласах ĕненмесен те, амăшĕ вĕрентнĕ пек кĕлтăвать. Кашнинче упăшкипе çывăрма выртас умĕн вăрттăн хĕрес хывать.
(Малалли пулать.)
 
: 945, Хаçат: 6 (944), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: