Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Командировкăна Аксу тăрăхне кайнă май Емелькинăри ял хутлăхĕн пухăвне хутшăнма тӳр килчĕ. Питĕ хăйне евĕрлĕ пуçланчĕ вăл. Вырăнти артистсем Валентина Петрова, Сергей Шашин, Владимир Елисеев тата ыттисем хитре те тĕрлĕ чĕлхепе юрласа концерт лартса панипе çеç мар, Емелькино ялĕн чи ватă çыннисенчен пĕрне Кузьма Андреева сăмах пачĕç. Вăл ĕлĕкхи юрăсене те манмалла маррине аса илтерчĕ. Хăшне тата юрласа та пачĕ. Унпа пĕрле залра ларакан çынсем питĕ хитре те çепĕç сассисемпе юрăсем шăрантарчĕç. Халиччен эпĕ ун пеккине курманскер, мана çакă пуху гимнĕ пекех туйăнчĕ. Килĕшрĕ.
Пухăва халăх нумай пуçтарăннă. Тĕрлĕ ялтан килнĕ. Аксу районĕн администрацийĕнчен те, культура уйрăмĕнчен те представительсем хаваспах хутшăнчĕç. Район пуçлăхĕ Камиль Камалович Гилманов та пырса çитрĕ.
Пуху Емелькино ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Нина Михайлова пĕлтĕр мĕнлерех ĕçсем туни çинчен каласа панипе уçăлчĕ.
Сахал ĕç туман, паллах. Пĕтĕмпех çырса пĕтерме те çук. Çак ял хутлăхĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен январь уйăхĕнче «Сувар» хаçатра пичетленĕччĕ. Çапах та çĕнĕлĕхсем çинчен те илтме тӳр килчĕ.
Нина Ивановна каланă тăрăх, ял халăхĕшĕн ĕç вырăнĕсем пулманнипе вăйпитти çынсем ют çĕре ĕçлеме çӳреççĕ. Çавăнпа та вĕсен тупăш налогĕсем те ĕçленĕ çĕртех юлаççĕ. Ку питĕ палăрать. Социаллă сферăра ĕçленисĕр пуçне, кунта тата икĕ хуçалăх пур. «Колоспа» «ВАМИН-Аксу» тулли мар яваплăхлă обществăра вăй хураççĕ çынсем. Çемье фермисем туса ярас ыйтăва та сахал мар сӳтсе яваççĕ. Пуçлăх сăмахĕпе, икĕ çемье ун пирки шухăшлаççĕ-ха.
Пĕтĕмĕшле илсен, ял хутлăхне хутпа çăхав çырни пулман. Сăмахпа çеç каланине тӳрлетме тăрăшаççĕ.
Çемье йышне ӳстерессипе те мухтанма çук. Нина Ивановна каланă тăрăх, вилекенсен шучĕ çуралаканнисенчен нумайрах.
Емелькино ялĕн çыннисем пĕлтĕр кĕпер туса лартнипе савăнса пĕтереймеççĕ. Питĕ пысăк ĕç тунă. Кăçал акă, аслă çул ыйтăвне те татса пама сăмах панă. Проекчĕ те хатĕр.
Çĕньялта медпункт туса лартассине, сăмахран, «Колос» тулли мар яваплăхлă общество хăй çине илнĕ. Питĕ пархатарлă ĕç тесе шутлатăп. Хуçалăх пуçлăхне Алексей Чукина куншăн ял халăхĕ тав сăмахĕ пĕрре мар калĕ.
Емелькино ялĕнче паянхи куна Культура çурчĕ япăх пулни канăç памасть. Чăнах та вăл питĕ юхăннă. Апла пулсан та вăл ăшă та çутă.
Малашне Емелькино ялĕн çамрăкĕсем çĕнĕ клуба çӳреме пуçлĕç. Кăçал Культура çурчĕ тумашкăн район пуçлăхĕ самаях тăрăшнă. Урăхла каласан, пĕр сăмахсăр клуб тумашкăн укçа уйăрнă.
Аксу районĕн ĕçтăвкомĕн ертӳçин çумĕ Сергей Витальевич Александров каланă тăрăх, 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнчен те чăваш ялĕсенче Культура çурчĕ лартни пулман. Ку, юлашки çулсене илсен, пĕрремĕш клуб пулать.
«Сувар» хаçат редакторĕ те Аксу районĕн çыннисем хаçатпа питĕ туслă, чи нумай çырăнакан районсенчен пĕри пулнипе тата ăна юратса вуланине кура, ырă сăмахсемпе саламларĕ. Тав турĕ. Малашне те район халăхĕ тăван чĕлхепе тухса тăракан республика хаçатне юратса вуласса шанни çинчен каларĕ.
Район пуçлăхĕ Камиль Гилманов вара хаçат ĕçченĕсене Аксу тăрăхĕ çинчен, ĕçĕ-хĕлĕсем пирки хаçатра час-часах çутатса тăнăшăн ырă та ăшă сăмахсемпе тав турĕ. Çĕнĕ клуб уçнă çĕре вара пырса курма чĕнчĕ.
 
: 1011, Хаçат: 6 (944), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: