Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ПАХАЛĂХЛĂ МАШИНА – НАЦИ СЫВЛĂХĔ
Тутарстанра биологи енчен таса продукци кăларас енĕпе çĕнĕ программăна хута ярасшăн. Документ авторĕсен шучĕпе, пирĕн республика çыннисем яланах пахалăхлă сĕтпе аш-какай çиеймеççĕ. Мĕншĕн тесен выльăх-чĕрлĕх чирлесен антибиотиксемпе сипленĕ чух унăн сĕтне те, ашне те сутма юрамасть, çапах та нумай чухне çак требование производительсем пăхăнмаççĕ. Çавăнпа ТР Министрсен Кабинечĕн ветеринарин тĕп управленийĕ «Производство биологически чистой продукции животноводства» экономика пĕлтерĕшлĕ программа хатĕрлеме сĕннĕ. Программа 2014 çулччен пымалла.
ХУÇАЛĂХСЕНЕ – ЯТАРЛĂ МАШИНА
ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов выльăх-чĕрлĕх витисене тата ытти ял хуçалăх объекчĕсене дезинфекцилемелли ятарлă машинăсен уççисене февралĕн 7-мĕшĕнче республикăри ветеринари пĕрлешĕвĕсене панă. Тутарстан ял хуçалăх продукцине туса илессипе Раççейре малта пыракан виçĕ регион шутĕнче. Харпăр тата фермер хуçалăхĕсенче выльăх-чĕрлĕх нумай тытаççĕ, çавăнпа республикăра ветеринари службине уйрăмах тимлĕх уйăрасси, аталанма пулăшасси пирки каларĕ министр. Ветеринари участокĕсенчи выльăх тухтăрĕсене ятарлă техникăпа тивĕçтерни ку енĕпе пĕрремĕш утăм пулчĕ.
ЧĂХСЕМ ÇĂМАРТА ТУМА ПĂРАХНĂ-ИМ
«Татптицепром» УАО кăçал январь уйăхĕнче пурĕ те 63,7 миллион штук çăмарта кăна илнĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ку 80 процент çеç, тесе пĕлтерет «Татар-информ» ИА. Тутарстан чăххисем сахалрах çăмарта тума тытăннин сăлтавне «Татптицепром» УАО специалисчĕсем производствăна инвесторсем вăхăтра укçа-тенкĕпе пулăшманнипе çыхăнтараççĕ.
ĂРАТЛĂ ВЫЛЬĂХ ÇУХАЛМАСТЬ
Атня, Павлă тата Кукмор районĕсенчи ăратлă выльăх усракан хуçалăхсем инновацилле технологисемпе усă курма та пуçланă. Кунта кашни выльăхăн мăйĕ тĕлĕнче тир айне ятарлă чип вырнаçтарнă. Вăл рис пĕрчи пысăкăш кăна, ăна пула выльăхăн мĕнпур даннăйне: миçе çултине, виçе йывăрăшĕ мĕн чухлине, ăрат, хуçалăх ятне – йăлтах пĕлме пулать.
«ЯЛ СĔЧĔ»
Çак кунсенче Элмет районĕнче «Ял сĕчĕ» сĕт завочĕ хута кайнă. Вăл пĕр сменăра 10 тонна продукци тирпейлеме пултарать. Сăмах май, завод пастеризациленĕ сĕте 2011 çулхи август уйăхĕнче, сĕт юр-варне ноябрь уйăхĕнче кăларма пуçланă. Проект пĕтĕмпе 16 миллион тенкĕ тăрать. Çак хака вăл виçĕ çулта саплаштармалла. Çĕнĕ завод хушма ĕç вырăнĕсем те йĕркеленĕ. «Ял сĕчĕн» продукцине районти райпо тата хулари лавккасенче сутаççĕ. Асăнса хăварар, кун йышши завод республикăри райпо системинче хальччен çукчĕ-ха.
СТРАУССЕМ СИВĔРЕН ХĂРАМАÇÇĔ
Çӳлту районĕнче страуссем усракан фермер пĕлтернĕ тăрăх, ăшша хăнăхнă çак вĕçен кайăксем кăçалхи кăшарни сиввине çăмăллăнах чăтса ирттереççĕ çеç мар, кĕçех çăмарта тума та тытăнаççĕ. Фермерăн хуçалăхĕнче страуссемсĕр пуçне тата цесаркăсем, кăрккасем, акăшсем, фазансем те пур. Витен пĕр енче çак вĕçен кайăксем, тепĕр енче страуссем пурăнаççĕ. Пурин валли те фермер лайăх условисем туса панипе çак вĕçен кайăксем хĕл сиввинче те çăмарта тăваççĕ.
 
: 1080, Хаçат: 6 (944), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: