Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Сентябрĕн 8-мĕшĕ. Танкистсен кунĕ умĕнхи ир. Хусанти танк училищинче пĕрремĕш курссем присяга йышăнаççĕ. 4-мĕш батальонри 328 курсант харăссăн тăрăс-тăрăс туса утни хитре кĕвĕ пулса таврана ян каять. Çак пулăма курса тăнă май, тин çеç çар тумне тăхăннă каччăсем ĕнер кăна шкул парти хушшинче ларнине ĕненес те килмерĕ. Ара, пĕр уйăхрах вĕсем çар йĕркине вĕренсе çитнĕпе пĕрех-çке. Тĕрĕссипе, стройпа утасси те хăй пĕр наука. Пĕрремĕш курссем ăна ура тĕпĕ пĕçерекен пуличченех иртен пуçласа каçчен вĕреннĕ. Паллах, вырăссен «не можешь – научим, не хочешь – заставим» текен каларăшĕ кунта пĕрре те вырăнлă мар. Мĕншĕн тесен ку каччăсем хăйсен пурнăçне чăн-чăн арçын профессийĕпе ячĕшĕн кăна çыхăнтарма шутламан. Училищĕне вĕренме кĕнĕ чух çичĕ ала витĕр тухнă. Унта вĕренме кĕме ытти çулсенче те, халĕ те çăмăл мар, кăçал та акă конкурс пысăк пулнă. Çапах та маттуррисенчен те маттуррисем паян курсантсен ретĕнче. Вĕсен хушшинче, паллах, чăваш каччисем те.
Эпир Чăваш Енри Вăрмар, Куславкка, Елчĕк, Патăрьел, Çĕрпӳ, Йĕпреç каччисемпе паллашрăмăр. Вăрттăн тенĕ пек тепĕр хыпар та пĕлтерчĕç вĕсем: пĕр ротăн командирĕ те чăваш иккен. Шел, хальлĕхе Тутарстан чăвашĕсемпе паллашма май килмерĕ-ха.
Çамрăксем салтака каяссинчен мĕнле те пулин пăрăнса юлас тесе тăрăшнă саманара мĕн хистенĕ-ха вĕсене çар училищине кĕме? Çакăн çинчен чи малтан ашшĕ-амăшĕнчен ыйтрăмăр. Антонина Ванюкова (Вăрмар районĕ, Тупах ялĕ): «Ывăл çар училищине вĕренме кĕме шутлани пирĕншĕн çĕнĕлĕх пулчĕ. Тĕрĕссипе, ăна ку енĕпе хамăр ял каччи, çак училищĕн виççĕмĕш курс курсанчĕ Алик Петров пулăшрĕ пуль-ха. Вĕсем малтан иккĕшĕ сăмах татнă. Тата СТС телеканалпа кăтартакан «Кадетство» сериал та витĕм пачĕ пулмалла. Манăн виçĕ ывăл, вĕсем кашни каç çак кинона каçса кайсах пăхатчĕç. Çар пурнăçĕ пĕрре те кинори пек маррине ашшĕпе пĕрре мар ăнлантартăмăр пулин те итлемерĕ. Халĕ акă иккĕмĕш ывăл Эдик та кунтах килме ĕмĕтленет. Çавăнпа та ывăлсем виççĕшĕ те танкист пулас тени пирĕншĕн кĕтменлĕх пулмĕ».
«Пирĕн Виктор виççĕрех ашшĕсĕр юлчĕ. Вăл манăн пĕртен-пĕр тĕрекĕм. Мĕншĕн çар профессине суйлани те паллă: унăн иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ Владимир Афанасьев çак училищĕне пĕтернĕ, халĕ капитан, çиччĕмĕш çул ĕнтĕ хĕсметре. Пиччĕшĕ манăн ывăлшăн яланах ырă тĕслĕх пулнă. Кăçал тата Владимир хăй те отпуска таврăннăччĕ. Пиччĕшĕпе шăллĕ иккĕшĕ шухăшланă»,– пĕлтерет тепĕр курсантăн амăшĕ Елена Афанасьева (Вăрмар районĕ, Вăрмар поселокĕ).
Патăрьел районĕнчи Алманчăри Николай Леонтьева вара ашшĕ-амăшĕ те, тăван-хурăнташĕ те çак училище çинчен пĕр сăмах та каламан. Вăл çемьере пиллĕкмĕш ача, чи кĕçĕнни. Пиччĕшĕ каланă тăрăх, ку училищĕне кĕме çар комиссариатĕнче «пуçне çавăрнă». Куславккари Чăрăшкасси ялĕн каччи Денис Павлов та офицер профессине хăех суйланă. Кăçал шкул пĕтерсен ашшĕне: « Атте, хутсене пуçтарса училищĕне кайса паратăп»,– тенĕ çирĕппĕн чăн-чăн арçынла. «Ывăл ĕмĕтне татмарăм, хутсем пуçтарсан Хусаналла çул тытрăмăр. Шанатăп, тĕрĕс çул суйларĕ», – терĕ ашшĕ кун пирки мăнаçлăн.
Училищĕре чăваш каччисем пĕр-пĕринпе экзаменсем вăхăтĕнчех паллашнă, халĕ уйрăлми туссем. Тĕслĕхрен: Елчĕкри Андрей Волков, Куславккари Денис Павлов, Вăрмарти Николай Ванюков тата пĕр ротăнах лекнĕ. Пулас виçĕ офицер-танкистăн туслăхĕ «Три танкиста» кинофильмри геройсеннинчен пĕрре те кая мар. Курсантсене кинори сăнарсенчен пĕр япала кăна уйăрса тăрать: вăрттăнлăхсене чăвашла сӳтсе яваççĕ.
«Танк çине ларса куртăр-и хуть?» – кăсăклантăмăр тин çеç присяга йышăннă каччăсенчен. «Ăçта-ха унта. Утма вĕрентĕмĕр»,– кулса хуравларĕç вĕсем. Тĕрĕссипе, училище территорине пĕрремĕш утăм ярса пуснăранпах чăн-чăн танк çине ларса пĕрре çаврăнма ĕмĕтленеççĕ-ха хăйсем, ара, чăваш каччисем пурте трактор-комбайнпа çӳреме ача чухнех хăнăхнă-çке, опыт та çук мар, çуллахи кану вăхăтĕнче хуçалăхра ашшĕне, пиччĕшĕсене пулăшнă. Танкпа трактор хушшинче вара уйрăмлăх нумаях мар теççĕ вĕт пĕлекенсем.
Сăмах май, 1919-2006 çулсенче училищĕн 39 выпускникĕ Совет Союзĕн Геройĕн, саккăрăшĕ Раççей Геройĕн ятне тивĕçнĕ, кунтан вĕренсе тухнă 50 ытла офицер генерала çитнĕ. Пĕрремĕш курсра вĕренекен чăваш каччисене те эпир тăрăшса вĕренме, тата мĕнле салтак генерал пулма ĕмĕтленмест текен каларăша пурнăçа кĕртсе генерала çитме ăнăçу сунатпăр.
 
: 1293, Хаçат: 39 (717), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: