Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

– Мăшăр, питĕ меллĕ вырнаçса ларнăскер, «Сувар» хаçат вулатчĕ. Ак хайхи хаçата ывăтса ячĕ. «Мĕн пулчĕ?» – тетĕп ун çине тĕлĕнсе пăхса. «Ара, унта пире парне тухнă тесе çырнă», – тет вăл. Чăнах та хаçата тытса пăхрăм та – манăн хушамат. Районĕпе ялĕ те пирĕнех. Н.Михайлова микрохумлă кăмака тухнă тесе çырнă. Апла пулсан та шансах каймарăмăр, – тет Аксу районĕнчи Кивĕ Киремет ялĕнче пурăнакан Николай Михайлов «Сувар» ĕçченĕсенчен тĕп призсенчен пĕрне илнĕ май.
2012 çулăн пĕрремĕш çур çулĕ валли «Сувар» хаçата çырăннисен квитанцийĕсемпе шăпа янă хыççăн командировкăна Аксу районне кайма тӳр килчĕ. Николай Михайловăн телейне пулчĕ тесен те юрать. Микрохумлă кăмакана аллинчен тыттартăмăр.
– Николай Дмитриевич, эсир «Сувар» хаçатпа хăçантанпа туслă? – кăсăклантăм эпĕ.
– Ултă çул каялла çеç çырăнма пуçланă-ха эпĕ ăна. Пĕрре çапла кум патне кайнăччĕ те вăл пикенсе «Сувар» вуласа ларать. Мана та каласа пама пуçларĕ. Вара малалла унта пичетленнĕ статьясене пĕрле сӳтсе яврăмăр. Çавăнтанпа эпĕ те кăсăкланма пуçларăм. Халĕ вара унсăр пурнăç çук темелле.
– Мĕнлерех статьясем килĕшерех параççĕ?
– Пĕрремĕш страницинчен пуçласа юлашкине çитиччен вуласа тухатăп. Питĕ килĕшет.
– Апла пулсан та, кирек мĕнле хаçат-журналсенче те кашни çыннăн хăйне евĕрлĕрех материалсене вулас килет. Сирĕн вара?
– Эпĕ сăвăсем вулатăп. Мана унта пичетленекеннисем пурте кăмăла пыраççĕ. Вĕсенчен хăш-пĕрне кĕвĕлесе те пăхатăп. Купăспа калатăп.
– Питĕ интереслĕ. Савăнтарать. Камăн сăввипе кĕвĕлетĕр?
– Григорий Тяманов-Акташăн сăввипе темиçе юрă пур. Вĕсене эпир хăнасенче юрлатпăр. Сăвă авторĕн менелникĕсенче тата праçниксенче кашнинчех çав юрăсене шăрантаратпăр, – тет Николай Дмитриевич.
Николай Михайлов халĕ тивĕçлĕ канура. Апла пулсан та вăл килте кăна канса лармасть.
– Эпĕ хĕлле шкулта оператор пулса ĕçлетĕп. Çулла вара хамăрăн та кил-хуçалăхра ĕçĕ пайтах, – каласа парать кăмака хуçи.
Унăн мăшăрĕ Алевтина Алексеевна та темиçе çул страхлакан агент пулса ĕçлесе пенсие тухнă ĕнтĕ. Халĕ вĕсем мăнукĕсемпе савăнса пурăнаççĕ.
– Пирĕн пилĕк мăнук. Эпир халĕ вĕсемшĕн пурăнатпăр, вĕсемшĕн чуна пама хатĕр. Вĕсем пирĕн йăхăн пуласлăхĕ, – тет Николай Дмитриевич мăнаçланса.
Питĕ тĕрĕс сăмахсем, эпир Михайловсен çемйишĕн питĕ савăнатпăр.
– Николай Дмитриевич, эсир халиччен редакцине квитанцисем ярса панă-и?
– Паркаланă. Анчах та халиччен нимĕн те тухманччĕ. Халĕ вара…
– Халĕ «Суварта» çырнине шантăр-и ĕнтĕ?
– Тĕлĕкри пек-ха пурпĕрех. Тавтапуç сире. Эпир кăна нихăçан та манмастпăр.
– Кунта, паллах, шăпи çапла пулса тухрĕ. Пиртен килмест, – тетĕп эпĕ.
– Турă сывлăх патăр сире çавăн пек пархатарлă ĕçре ĕçлеме. Яланах çапла çынсене савăнăçлă хыпарсем çеç пĕлтерсе тăмалла пултăр. Эсир яланах çул çинче, командировкăсенче. Çавăнпа та сире ырă çынсем çеç тĕл пулччăр. Никам та айăп ан тутăр. Эпир вара хаçат ĕçченĕсене яланах хапăл туса кĕтсе тăратпăр, – терĕ пире микрохумлă кăмакан савăнăçлă хуçи.
 
: 823, Хаçат: 6 (944)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: