Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çулталăк пуçламăшĕнче кашни ял хутлăхĕ тенĕ пек иртнĕ çул мĕнлерех ĕçсем тунине тата малашне мĕн тумашкăн планласа хунине сӳтсе явмашкăн ял-йыш пухăвĕ ирттерет. Халăх çак ĕçпе питĕ интересленет, паллах. Чĕннĕ çĕре хаваспах пуçтарăнать.
Иртнĕ эрнере Пăва районĕнчи Элшел ялĕн Культура керменĕ те кĕрлесе тăчĕ. Зал тулли халăх.
Сăмах Элшел ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Емельянов илчĕ.
– Элшел ял хутлăхне виçĕ ял кĕрет: Элшел, Раккасси тата Ескӳл. Пурĕ 489 килĕ шутланать, вĕсенче 1197 çын пурăнать. Виçĕ ялта 10 депутат ĕçлет.
2011 çул йывăр та тухăçлă пулчĕ темелле. Ял хуçалăх, культура, вĕрентӳ, сывлăх сыхлав, çыхăну ĕçченĕсем тата ытти учрежденисем района çĕклес тесе сахал мар вăй хунă. Шел пулин те, Раккасси ялĕн клубĕнчи газ ыйтăвĕ пурнăçланайманни канăç памасть. Çапах та ку ыйтăва эпир укçа-тенкĕ лару-тăрăвĕ çăмăлах пулмасан та кăçал татса пама тăрăшатпăр.
Пĕлтĕр Ял канашĕн депутачĕсем 13 хут лару ирттерчĕç. Уйрăмах бюджет ыйтăвĕпе темиçе хут пуçтарăнмалла пулчĕ. Çĕр налогĕпе суйлав ĕçĕ-хĕлĕн ыйтăвĕсене те пĕрре мар сӳтсе яврăмăр.
Çулталăкĕпе илсен, ял хутлăхĕн пин ытла çынна йышăнма тӳр килчĕ. Халăх ыйтăвĕсене татса памашкăн Пенси фончĕн уйрăмĕпе тата социаллă хӳтлĕх уйрăмĕпе тачă çыхăнса ĕçлемелле пулчĕ.
Çаплах çынсем çĕр пайĕсемпе лаптăксене харпăрлăха куçарассипе çыхăннă ыйтусемпе питĕ нумай килеççĕ.
2011 çулта Элшел ялĕн Культура çуртĕнче электропралуксене улăштартăмăр. Ескӳл клубĕнче ăшă ярассипе тĕп юсав ĕçне ăнăçлă ирттертĕмĕр.
Кил-хуçалăхсемпе те сахал мар ĕçлеме тӳр килчĕ. Сăмахран, 2010 çулта харпăр хуçалăх программипе 33 çын кредит илнĕ. Пĕлтĕр вара 15 хуçалăх çеç. Танлаштарсан, икĕ хут сахалрах. Пĕр шутласан, çĕр киле 11 кредит тивет.
Ял илемне те тытса тăма тăрăшатпăр. Пĕлтĕр акă, 2000 тĕп йывăç лартрăмăр. Çул хĕррисене тирпей кӳрессипе те ĕçлеместпĕр мар. Ялсен таврашĕнчи çăлкуçсене те тасатсах тăратпăр. Пусăсем чавасси те йăлана кĕме пуçларĕ.
Çĕнĕлĕх те пирĕн пата çитрĕ темелле. Элшелĕнчи вăтам шкулта «В» категориллĕ водительсене вĕрентме тытăнчĕç. Унта 30 çын машинăпа çӳреме вĕренет. Çав шутра шкул ачисем те, ял çыннисем те.
Юлашки çулсенче ача çуратасси модăна кĕчĕ. Çĕршывра демографи ыйтăвне çĕклеме пуçларĕç. Икĕ ачаллисем хĕрĕх çула çывхараканнисем те виççĕмĕшне çуратма пуçларĕç. Пирĕн ялта та çуратакансем пулчĕç, паллах. Пĕлтĕр 9 ача çуралнă. Анчах та вилекенсен шучĕ çуралаканнисенчен икĕ хут нумайрах. 2011 çулта 21 çын çĕре кĕчĕ. Ку, паллах, шухăшлаттарать.
Ял халăхне тирпее вĕрентме çăмăлах маррине те каласа хăвармалла. Çӳп-çапа ятарласа уйăрса панă вырăна кайса пăрахма ӳркенеççĕ, пахча хыçне е тăкăрлăксене вăрттăн тухса пăрахаççĕ. Тĕрĕслесе çӳрекенсем çавсене асăрхаса ял хутлăхне 2000 тенкĕлĕх штраф пачĕç. Малашне çӳп-çапа вырăнсăр пăрахакансене хăйсене тӳлеттермелле тăватпăр. Тирпей йĕркине пăсмалла маррине пурте пĕлетпĕр. Çавăнпа та пĕр-пĕрне сума сумалла, хамăр пурăнакан яла вараламалла мар, тирпей кӳме тăрăшмалла.
Сăмаха вĕçленĕ май кăçалхи плансем çинчен те каласа хăварас тетĕп.
Чи пĕрремĕш – Раккасси ялĕн клубне газ кĕртесси. Çулталăк каялла уçнă «Тăхăрьял» музейне пуянлатмашкăн нумай вăй хумалла. Элшел ял канашĕн çуртĕнче те тĕп юсав ĕçĕсене кăçал тума плансем пур. Тата çаплах харпăр хуçалăхсен ĕçĕ-хĕлне аталантарма тăрăшмалла. Çав шутра çемье фермисем йĕркелесси канăç памасть. Кун пирки пирĕн лайăхрах шутласа пăхмалла. Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, ун пек çемьесене патшалăх пулăшмасăр хăвармасть, – терĕ виçĕ ял пуçлăхĕ.
Питĕ пăлхануллă иртрĕ лару. Культура ĕçченĕсем хăйсем мĕнлерех ĕçсем тунине, çитменлĕхсене тата плансене каласа пачĕç. Ял хутлăхĕн лару-тăрăвĕпе çаплах Марат Азизов участковăй тĕплĕн паллаштарчĕ.
Вячеслав Емельянов сăмахĕпе, ял халăхĕ вырăнта ĕç çуккипе ют хуласене ĕçлеме тухса каять. Ку, паллах, пĕтĕм çĕршывĕпе çавăн пек лару-тăру. Ял хутлăхĕн пуçлăхĕ питĕ пăшăрханать кун пирки.
– Халăх каллех ялтан кайма пуçларĕ. Çурт лартакансем те чакаççĕ. Ялта çамрăксем пурăнмасан, ача çуратакансем чаксан, малашлăх мĕнлерех пуласси паллă ĕнтĕ, – тет Вячеслав Алексеевич.
Пĕтĕмĕшле илсен, ял хутлăхĕн ĕçченĕсем япăх ĕçлемеççĕ. Культура ĕçченĕсем те хăйсен пултарулăхне кăтартсах тăраççĕ. Виçĕ ял клубĕн заведующийĕсене лайăх паллăпа çеç хаклама пулать. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки районта тухакан хаçатра пĕрре мар çырса кăлараççĕ. Клуб алăкĕсем çамрăксем валли яланах уçă. Районта иртекен мероприятисене те хутшăнмасăр юлмаççĕ. Пĕлтĕр, акă, Хусанта Пăва районĕнчи ентешлĕхре те вĕсем Г.Камал театрне килекен çынсене хăйсен ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Юрри-ташшисемпе савăнтарчĕç.
Эпĕ вара хам та çав ялсем пулнăскер, Элшел, Раккасси тата Ескӳл çыннисене питĕ хисеплетĕп. Вĕсем питĕ хастар, пултаруллă, сăпай та ĕçчен. Çавăнпа та малашне те çак ялсем хитреленсе, мăнаçланса тата питĕ паллă пулса пыччăр.
 
: 1000, Хаçат: 5 (943), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: