Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Паян, февралĕн 10-мĕшĕнче, ТР Культура министерствинче Раççей Федераллă чăваш наципе культура автономийĕн ларăвĕ иртет. Ытти чухне унашкал ларусене шав Мускавра ирттернĕ, халĕ вара Тутарстанри чăвашсен этнокультура аталанăвне тĕпчеме, наци юхăмĕнчи чăнлăхпа малашлăх пирки канашлама çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан чăвашсен пуçлăхĕсем Хусана пуçтарăнаççĕ. Тĕлпулăва 10 сехетре пуçлама палăртнă.
Çак эрнере, февралĕн 7-мĕшĕнче, РФ Патшалăх Думи тинех педофилсене хирĕç Президент законне йышăнчĕ. Закон чăнах та пурнăçланса пырсан педофил-рецидивистс ене ĕмĕрлĕхех тĕрмене лартаççĕ, 14 çултан çамрăкрах ачана пусмăрлакансене химилле кастраци кĕтет. Çакăн пек преступниксене условнăй майпа кăна айăплама чараççĕ.
Тутарстан Республикин Патшалăх советникĕ Минтимер Шаймиев РФ Президенчĕ пулма кандидата тăнă В.Путинăн шанчăклă çынни пулма килĕшнĕ. В.В.Путинăн шанчăклă çыннисен списокĕ 499 çынран тăрать. Çакна РФ Тĕп суйлав комиссийĕ çирĕплетнĕ. Владимир Владимирович шанчăклă çыннисене юнкун Мускавра пуçтарнă, унта тутарстансем те кайнă: Хусанти федераллă университетăн ректорĕ И.Гафуров, «ТР Аграри çамрăкĕсен пĕрлешĕвĕ» регионти обществăлла организацин председателĕ Миляуша Загидуллина тата Çырчаллинчи вĕрентекен Лилия Фаттахова пулнă.
Тутарстанра 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче деклараци кампанийĕ пуçланнă. Çакăн çинчен ытларикун Правительство çуртĕнче РФ Федераллă налог службин Тутарстан Республикинчи управленийĕн ертӳçи Марат Сафиуллин пĕлтерчĕ.
Чи малтанах М.Сафиуллин МХХ ĕçченĕсене налог улшăнăвĕсем çинчен пĕлтерсе тăнăшăн тав турĕ. Управлени ертӳçи мĕнле тупăшшăн, мĕн чухлĕ налог (лотерея выляса илнишĕн, дивидентсем илнинчен, займĕсемпе процентсенче перекетленишĕн…). Марат Сафиуллин каланă тăрăх, Тутарстанри граждансем тӳлекен налог вăтамран 13 процентпа танлашать.
Декларацие мĕнле çырса тултарасси пирки Хусанти консультаци центрĕнче ыйтса пĕлме пулать, вăл Бондаренко урамĕнчи 3-мĕш çуртра вырнаçнă. Декларацисене 2012 çулхи майăн 2-мĕшĕччен налог инспекцине çитермелле.
 
: 994, Хаçат: 6 (944), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: