Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ватăраххисем Ултутья акка, çамрăксем хисеплесе Ултутья мăнакка тесе чĕнеççĕ ялти чи хисеплĕ те ватă виçĕ çынран пĕрне – Евдокия Николаевна Кузнецовăна. Февралĕн 15-мĕшĕнче вăл 87 тултарать-çке! Темле йывăр пулсан та тĕлĕнмеллипех тĕлĕнмелле çирĕппĕн утса пырса тӳссе ирттерме пултарнă вăл хăй умĕнчи йывăрлăхсене.
Виççĕн пĕр варта выртса çуралса ӳснĕ-ӳсменскерсене – Ултутьяна, унăн йăмăкĕпе шăллĕне Улькапа Василие амăшĕ 35 çултах çĕре кĕрсе тăлăха тăратса хăварнă. Амăшĕ вилсен ăна Емельян Казаков (амăшĕн тăванĕ) хăй патне Унтакша илсе килнĕ. Унта Ултутья хăй те пĕчĕк пулнă пулин те шкула кайичченех ача пăхнă. Шкулта та нумаях вĕренме лекмен тăлăха. Урине ним тăхăнмалли те пулман, çарран çӳренĕ пирки вăл виççĕмĕш класа каяйман. Икĕ класс вĕреннипех çырлахма тивнĕ унăн. Вуннăрах пĕвĕпе хальхи пекех çӳллĕ пулнă вăл. Тен çавăнпа та-и, хĕлле сурăх ферминче, çулла çум çумлама, ыраш çапма тата ытти ĕçсене те аслисемпе пĕр танах туса пыма тивнĕ унăн.
Хăрушă вăрçă пуçланнă çул вăл шăп 16 çулта пулнă. 1943 çулхи çуркунне вара ăна пĕр ялти Укахви ятлă хĕр ачапа пĕрле колхоз хушнипе Чистай хулине МТСа тракториста вĕренме янă.
– Çуркунне кайса кĕркунне тин таврăнтăмăр, – каласа парать Ултутья мăнакка.
Тăрăшса вĕреннĕскерсене Чистайран яла таврăнсанах ХТС-75 гусеницăллă трактор çине лартнă.
– Паллах ĕнтĕ, колхоз председателĕ мана хамран нумай аслă çынсемпе – малтан Энтри пиччепе, кайран Палюк пиччепе пĕрле ĕçлеттерчĕ, – хавхалансах сăмахне малалла тăсать ватă çын.
Ваттисем: «Чăваш ачин хăрах ури сăпкара, тепĕр ури акара», – тесе хĕр ачасем пирки каламан, паллах. Ултутья трактора арçын ачаран пĕртте кая мар тытса пынă пулин те хурçă лаша асăнмалăх йĕр хăварнах. Пĕрре çапла трактора çавăрса чĕртнĕ чухне рукоятка пĕр шелсĕр килсе çапнă хыççăн çăварĕнче пĕр шăлĕ те тăрса юлман çамрăкскерĕн. Пурпĕрех йывăрлăха парăнман вăл, тата та тăрăшарах ĕçленĕ. Умра пысăк тивĕç пулнă-çке унăн – халăхпа пĕрле пĕр-пĕрне пулăшса пырса çĕнтерме пулăшасси.
Чăтăмлăхпа ĕç пурне те çĕнтернĕ! 1945 çулта çĕнтерӳ савăнăçне те вăл хирте трактор çинчех кĕтсе илнĕ.
– Хальхи пекех астăватăп. Эпĕ çуртсем çинче пур çĕрте те хĕрлĕ ялавсем вĕлкĕшнине инçетренех куртăм. Халăх савăнăçне нимĕнпе те танлаштарма май çукчĕ!
Хастар хĕре таврари ял çыннисем пурте пĕлсе тăнă ĕнтĕ. 1950 çулта çамрăк тракторист Емелькино каччине Демьян Кузнецова качча тухнă. Тепĕр çулах вĕсен пĕрремĕш ачи – амăшĕ пекех маттур хĕр ача çуралнă. Анчах савăнса нумай пурăнма паман çĕнĕ мăшăра – Демьяна салтака илсе кайнă. Алăри пĕчĕк ачапа тăрса юлнă вара çамрăк арăм виçĕ çуллăха.
Çĕре çемçетмесĕр тухăç илеймĕн çав. Ялта тата кам пур-ха тракторпа ĕçлекен? Ирĕксĕрех çамрăк ачине пăхма Маруç ятлă хĕре шанса парса хăварма тивнĕ çамрăк хĕрарăмăн. 14 çул тракторпа ырми-канми тăрăшса ĕçленĕ вăл. Тракторне пăрахсан та колхоз ĕçĕнчен юлман Ултутья мăнакка. Ĕçне кура хисепĕ! «Ĕç ветеранĕ» медаль илме тивĕçлĕ пулнă, паллах, хастар тракторист. «Çĕнтерĕве 50 çул», «Çĕнтерĕве 60 çул» тата ытти медальсем парса та чысланă ăна.
2008 çулта мăшăрĕ çĕре кĕнĕ хыççăн ĕç ветеранĕ килĕнче пĕчченех пурăнать. Инçетре пурăнакан Лидия, Таисия, Зоя, Елена хĕрĕсем тата Валерий ятлă ывăлĕ отпуск вăхăтĕнче çеç килсе курма пултарнăшăн пăшăрханмасть Ултутья мăнакка, мĕншĕн тесен Якур ятлă ывăлĕ ялта пурăнать. Вĕсем Оля мăшăрĕпе виçĕ ывăл пăхса çитĕнтереççĕ. Пур ачи те çемье çавăрса йĕркеллĕ пурăннишĕн çеç мар, мăнукĕсемшĕн те савăнать асламăшĕ. Часах акă Андрей мăнукĕ ют чĕлхе вĕрентекен пулать пулсан, Гриша вара кăçал çеç пĕрремĕш класа кайнă-ха. Вăл та тетĕшĕ пек лайăх вĕренсе пыма тăрăшать, ашшĕ-амăшĕ тата асламăшĕ каланине тăнласах итлет.
 
: 773, Хаçат: 6 (944)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: