Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кашни ялтах пулмасан та, ял хутлăхĕ пуррисен клубĕсенче ял библиотекисем уçаççех. Нумай çĕрте: «Пирĕн шкулта пур», – теççĕ. Апла пулсан та аслă çынсем кĕнеке илмешкĕн унта мар, ял библиотекине çӳреме юратарах параççĕ. Унта мĕнле пулсан та литература пуянрах.
Пăва районĕнчи Рункă ялĕн библиотеки те кĕнекесенчен чухăн мар. Уйрăмах чăваш литератури таçтан курăнса тăрать. Кĕнеке пайтах.
– Шупашкарта мĕнле кĕнеке пичетленсе тухать, пĕр экземплярне кунта ярса параççĕ, – тет библиотека хуçи Галина Матросова. – Çавăнпа та эпир мĕнпур чăваш поэчĕсемпе çыравçисен кĕнекисемпе паллашса, вуласа тăратпăр.
– Пурĕ миçе кĕнеке шутланать кунта? – кăсăклантăм эпĕ кĕнеке çӳлĕкĕсем туллиех пулнине кура.
– Вун тăватă пине яхăн, тĕрĕсрех каласан, 13780 кĕнекепе усă куратпăр. Вĕсенчен 5 пин ытла чăваш литератури.
– Халăх нумай вулать-и?
– 2011 çулта 755 çын çырăннă. Ку сахал мар тесе шутлатăп.
– Камсем нумайрах вулаççĕ? Аслисем-и?
– Шкул ачисем йышлăрах çӳреççĕ. Вĕсем шкул библиотекинчен те илеççĕ, унта çуккине кунта тупса вулаççĕ. Садике çӳрекенсем те вулама пĕлеççĕ халĕ. Вĕсем те кĕнекесем илме çӳреççĕ.
– Тĕлĕнмелле. Камсем вĕсем, пĕчĕк вулавçăсем?
– Эпĕ вăл хĕр ачасене журнал çине пăхмасăрах пĕлетĕп. Вĕсем: Анастасия Давыдова, Анастасия Шурбина, Ангелина Гордеева тата Дарья Васильева.
– Чи асли вара кам?
– Чи ватă вулакан – Анастасия Нестероваччĕ. Вăл мĕн виличчен библиотекăна çӳрерĕ. Настя аппа мĕн чухлĕ кĕнеке «шĕкĕлченине» шутласа та пĕтерме çук. Библиотекăри мĕнпур кĕнекене вуланă тесен те юрать.
– Мĕнпе интересленеççĕ вара Рункă çыннисем?
– Пенсие тухнă çынсем чăвашла вулама юратаççĕ. Ачасенчен нумайăшĕ детективпа кăсăкланать. Унтан пĕр-пĕрне каласа парса теприсем те вулама тăрăшаççĕ. Хĕрарăмсене вара мелодрама килĕшет.
Галина Николаевнăна итленĕ хыççăн камсем мĕнпе кăсăкланнине питĕ лайăх ăнланмалла. Çамрăксене, уйрăмах каччăсене, вăйă çитмест. Тивĕçлĕ канăва тухнă çынсем пурăна киле тăван чĕлхене, культурăна, историе пĕлме, ăнланма, юратма тытăнаççĕ. Эпир вара, хĕрарăмсем, пурнăçа илемлĕ куçпа курас тетпĕр. Кĕнекере сăнарсене, юратăва, ыратăва чуна кĕрсе лармалла питĕ хитре те кăтралатса çыраççĕ. Пурăнан пурнăçра хăш-пĕр япаласем çитменнине кура та пуль кĕнеке вуласа чуна лăплантаратăн.
Галина Николаевна хăй те питĕ нумай кĕнеке вулать, паллах. Çĕнĕ литературăна килсенех малтан хăй пăхса тухать-ха, унтан çынсене сĕнет.
Библиотека хуçин пурнăçĕ творчествăпа тата культурăпа питĕ тачă çыхăннă темелле. Унăн мăшăрĕ Василий Матросов клубра илемлĕх ертӳçи пулса ĕçлет. Галина Николаевна вара, хитре сасăллă юрăç, мăшăрĕнчен пĕрре те юлмасть. Вăл темиçе ансамбле хутшăнать. Урăхла каласан, чăн-чăн культура ĕçченĕ.
 
: 899, Хаçат: 6 (944)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: