Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЕЛАБУГА çыннисем çитес вăхăтра тухтăр патне Интернет урлă кăна çырăнма пултараççĕ тесе пĕлтерет «Татар-информ» ИА. Компьютерсемпе ытти техника хатĕрĕсене республикăн Сывлăх сыхлав министерстви хула валли уйăрнă та ĕнтĕ. Поликлиникăна, тĕслĕхрен, 80 компьютер параççĕ. Вĕсене кашни тухтăр пӳлĕмне вырнаçтарĕç. Пациентăн даннăйĕсене компьютера кĕртсен малашне тухтăр патне вăл паспорт тата медицина полисĕпе кăна килĕ. Медицина ĕçченĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, çакă тухтăрсен ĕçне çăмăллатать, урăхла каласан, малашне амбулатори карточкине алă вĕççĕн тултарса вăхăт ирттермĕç.
МАМАДЫШРА «Интернет-долголетие » программăпа килĕшӳллĕн, районти пенсионерсене компьютерпа, Интернетпа усă курма вĕрентĕç. Çак программа Тутарстанра 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлеме пуçланă. Пĕтĕмпе 3 çула тăсăлĕ. Вĕрентĕве графикпа пурнăçлĕç. Районти шкулсенче 180 пенсионера компьютерпа усă курма вĕрентме хатĕрленеççĕ. Кăмăл пуррисем ку ыйтупа районти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн специалисчĕсем е вырăнти ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем патне пымалла.
ÇЫРЧАЛЛИ хулинчи çуран каçмалли хăш-пĕр вырăнсенче çĕнĕ йышши светофорсем (хĕвел электростанцийĕпе ĕçлекеннисем) лартнă. Светодиодлă светофорсен лайăх енĕсем нумай, уйрăмах хĕвел пайăркисем ӳкнипе урăх тĕспе йăлтăртатмаççĕ, аякранах курăнаççĕ, корпусĕ çирĕп пулнипе ăна çанталăк условийĕсем витĕм параймаççĕ, нумай вăхăтчен ванмаççĕ. Кунсăр пуçне электроэнергипе ĕçлекеннисенчен йӳнĕрех те.
АНАТ КАМА хулинче пурăнакан И.Ибрагимов слесаре шăпа темĕн пысăкăш парне тунă, вăл лотерейăпа 2,5 миллион тенкĕ выляса илнĕ. Хăйне хăçан та пулсан ăнас шанăçа нихăçан та çухатман вăл, хальхинче те акă юлашки укçипе 38 билет туяннă. Интернет тăрăх тĕрĕслеме тытăнсан малтан çурри «пушă» пулни кăмăлне хуçнă-ха ĕнтĕ, анчах юлашкинчен телейлĕ билет тухсан савăнăçне ниçта хурайман, калама кăна вĕт – 2,5 миллион тенкĕ! Миллионер укçана çилпе вĕçтересшĕн мар-ха, вĕсен хăйсен хваттерĕ çук. Икĕ çамрăк ачаллăскерсем ашшĕ-амăшĕпе пурăнаççĕ. Çавăнпа çемье ку укçапа Анат Кама хулинче виçĕ пӳлĕмлĕ хваттер туянма шутлать.
ХУСАН. «ТНВ-Планета» çĕнĕ спутниклă канал кăçал июнĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлеме тытăнать. Вăл тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансене тутар культурин чи лайăх произведенийĕсемпе паллаштарĕ. Çакăн пек канал йĕркелес шухăша ТР Президенчĕ Р.Минниханов панă-мĕн. Канал тутар тата вырăс чĕлхисемпе хыпарлакан информаци, ача-пăча программисен тата музыкăпа ӳнер – пурĕ виçĕ блокран тăрĕ.
Хăш-пĕр программăсене Пĕтĕм тĕнчери тутарсен конгресĕпе пĕрле хатĕрлĕç. Спектакльсем кăтартĕç. Республика, çĕршыв тулашĕнче пурăнакан тутарсен сĕнĕвĕсене те шута илĕç.
ТУТАРСТАНРА Çветтуй Валентин кунĕ кăçал эрне варрине лекнине пăхмасăр республикăн ЗАГСĕсенче 100 çемье чăмăртанĕ. Юлашки çулсенче çак кун çырăнасси ырă йăлана кĕрсе пырать. ЗАГС ĕçченĕсем Юратакансен кунне хатĕрленме тытăннă та ĕнтĕ, мăшăрланакансене çав кун валентинкăсем парнелĕç, кунсăр пуçне ЗАГСа заявлени пама килекенсене те парнесĕр ямĕç.
 
: 944, Хаçат: 6 (944), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: