Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Вăхăтĕнче хам нумай çуран çӳренипе-и, сивĕ çанталăкра ăçта-тăр каяс тесе çул çине тухнă çынсене ялан хĕрхенетĕп, уйрăмах ватăсене, ачаллисене. Машинăра пĕччен пырсан ялан чарăнса ларса пыма сĕнетĕп. Калаçакан çын пулсан – çул та кĕскерех.
Çапла пĕр хĕллехи сивĕ çиллĕ кун хулана таврăнатăп, тахăш ял чарăнăвĕ тĕлĕнче пĕр хĕрарăм сасăлать. Чарăнса лартрăм, каятпăр, калаçса кайрăмăр.
– Чун туртать атте-анне çуралнă çĕре, – тет, пĕр аллăсенче хăй. Инçетри хулара пурăнать иккен, тăванĕсем патĕнчен каялла таврăнать. – Отпускраччĕ те, курса каяс терĕм аппасене. Пенсие тухсан кунта килсе тĕпленме кăмăл пур.
– Мĕншĕн хĕлле канас терĕр?
– Пирĕн ĕçре çавнашкал, пĕр çул çулла кантăн-тăк, тепĕр çул хĕлле кантараççĕ. Режимлă объект.
– Ăçта ĕçлетĕр вара çавăн пек?
– Тĕрмере. Хĕрарăмсен колонийĕнче.
– Мĕнлерех вара ĕçлеме?
– Эпĕ маларах сакăр çул арçын колонийĕнче ĕçлерĕм, кунта пачах урăхла. Самай йывăртарах.
– Апла хĕрарăм арçынран хаяртарах тесе ахальтен каламаççĕ иккен?
– Мĕнле калам?.. Килĕшмеллех-тĕр. Арçынсен колонийĕнче зэксен хушшинче йĕрке ытларах. Унта кашни отрядра бригадир пур, кашни камерăра асли. Хăйне евĕр иерархи. Вĕсем хăйсен çыннисемшĕн яваплă. Хĕрарăмсен вара ун пекки çук. Хĕрарăмсем кашнийĕ хăйĕншĕн.
Вĕсем тĕрмери арçынсем пек туслаша пĕлмеççĕ пĕр-пĕринпе. Тĕслĕхрен, арçынсем тĕрмере нумайăшĕ тус-юлташланаççĕ, пĕр-пĕрне пулăшас йăла пур вĕсен: пĕри тухсан, лараканнисене посылкăсем илсе килсе парать, манмасть.
– Хĕрарăм туслăхĕ çук-им вара?
– Пур-тăр та, анчах кунта мар. Вĕсем пĕр-пĕрин куçне-пуçне тăпăлтарса кăларма хатĕр.
– Ан хăратăр-ха! Мĕншĕн ирсĕрленеççĕ вара çавнашкал?
– Тĕрме условийĕсем вĕсен психикишĕн йывăртарах пулĕ. Утраври пекех вĕт унта. Шыв вырăнне кăна йĕри-тавра стена. Шутлатăп та – ирĕк пулсан пĕр-пĕрне вĕлерсе пĕтеретчĕç пуль вĕсем çавнашкал çынсăр утрава кайса ярсан. Арçынсен ушкăнĕ çынсăр утравра сывă юлассинче иккĕленӳ çук манăн. Ĕлĕк хĕрарăм колонийĕсем пысăк мар пулнă пулсан, халĕ вырăнсем пур çĕрте те тулнă. Хĕрарăм пĕччен, арçынсăр пурăнма хăнăхман пулĕ вăл. Çавăнпа та «арçынсем» хăйсен хушшинчен тухаççĕ.
– Ăнлансах пĕтереймерĕм?..
– Кăна çĕнĕ класс темелле-ши, самана ыйтăвĕ-ши вăл, пĕлместĕп. Кăкăрĕсем ан палăрччăр тесе алшăллипе туртса çыхса хураççĕ, çӳçĕсене кĕске кастараççĕ, утти те арçыннăнни пек, калаçăвĕ те… сигарета арçын евĕр тытни таранччен. Ухтарнă чух тĕлĕнсе каятăн вара: кăкăрĕсем çукпа пĕрех çавнашкаллисен. Хăйĕн «арăмĕ» пур вăл «арçыннăн», унпа алла-аллăн тытăнса çӳреççĕ. Сăмах май, çавăн пек «арлă-арăмлисем» хушшинче кăна туслăх хĕрарăм колонийĕнче. Арçын тĕрминче вăйсăррисенчен «хĕрарăм» тăваççĕ пулсан, кунта тӳнтерле, вăйлăраххисем «арçынна» тухаççĕ. Вĕсенче хĕрарăм паллисем çухалса пыраççĕ. Хăшĕ-пĕри, ватăраххи çине пăхатăн та – чăн старик. Вăл вара старик мар, карчăк…
– Ну усал-тăр вара вĕсем?
– Мĕнле каламалла? Кăра. Арçын пек тыткалама тăрăшаççĕ хăйсене. Унта вĕсемсĕр те арçури пеккисем çителĕклĕ. Хăш чух темиçе çын тытăçсан, хамăр сотрудниксен вăйĕсемпе те чараймастпăр. Управленирен ОМОН пулăшăвĕ чĕнтеркелени те пулкаланă.
– Ытларах мĕншĕн лекеççĕ вара тĕрмене?
– Халĕ наркотик сутнăшăн. Пирĕн патра унашкаллисем – 70 процент. Веçех çамрăк хĕр ачасем.
– Ачаллисем те пур-тăр?
– Пур. Кунта çуратма та ĕлкĕреççĕ. Упăшкисемпе тĕл пулма ирĕк парăнать-çке. Йывăр çынсемшĕн, пĕчĕк ачаллисемшĕн режим çăмăлтарах пулнипе ĕнтĕ. Читлĕхре-и, ирĕкре-и – пурнăç иртет вĕт. Ĕлкĕрес килет.
– Тармаççĕ-и? Арçын тĕрминчен шав таркалани çинчен илтетпĕр вĕт?
– Арçын тĕрминче картла выляççĕ ытларах. Пурнăçне выляса яраççĕ, вара сывă юлас тесен – тармалла е тарам пекки тумалла. Вĕсене вара тарма хăтланнăшăн ШИЗОна лартаççĕ те, срокне тăсаççĕ, урăх зонăна ăсатаççĕ.
Хĕрарăмсен хушшинче таракансем çук. Эп ĕçленĕ хушăра пулман. Каялла килес тесе тăрăшакансем вара – пур.
– Мĕнле апла тата?
– Тĕрмере ларнă чух унăн проблема çук: ни нушаланса ача ӳстермелле мар, ни хваттершĕн тӳлемелле мар, ни апатлăх ĕçлесе илмелле мар – патшалăх тăрантать. Тухсан вара – пуçланать. Çавăнпа ирĕкре нимĕн те тăвас теменнисем, хăйсен пурнăçне улăштарас теменнисем мĕнле те пулин айăпа кĕрсе каялла тĕрмене çул тытаççĕ.
– Хĕрарăм колонийĕнче режим çирĕп-и?
– Мĕнле-ха унсăр? Пуç çинче ялан тутăр пулмалла, тум та пурин те пĕр пек, бирка тата ытти. Çывракан вырăнсемсĕр пуçне коридорсенче, пĕрлехи пӳлĕмсенче йăлтах видеокамерăсем. Рецидивисткăсен камеринче – талăкĕпех сăнав. Ирхине улттăра пурин те ура çинче пулмалла.
– Ăçта ĕçлеççĕ вара?
– Тĕрлĕ çĕрте. Ытларах çĕвĕçсем. Пирĕн хĕрарăм-платниксен бригади те пур. Пултараймаççĕ тетĕр-и? Мĕнле кăна пултараççĕ-ха! Карта та тытаççĕ, хӳме те, ытти ĕçе те ăста. Çамрăксен организмĕ çирĕп, ĕçре арçынсенчен хастартарах.
– Ĕçлес текене ĕç тупса параятăр апла?
– Çапла. Анчах пурте ĕçлемеççĕ вĕт. Лӳпперсем те сахал мар.
– Ĕçлекеннисене нумай тӳлеççĕ-и?
– Уйăхне вăтамран 1000 тенкĕ çырăнса пырăнать. Тĕрмере укçапа усă курма юрамасть вĕт. Ун вырăнне сигаретпа чей çӳрет.
– Сывлăхĕсем енчен мĕнлерех, кăткăс условисенче ăсран тайăлакансем пулкаламаççĕ-и?
– Пĕр-ик тĕслĕх пулкаланă. Лазаретра чирпе выртакансем сахал. Ытларах симулянткăсемпе тĕл пулма тивет. «Ăш ыратать» тесе тĕрме больницине илсе кайтараççĕ, унта хăть условисем урăхларах: суйнине палăртса каялла тавăриччен вĕсем урăх çынсене кураççĕ, калаçаççĕ, шухăраххисем чирлесе выртакан арçын-зэксемпе те паллашса ĕлкĕреççĕ тата! Хăйне евĕр экскурси, йăпану. Анчах хальхи вăхăтра тепĕр пăтăрмах пырса тиврĕ хĕрарăм колонийĕсене. Кунта наркотика пула лекекеннисенчен 40 проценчĕ СПИДпа чирлĕ. Арçынсен колонийĕнчи пек ятарласа симĕс карта тытман кунти ВИЧ-инфекциллисем валли. Вĕсем ыттисемпе пĕрле çисе пурăнни – пысăк проблема тата хăрушлăх. Çавăн чухлĕ çын çинче пĕлместĕн – хăшĕ чирлĕ, хăшĕ çук.
– Эсир çавăн пек хăрушă япаласем çинчен каласа паратăр халь. Нивушлĕ ним аванни те çук хĕрарăмсен тĕрминче?
– Пур. Криминаллă иртнинчен хăтăлас текенсене администраци пулăшать. Ĕçлекенсене, йĕркене пăсманнисене иртерех кăлараççĕ. Пурнăç вырăнта тăмасть. Халĕ посылкăсем те тăтăшрах илме юрать. Пĕр хĕрупраç нумай пулмасть парикмахерски те уçрĕ пирĕн колонире.
– Сăрланма ирĕк параççĕ-им?
– Çӳç сăрлама юрать вĕсен. Симĕспе кăвак тĕсе мар, паллах, çапах çутатас е хуратас тесен – тархасшăн. Хĕрарăм хĕрарăмах ĕнтĕ вăл. Çуркунне çитсен вăрттăн хĕвел çинче хĕртĕнме тăрăшать нумайăшĕ, маникюр тума. Ку вăхăтра куç харшисене, тутисене сăрланине курмăш пулатпăр ĕнтĕ. Хамăр та çав йăхран вĕт. Çапах вĕсемпе кăмăла çемçетни усăсăр. Хакламаççĕ. Колонири режим тăрăх, администраци сотрудникĕ çумĕнчен иртнĕ вăхăтра вĕсен сывлăх сунмалла. Арçынсем çак йĕркене пурте пăхăнаççĕ пулсан, хĕрарăмсенчен пархатар кĕтсе илейместĕн…
Хулана çитрĕмĕр, вокзала каякан автобус чарăнăвĕнче антарса хăвартăм çулташа. Украина правительствин пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ Юлия Тимошенкăна 7 çула тĕрмене лартнине аса илетĕп те шухăша каятăп…
 
: 927, Хаçат: 6 (944)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: