Апас районĕнчи Черккĕн ялĕнче пурăнакан Раиса Захаровна Сусарина ку тăрăхри чи кирлĕ çын, вăл вырăнти фельдшерпа акушер пункчĕн фельдшерĕ. Çак ялтах çуралса ӳснĕскер, ял-йыша кашнине мĕн ачаран пĕлет, хăйне те палламан çын çук. Ара, 33 çул пĕр улшăнмасăр сывлăх хуралĕнче тăрăшакан çак хĕрарăм тĕрĕслемен пĕр çын та юлман-çке. Халĕ те акă вăл Черккĕнри 409 çынна, 14 çулти 55 ачана медицина пулăшăвĕ парать.
Ĕçĕ ун çителĕклех: кăкăр ачисен сывлăхне тĕрĕслесе тăмалла, çуллен грипа хирĕç вакцинаци ирттермелле, район больницин тухтăрĕсем хушнă тăрăх пациентсене укол тумалла. Ялта ытларах ватăсем пурăнаççĕ, вĕсен хушшинче вара юн пусăмĕ вылянипе аптракансем нумай, шăнса пăсăлакансем те çителĕклех, хăшне юн пусăмне виçмелле, теприне эмел ĕçтермелле. Кунсăр пуçне учетра тăракан инвалидсем, усал шыçăпа чирлекенсем те пур. Ирхине 8 сехетрен тытăнса 14 сехетчен ĕçлекен медпунктран кунĕпех çын татăлмасть.
Анчах ялти фельдшерăн ĕçĕ темиçе сехете кăна мар, талăкĕпех тăсăлать. Çĕр варринче чирлесе ӳкнисене те вăхăтлă пулăшу памалла, мĕншĕн тесен нумай чухне çынсене вилĕмрен çăлса хăварасси шăпах унран килет. Çак 33 çулта çул çинчех ача çураттарни те пулнă Раиса Захаровнăн. Фельдшерсăр пурнăç çук çав ялта.
Хальхи вăхăтра вăтăр çул каяллахинчен лару-тăру урăхларах ĕнтĕ, чĕнтерсен темиçе минутранах районтан васкавлă пулăшу машини çитет. Çак тĕллевпе районти тĕп больница уйăхсерен ялти фельдшерсен телефонĕ çине 70-шер тенкĕ укçа хурса тăрать иккен. «Ĕçлеме халĕ çăмăлрах, 2005 çултанпа больница çуртне кăмака хутса ăшăтас нуша та пĕтрĕ, оптимизаципе пире ял варринчи çурта куçарчĕç. Хут ĕçĕ кăна нумайланни тарăхтарать», – кăмăлсăррăн пĕлтерет ялти фельдшер. Медицина ĕçченĕсен сывлăх хуралĕнче тăмалла, хут çырмалла мар пек те çав, анчах...
Раиса Захаровна тивĕçлĕ канăва тухма хатĕрленет пулин те, обществăлла ĕçрен юлмасть. Район больницин медицина ĕçченĕсен конкурсне те хастар хутшăнать. Амăшĕ кунĕн-çĕрĕн канăçа пĕлменнине курса-ши Р.Сусаринан ывăлĕпе хĕрĕ амăшĕн çулне суйламан, урăх профессие алла илнĕ. Амăшĕ куншăн пĕрре те ӳпкелешмест: «Канăçсăр ĕçре ан нушаланччăр», – тет çеç. Раиса Захаровна тивĕçлĕ канăва кайсан хăй вырăнне пултаруллă та тарават çын килессе кăна ĕмĕтленет.
![]() |