Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Юлашки çулсенче харпăр сунарçă хуçалăхĕсем пирĕн республикăра вăрман пур кашни районта тенĕ пекех йĕркеленнĕ е йĕркеленеççĕ. Теччĕ районĕнче те вĕсем пур, пĕрре кăна та мар. Атăл хĕрринчи «Красное Озеро» тулли мар яваплăхлă обществăра эпир те пулса унăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăмăр. Паллах, эпир ку хуçалăха шăпах кăшарни сиввисенче кайма шутлани ахальтен мар. Пĕрремĕшĕнчен, унăн хуçисенчен пĕри пысăк опытлă сунарçă, йăхташ – Пухтел чăвашĕ Геннадий Аверьянович Волков пулни, иккĕмĕшĕнчен, вăрман «халăхĕ» шартлама сивĕсенче мĕнле пурăнни кăсăклантарчĕ.
РЕСПУБЛИКĂРА 30 ПИН СУНАРÇĂ
Сунар нумай çыншăн мĕншĕн чун киленĕвĕ пулнине ăнланма йывăр мар, вăл – пирĕн, уйрăмах тĕрĕк халăхĕшĕн, юнра. Вырăнтан вырăна куçса çӳрекен несĕлсем, тĕпрен илсен, сунарпа тăранса пурăннă. Анчах вăл вăхăтсем тахçанах иртсе кайнă ĕнтĕ, сунарçăсен шучĕ вара пурпĕр чакмасть. Республикăри тискер чĕр чун тĕнчин объекчĕсене сыхлас тата усă курас енĕпе управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăра хальхи вăхăтра официаллă майпа регистрациленнĕ 30 пин сунарçă.
Вырăссем калашле, ыйтакан пур-тăк, сутакан тупăнать. Çитменнине сунар – тупăшлă бизнес. Сезонра мĕнле тата миçе чĕр чун тытассине кура лицензи хакĕ 5 пин тенкĕрен пуçланать. Çапах та çут çанталăк тĕпсĕр шăтăк мар, унăн та ресурсĕсем шутлă. Акă мĕншĕн çак лару-тăрăва контрольлесе тăракан сунарçă хуçалăхĕсем кирлĕ.
РАЙОН ИСТОРИНЕ ТĔПЕ ХУНĂ
«Красное Озеро» Раççей бизнес тĕнчинче анлă сарăлнă ят (курортсем, кафесем тата ытти те нумай), çапах та Геннадий Аверьянович пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăха йĕркеленĕ чух, вĕсен паллă бренда илес шухăш та пулман, район историне тĕпе хунă, тĕрĕсрех каласан, çак тăрăхра пĕтнĕ Красное Озеро ял ячĕ ан çухалтăр тенĕ – çавă çеç.
«Красное Озеро» тулли мар яваплăхлă общество çамрăк-ха, ăна Геннадий Аверьянович хăйпе пĕр шухăшлă, пурте сунара юратакан пилĕк пĕлĕшĕпе (икĕ мăкшă, икĕ вырăс тата пĕр тутар) пĕрле виçĕ çул каялла кăна йĕркеленĕ. ТР Министрсен Кабинечĕ панă лицензипе килĕшӳллĕн, Кильдюшево вăрман хуçалăхĕн 10 пине яхăн (9822) гектар лаптăкĕнчи чĕр чун тĕнчине вĕсем 49 çула арендăна илнĕ. «Пирĕн вилме юрамасть-ха», – шӳтлерĕ кун пирки йăхташăмăр. Пысăк ĕçĕн пуçламăшĕ çеç пулнине шута илсен, ĕç-пуç кунта тытăннă кăна, çавăнпа алă çавăрса яма ĕлкĕреймен-ха, эппин, тупăшне те хальлĕхе питех курман. Укçи-тенки ытларах ĕç çине каять иккен: территорие транcпортпа пăхса çаврăнмашкăн бензин тата чĕр чунсем валли хĕллене тырă туянма тăкакланать.
КАШКĂРСЕНЕ КĔРТМЕÇÇĔ
«Красное Озеро» хутăш вăрманта пулнăран унăн территорийĕнчи чĕр чун тĕнчи пуян. Кунта ĕмĕртен пăшисем, мулкачсем, тилĕсем, хир сыснисем, хăнтăрсем, пакшасем пурăннă, юлашки çулсенче тата сăсар (куница) та иленнĕ. Çуркунне Атăл хĕррине нумай хур-кăвакал вĕçсе килет. Кашкăрсем валли кăна вырăн çук-мĕн кунта. Пăшисене, хир сыснисене тытакан çак «сунарçăсене» хуçалăх территорийĕнче кĕтмеççĕ те, кĕртмеççĕ те. Çапах та çук-çук та, кĕтмен хăнасем пурпĕр килсе çакланаççĕ иккен, пĕлтĕр те пĕр кашкăр курăнкаланă акă, телее, сунарçăсем ăна вăхăтра тытса ĕлкĕрнĕ.
Çапах та çут çанталăкшăн тăватă ураллă сунарçăсенчен икĕ ураллисем чылай хăрушăрах, юлашки вăхăтра пушшех те. «Красное Озеро» хуçалăхăн чĕр чунĕсене те куç хывакан браконьерсем тупăнсах тăраççĕ. Геннадий Аверьянович каланă тăрăх, нумай пулмасть кăна вĕсем те икĕ браконьера тытнă: «Сунара укçасăр çын çӳремест, аякран килеççĕ. Вĕсен техники те, пăшалĕ те çĕнĕ йышши, çавăнпа браконьерсене тытма йывăр. Вăрманта хуçа пурри кăна чарса тăрать вĕсене, атту пулсан пĕр чĕр чуна та хăвармаççĕ», – каласа парать йăхташăмăр. Акă мĕншĕн вăл вăрмана пăшалсăр пĕрре те тухмасть.
КУНТА ĔÇĔ ÇИТЕЛĔКЛĔ
Пĕр шутласан, вăрманти чĕрчун тĕнчи хăй тĕллĕн пурăнать, унта нимех те тума кирлĕ мар пек туйăнать. Анчах апла мар иккен, кунта çулла та, хĕлле те, кĕркуннепе çуркунне те ĕç çителĕклех. Геннадий Аверьянович та акă ирхине ирех вăрмана тухса каять те кунĕпех çӳрет, территорие çаврăнса кашнинче 50-60-шар çухрăма хутлать. Кунти кашни уçланка, кĕтесе хăйĕн пилĕк пӳрнине пĕлнĕ пек пĕлет, мĕншĕн тесен мĕн ачаран сунара çӳрет. Çапах та экологи ыйтăвĕ ытларах хумхантарать ăна. Çавăнпа çак хуçалăха йĕркелеме килĕшнĕ те вăл.
Хуçасен тĕп тĕллевĕ, вăрман «халăхĕ» урăх территорие куçса ан кайтăр тесе мĕнпур условисем туса парасси. Çавăнпа çулла чĕр чунсем валли вăрманта ĕçме шыв çителĕклĕ пултăр тесе вăрман варринчи Албай çырмине пĕвелемелле, чĕр чунсем çумăрпа ан йĕпенччĕр тесе вĕсем валли тăррине витнĕ ятарлă вырăнсем тумалла. Чир ересрен профилактика ирттермелле. Çуркунне вара чĕр чунсен шутне палăртса Республикăри тискер чĕр чун тĕнчин объекчĕсене сыхлас тата усă курас енĕпе управленине сунар валли лимит илмешкĕн отчет памалла. Геннадий Аверьянович хăй те пысăк стажлă сунарçă, мĕнле чĕр чун ăçта кайнине йĕр тăрăхах лайăх чухлать пулин те, чĕр чунсене шута илессинче ытларах хăйĕн партнерне шанать, мĕншĕн тесен ку ĕçĕн хăйĕн технологийĕ пур иккен.
Пĕтĕмĕшле илес пулсан, «Красное Озеро» хуçалăхшăн пĕлтĕрхи çул çăмăл килмен. Вăрманта йĕкел-мăйăр сахал пулнипе, хирсенче вара кукуруз, сахăр чĕкĕнтĕрĕ нумай юлнипе чĕр чунсем хирелле кайма пăхаççĕ, çавăнпа вĕсене вăхăтра апатлантарма тăрăшмалла. Чĕр чунсене хĕлле çитерме кĕркунне сĕлĕ, урпапа сĕлĕ хутăшĕ пурĕ 40 тонна туяннă.
КАШНИН ХĂЙĔН ТЕРРИТОРИЙĔ
Чĕр чунсене хĕлле мĕнле пăхнипе эпир вырăна кайсах паллашрăмăр. Вăрман хĕлле те тĕлĕрменни ун çывăхне пырсанах куç тĕлне пулчĕ, юр çинче чĕр чунсен йĕрĕсем, сукмакĕсем таçта та пур, апат панă вырăнсене вара самай такăрлатнă. Эпир пынă вăхăтра пăшисем шăпах апат паракан вырăна пынăччĕ. Вăрманти икĕ кĕлетре (пĕринче мулкачсем валли сĕлĕ, тепринче пăшисемпе хир сыснисем валли тырă хутăшĕ упранать) тырă аванах чакма ĕлкĕрнинчен тĕлĕнмелли çук.
Çут çанталăк тирпейсĕре юратмасть, чĕр чун тĕнчин хăйĕн саккунĕ, кашнин хăйĕн территорийĕ. Мулкачсем, тĕслĕхрен, хĕлле вăрмана шалах кĕмеççĕ, ытларах хĕрринче пурăнаççĕ, пăшисем çулçăллă йывăçсем пур вырăнсене килĕштереççĕ, хир сыснисене вара шăплăх кирлĕ, çавăнпа вĕсем вăрман варринче, çын çӳремен вырăнсенче вырнаçаççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем, çĕрлехи сунарçăсем, кăнтăрла çырма тĕпĕнче çывăраççĕ-мĕн. Вăрманти чĕр чунсене эрнере пĕр-икĕ хутчен те ятарлă вырăнсене апат хурса параççĕ. Кашни вырăна сахалтан та пĕрер михĕ тырă сапаççĕ. Апачĕ пурне те çитмелле-çке, хуçалăхра вара чĕр чунсем сахал мар, пăшисем 50 пуçа яхăн, хир сыснисем те 20 яхăн, ытти чĕр чунсем тата нумайрах. Вĕсем пурте «кучченеçе» питĕ перекетлесе çини курăнать. Хир сыснисем, тĕслĕхрен, килти сыснасем пек, апата салатса пăрахмаççĕ, тирпейлĕн кăна хĕрринчен çисе пыраççĕ. Тăрансан пăрăнса утаççĕ, мĕншĕн тесен чĕр чунсем нихăçан та пĕр кунпа кăна пурăнмаççĕ.
Чĕр чунсем пĕр вырăнта та тăмаççĕ, кунĕпе таçта та çитеççĕ, çавăнпа йĕрĕсем Атăл хĕрринче те нумайччĕ, çапах та территорирен тухса кайни палăрмарĕ, эппин, хуçалăхра лару-тăру йĕркеллех.
Паллă ĕнтĕ, «Красное Озеро» тулли мар яваплăхлă общество та ĕмĕт-тĕллевсĕр пурăнмасть. Унăн та планĕсем пысăк, вĕсенчен пĕри кунти чĕр чун тĕнчине йыш хушасси. Çак тĕллевпе çитес вăхăтра вăрманта карăксем (глухарь) ĕрчетесшĕн. Унтан, Геннадий Аверьянович калашле ĕç-пуç ăнсан, ытти чĕр чун пирки те шухăшлĕç.
 
: 934, Хаçат: 5 (943), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: