Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Теччĕ районĕнчи Пухтел таврари авалхи ялсенчен пĕри пулнипе унăн историйĕ пуян. Тавра пĕлӳçĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, ăна хальхи Пушкăртстан Республикин территорийĕнчен куçса килнĕ пилĕк чăваш çемйи 1551 çултах йĕркеленĕ. Çаплах ял çывăхĕнче X-XIII ĕмĕрсенче Атăлçи тăрăхĕнчи Ошель хулашĕ пулни те паллă. Шăпах çакна çирĕплетсе пĕлтĕр Шупашкартан тĕпчевçĕсем килсе çак вырăна юпа лартнă, çĕр айне капсула чавса хăварнă-мĕн.
XX ĕмĕр пуçламăшĕнче Пухтелĕнче пурнăç вĕресе тăнине кунта чиркӳ, чиркӳпе прихут шкулĕ, çичĕ çил арманĕ, кĕрпе çурмалли икĕ арман, çичĕ лавкка пулни те çирĕплетет.
Мĕнле пурăнать-ха паян Пухтел ялĕ? Паллах, ниме пăхмасăр пурнăç кунта та хăй еккипе малаллах шăвать. Ял хуçалăхĕпе пурăнакан районсенчи ытти çĕр-çĕр ялтан питех уйрăлса тăмасть темелле. Халăх, тĕпрен илсен, выльăх-чĕрлĕх усрать, пахча çимĕç ӳстерет. Чăн та, çӳлерех асăннă çил арманĕ те, кĕрпе çурмалли арман та сыхланса юлман ĕнтĕ халĕ. Лавкка та çиччĕ мар, иккĕ çеç. Темиçе хутлă çĕнĕ шкул таçтан курăнса яла илем кӳрет. Иртнĕ кунсен свидетелĕ, çӳллĕ йывăçсен хыçне пытаннă кивĕ шкул çурчĕ те чиперех ларать-ха. Мĕншĕн тесен çĕнĕ шкула кунта çичĕ çул каялла кăна куçнă. Палăртса хăварам, ăна лартма район канашĕн депутачĕ, Йӳккел чăвашĕ Н.Н.Сергеев нумай пулăшнă.
– Эх, маларахчĕ пире ку шкул. Ача шучĕ сахаллипе вăл малашне тулли мар вăтам шкул шайĕнче кăна юлма пултарать, – ассăн сывлать ял хутлăхĕн председателĕ Валерий Матвеевич Угаров. Ял пуçлăхĕн çапла каламашкăн сăлтавĕ те пур çав, ачасен шучĕ кунта çулран çул чакать, 2011 çулта, тĕслĕхрен, пурĕ те 4 пепке кăна çуралнă. Ача садне халĕ 15 ача çӳрет (пĕтĕмпе шкул çулне çитмен 26 ача), шкулта вара пурĕ те 34-ăн кăна вĕренеççĕ.
Ĕçсĕрлĕх проблеми ялсенче халĕ çивĕч. Çитменнине тата вырăнти çуклă-пурлă организацисенче ĕç вырăнĕсене кĕскетни лару-тăрăва çăмăллатмасть. Кунта та акă çамрăксем тăван ялта тĕпленесшĕн мар, шкул пĕтерсе тухса кайнисем юлашки çулсенче каялла таврăнни пулманпа пĕрех. Иртнĕ çул пĕр туй та кĕрлеменни ял ватăлса пынине кăтартать. Çавах та Пухтел хальлĕхе пĕтекен ялсен шутĕнче мар-ха, кунта çуллен, нумай мар пулсан та, çĕнĕ çуртсем çĕкленеççех. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, çамрăксен программипе 5 çурт лартнă. Харпăр хуçалăх программипе юлашки çулсенче пурĕ 34 çын, «Самозанятость» программăпа 15 çын кредит илсе выльăх-чĕрлĕх, вĕлле хурчĕсем туяннă. Ялтан пилĕк çухрăмра юхса выртакан Атăлта пулă тытса пурăнакансем те пур. Хăшĕ-пĕри «Тетюшское» ВПХ» тулли мар яваплăхлă обществăра тăрăшать. Ӳркенмесен кунта та пурăнма пулать ав.
Ытти енчен йывăрлăхсем питех çук, газ кĕнĕ, яла çити асфальтлă çул сарнă, кĕперсем çĕнĕ. Шкул, ача сачĕ, фельдшерпа акушер пункчĕ, Культура çурчĕ, библиотека, пĕр сăмахпа каласан, халăха мĕн кирли – йăлтах пур. Çавăнпа та пуль ял йывăрлăхĕсем çинчен сăмах пуçарсан Валерий Матвеевич халăх шучĕ чакни пирки чи малтан асăнчĕ. Вилекенсем ку тăрăхра çуралаканнисенчен нумайрах пулни шухăшлаттармасть мар, паллах. Халăх çук-тăк, ял та пĕтет вĕт. Çакăнпа танлаштарсан, кулленхи йывăрлăх тем мар, ăна пĕрлехи вăйпа çĕнме пулать.
Пухтел ял хутлăхĕ юлашки çулсенче тавралăхри экологи çине питĕ пысăк тимлĕх уйăрать, ял тăрăхĕнчи виçĕ кӳлле, мĕнпур çăлкуçа (пурĕ çиччĕ) тасатса тирпей кĕртме тĕллев лартнă. Пĕлтĕр пĕр кӳлле тасатнă, теприне кăçалхи плана кĕртнĕ. Валерий Матвеевич каланă тăрăх, ĕлкĕрейсен виççĕмĕшне те тасатĕç. Кунсăр пуçне çăлкуçсене те тирпей кĕртĕç. Ошель хулашĕ çывăхĕнчи çăлкуçа хăтлăх кĕртме Шупашкар тĕпчевçисем те пулăшаççĕ, вĕсем ун валли йывăç пура пĕлтĕрех кӳрсе панă. Çак ĕçсене пухтелсем хăйсен вăйĕпе пурнăçлаççĕ.
Урамсене, тăкăрлăксемпе тип çырмасене çӳп-çап пăрахакансене пуçран шăлмаççĕ кунта. Экологие тĕрĕслекенсем çиччас çитеççĕ, район прокурорĕ хăй те килме ӳркенмест иккен. Тавралăха варалакансене иртнĕ çулсенче хăй килсе штраф парса кайнă теççĕ. Кулленхи çӳп-çапа пăрахмалли вырăнсене лайăх пăхса тăраççĕ пухтелсем, кунта ытти ялсенчи пек çӳп-çап йăваланса выртнине кураймăн. Экологишĕн кашни çын яваплă, тепĕр тесен, хамăршăн хамăр тăрăшмасан кам пурнăçлĕ-ха ку ĕçе.
 
: 930, Хаçат: 6 (944), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: