Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Вĕсен çемйинче çуралнă 12 ачаран тăххăрăшĕ виççĕ тултараймасăрах вилнĕ. Чăваш Енри Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Малти Çĕньялти Иритковсен ӳссе çитĕннĕ виçĕ ачинчен хальхи вăхăтра Валентина Леонтьевна кăна сывă.
Унăн ачалăхĕ вăрçă çулĕсене лекнĕ. 1942 çулта Хуракассинчи шкулта вĕреннĕ чухне Çармăс вăрманĕсене шăлан пуçтарма янине вăл аван астăвать. Пуçтарнă шăлан çырлине ачасем районти аптекăна Хĕрлĕ Çар салтакĕсем валли эмел тума панă. Арçын фуфайкисемпе, хĕллехи шăлаварсемпе тивĕçтернĕ вĕсене. Хĕллехи тарăн юрлă вăрманта уткалама питĕ хĕн пулнă шкул ачисене, анчах плана тултармалла.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче Сталин ячĕллĕ колхоз ăна бригадир туса Шупашкар-Чулхула автоçул тума ярать. Сывлăхĕсене пула е урăх сăлтавпа çар ретне тăман арçынсем ĕçленĕ бригадăра. Вĕсем çамрăк хĕре итлесшĕнех пулман ĕнтĕ. Анчах Валентина асамлă «военкомата çитереп» сăмах çаврăнăшĕпе салтакран юлнисене пурне те ӳкĕте кĕртме пултарнă. Калайкасси ялĕ çумĕнчи участока вăхăтлă туса пĕтернĕ бригада.
Çĕрпӳри педучилищĕне 1945 çулта экстернлă майпа вĕренсе пĕтерет комсомолка. Анчах хăйсен кăна мар, çывăх ялсенче те пуçламăш классене вĕрентекенсем кирлĕ пулман ун чух. Вара вăл Октябрьскинчи собеса счетовод пулса вырнаçать. Кĕркунне çак Ускасси ялĕнчи çамрăк фронтовика Матвей Соловьева качча тухать. Вĕсем пĕр шкулта вĕреннĕрен пĕр-пĕрне пĕрремĕш класран пĕлнĕ, кăмăлланă. Матвей 1942 çулта вăрçăран суранланса таврăнсан та Валентина ун патĕнчен кайман.
Счетоводра ĕçленĕ хыççăн Валентина икĕ çул тăван ялĕнче пуçламăш классене вĕрентет. Унтан ачи çуралсан Сталин ячĕллĕ колхозра хирти бригадăра ĕçлет. Колхозра 13 çул тăрăшнă хыççăн Валентина Леонтьевнăна каллех шкула ĕçе йышăнаççĕ. Çапла вăл 19 çул шкулта ĕçлесе 1979 çулта тивĕçлĕ канăва тухать.
Ватлăхра ачисемпе, мăнуксемпе савăнса пурăнаççĕ пенсионерсем. Телее, ку енчен Турă кӳрентермен Соловьевсене: 5 ача, 10 мăнук, 4 кĕçĕн мăнук. Вĕсем час-часах ветерансен килĕнче пухăнса кил-хуçалăхра пулăшаççĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхаççĕ.
Матвей Соловьев Ускасси ялĕн сăртĕнче вăрçăра çапăçса пуçĕсене хунисене асăнса 200 йывăç лартнă. Шăрăх вăхăтра Валентина Леонтьевна та ăна яла илем кӳрсе тăракан йывăçсене шăварма пулăшать.
 
: 862, Хаçат: 6 (944)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: