Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Февралĕн 8-мĕшĕнче Шупашкарта «Пăлхар» ентешлĕхĕн юбилейлă 20-мĕш тĕлпулăвĕ иртрĕ. Çак уяв тепĕр пысăк юбилейпе пĕр килчĕ – ентешлĕх пуçлăхĕ Николай Федорович Угаслов 60 çул тултарчĕ. Çак сăлтавпа уяв каçне те ытларах «ТУС» хупă акционер обществин ертӳçине халалларĕç.
Савăнăçлă тĕлпулăва Тутарстанри муниципалитетсенчен Çĕпрел районĕн пуçлăхĕ Тимур Нагуманов, унăн çумĕ Алексей Митрофанов, Аксу районĕн пуçлăхĕн çумĕ Сергей Александров, Çĕпрел районĕнчи Хулаçырминчи ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Сергей Салифанов тата ыттисем килсе çитрĕç. Общество лидерĕсенчен ТР ЧНКА ертӳçи К.Г.Яковлев, унăн Кама леш енчи полномочиллĕ представителĕ Анатолий Молоствов, Элмет районĕнчи ЧНКЦ ертӳçи Инна Альмукова, Алексеевски районĕнчи чăвашсен ертӳçи Николай Сторожев, Аксу районĕнчи чăваш центрĕн çĕнĕ пуçлăхĕ Алексей Калуков, Аксу районĕнчи чăваш центрĕн пĕрремĕш председателĕ пулнă Роза Чентаева тата ыттисем хутшăнчĕç. Çавăн пекех Мускавран, Питĕртен, Ульяновскран килнĕ хăнасем йышлăччĕ.
Уява Тутарстан чăвашĕсен гимнĕнчен пуçларĕç. Малтан Николай Угасловăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен документлă фильм кăтартрĕç, унтан çемйипе паллаштарчĕç. Угасловсен эртелĕ юрра-ташша тарават, вĕсен ретĕнчен сцена ăстисем нумай тухнă. Çавăнпа та тухса сăмах каланисем артистсен пултарулăхĕпе черетленсе пычĕç.
Угаслов-строитель çинчен кăларнă «Пурнăç архитекторĕ» кĕнекепе те паллаштарчĕç уява килнисене. Ăна Алексей Трофимов академикпа чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев çырса хатĕрленĕ. Черетре ентешлĕх хатĕрлекен «Тутарстан чăвашĕсем» кĕнекен иккĕмĕш томĕ.
Пархатарлă ĕçĕсемпе халăх хисепне тивĕçнĕ çынна саламлакансем питĕ нумайăн пулчĕç çак кун – спортсменсем те, культура ĕçченĕсем те, чиркӳ çыннисем те, педагогсем те – нумайăшне пулăшать Николай Угаслов.
ЧР градостроительство министрĕ Владимир Громов Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Николай Угаслов ячĕпе янă саламлă Çырăвне вуласа пачĕ, юбиляра министерствăн Хисеп хучĕпе чысларĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов тата депутатсен йышлă корпусĕ хăйсен ĕçтешĕ пирки нумай ăшă сăмах каларĕç, парнесем пачĕç. Тутарстан делегацийĕ те чаплă парнесем парса чысларĕ ентеше.
Пирĕн республика ертӳçисем те асăрхамасăр хăвармарĕç юбилярăн тивĕçĕсене. «Нацисен хушшинчи культура çыхăнăвĕсем аталанччăр тесе нумай тăрăшнăшăн, Тутарстанра пурăнакан чăвашсене ыр кăмăллăх енĕпе пулăшса пынăшăн Сире Тутарстан Республикин Правительстви ятĕнчен тав тăватăп», – тесе çырнă Николай Угаслов ячĕпе янă Тав Çырăвĕнче ТР Премьер-министрĕ Ильдар Халиков.
«Сувар» хаçат вулаканĕсен ятĕнчен те Николай Федоровича çирĕп сывлăх, иксĕлми хăват, çĕнĕ çитĕнӳсем сунас килет. Ырă ĕçĕрсем хушăнса пыччăр.
 
: 1160, Хаçат: 6 (944)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: