Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

САМАРТА çак кунсенче топонимика тата паллă çынсемпе историлле пулăмсене асра хăварассипе ĕçлекен комиссисен пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Калаçу теми хальхинче Самарта çĕнĕ палăксемпе скульптура композицийĕсем лартасси пулнă. Вĕсене кама халалласа лартасси пирки комиссисен членĕсен шухăшĕсем тĕрлĕрен пулни палăрнă. Ак, тĕслĕхрен, РФ Патшалăх Думин депутачĕ А.Хинштейн Самарта «Берегись автомобиля» фильмăн геройĕн Юрий Деточкинăн тата Ильфпа Петровăн вилĕмсĕр кĕнекинчи Федор аттен палăкĕсене лартма сĕннĕ. Çавăн пекех «Белое солнце пустыни» фильмри Сухов хĕрлĕармеецăн палăкне лартма сĕнекенсем те пулнă, скульптура композицийĕн эскизлă проекчĕ хатĕр те иккен. Чи интересли вара – проектсене ӳнер вузĕсенче вĕренекен студентсем пурнăçлаççĕ. Вĕсене пулăшас текен спонсорсем те пур. Пирвайхи скульптура композицийĕсене самарсем кăçалах курĕç.
УЛЬЯНОВСК хулине шыв витмен çул-йĕр паллисем илсе килнĕ. Çĕнĕ йышши паллăсем кăнтăрла пухнă энергие пула каçпа та çутатса лараççĕ. Хĕвел батарейипе ĕçлекен çул-йĕр паллисен пĕрремĕш экземплярĕсене хальлĕхе Ульяновскри Киров урамĕнче кăна вырнаçтарнă-ха. Çывăх вăхăтра çакăн пеккисемех хулан хăрушлăх пысăк кашни участокĕнчех пулĕç.
Ульяновск облаçĕнче пурăнакан нумай ачаллă çемьесен халĕ тӳлевсĕр лекекен çĕр пайне Интернет урлах суйлама май пур. Патшалăх пурлăхĕпе çĕр хутшăнăвĕсен департаменчĕ нумай ачаллă çемьесенчен заявленисем тата документсем йышăнать. «Халĕ хăйсене килĕшекен çĕр пайĕсене çемьесем килтен тухмасăрах суйлама пултараççĕ. Регионта пурăнакансене меллĕ пултăр тесе Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн тата Правительствин сайтĕнче ятарлă уйрăм ĕçлеме пуçларĕ. Унта Димитровградри, Луговое ялĕнчи тата Ишеевка поселокĕнчи çĕрсем пирки пĕтĕм информаци пур. Çакă вăхăта перекетленисĕр пуçне çĕрпе тивĕçтерес ĕçсене уççăн пурнăçлама та май парать», – ăнлантарать çӳлерех асăннă департамент директорĕн çумĕ С.Мишин. Паянхи куна 200 ытла заявка йышăннă ĕнтĕ.
ЧĂВАШ ЕН. Ĕнер талантлă йĕркелӳçĕ, çар пуçĕ, Георги хĕресĕн кавалерĕ, Граждан вăрçин геройĕ Василий Иванович Чапаев çуралнăранпа 125 çул çитрĕ. Пирĕн çĕршывра Чапаев яланах Тăван çĕршыва юратнин, патриотизмăн, хăюлăхпа харсăрлăхăн палли пулнă, пулать те. Унăн пурнăçĕпе паттăрла ĕçĕсем çинчен вун-вун кĕнеке çырнă, кино ӳкернĕ. Василий Ивановича асăнса музейсем уçнă, хуласене, урамсене, предприятисене, карапсене унăн ятне панă. Ĕнер Шупашкарти В.И.Чапаев музейĕнче юбилейлă датăна халалланă мероприятисем иртнĕ. ЧР Наци музейĕнче те ку эрнере «Чапаев: легенда тата çын» курав ĕçленĕ.
 
: 984, Хаçат: 6 (944), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: