Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кăрлачри Сурхури çуллахи утă уйăхĕпе, Çимĕкпе тĕл хирĕçленнĕ. Çуллана аса илсе Сурхурире çавăн евĕрлĕ йăласенех ирттернĕ. Пăрçа сапни, пучах туртни тыр-пул çинчен хĕлле те шутлаттарнă. Сурхури ачисем ял тăрăх хăмла-салат, пăрçа, кĕрпе пухса тухнă. Вĕсем кашни килтех ăрăмлă сăмахсем, сунăмсем, кĕлĕсем каланă, юрăсем юрланă…
Сурхурире кăнтăрла кĕлĕсем каланă пулсан – çĕрлесенче вĕрӳ-суру, тĕшмĕш, тухату, шаманлăх сăмахлăхĕ хуçаланнă. Сурхури йĕркисене пăхса тăракана Сурхури пуçĕ теççĕ.
Пĕр тĕттĕмленсен çамрăксем пĕр виççĕн-тăваттăн пуçтарăнса качча каясси-авланасси çинчен пĕлме тем те хăтланаççĕ.
Чи малтанах пĕр ик-виç хĕр, картана кĕрсе сурăхсене пĕри мăйĕнчен, тепри малти уринчен, виççĕмĕш кайри уринчен çыхаççĕ. Вара ирхине кам мĕнле сурăха çыхнине пăхаççĕ. Камăн çыхнă сурăхĕ çамрăк, çамрăка качча каять теççĕ. Сурăхĕ ватă пулсан – ватта каять тет. Тата сурăха çыхнă чух вăл макăрсан мăшăрĕ усал пулать тет. Кун хыççăн кашта çинче чипер ларакан чăххине сĕтĕре-сĕтĕре кĕреççĕ. Пӳртре чăхсем умне çак япаласене хураççĕ: кĕл, укçа, шыв, тырă, куçкĕски, кăмрăк тата тăвар, унтан чăхха урай варрине яраççĕ. Чăххи çӳресен-çӳресен пĕрерĕшне пырса сăхать. Кĕл сăхсан чухăна каять тет. Укçа сăхсан пуяна каять тет. Чăххи шыв ĕçсен упăшки ĕçекенни пулать, тырă сăхсан пуян пулать, куçкĕски çине пăхсан – чипер пулать, кăмрăк сăхсан – хура пулать, тăвар сăхсан – старикки хаяр пулать теççĕ. Чăххи сăхса çӳренĕ хушăра кăтиклесен старикки уçă пулать теççĕ. Чăххисем сăхса пĕтерсен кашни хĕрĕ хăй чăххине уринчен çыхса сак уринчен çыхаççĕ. Чăххи хăш еннелле туртăнать, çав еннелле каять.
Тата хапхана уçса яраççĕ те пуç çине пăтавкка тăхăнса хапхаран пĕрерĕн тухасшăн. Çавăн пек пăтавкка тăхăннă çын хапхаран тухсан хĕр пулсан качча каять, арçын пулсан авланать теççĕ. Çав вăхăтрах ыттисем пуслăха тăратса пăхаççĕ. Пуслăх хăш еннелле ӳкет, çав еннелле каять тет.
Хĕрсем каяссипе-каймассине пĕлсен кил хушшине тухса хапха урлă сарă ывăтаççĕ. Камăн сарри аяккарах ӳкет, вăл маларах каять теççĕ. Арçынсем хĕрсем качча кайтăр тесе уй хапхи тăрне улăхса çак сăвва калаççĕ:
Иккĕ, иккĕ хăтана кил, пирĕн хĕрсене илсе кай, хĕрсене илсе каймасан уй хапхинчен кăлармастпăр… Тьху, тьху, тьху!
Çак шӳтлĕ кĕлле уй хапхи тăрне виç хутчен улăхса сĕрлеççĕ тет, вара çав çул хĕрсем питĕ нумай качча каяççĕ. Ан илтĕр тесе юрласан каймаççĕ тет.
Çавăн пек каçпа пĕр ывăç улăм илсе уя кайса лартаççĕ. Вара никам тăриччен кайса пăхаççĕ. Ыраш пĕрчисем тăкăнман пулсан ачи пуян пулать, тăкăнсан е йытă пырса шăрсан чухăн пулать теççĕ.
Çĕрĕ ярса та юмăç пăхаççĕ. Сăмахран, Чистай районĕнчи Анат Кăтрата ялĕнче çăл шывĕ ăсса килсе витрене çĕрĕсем яраççĕ.
Кашни çĕрĕ кăлармассерен такмаксем калаççĕ. Качча кайман хĕрсем валли, сăмахран, çакăн пекки:
Атте лаша кӳлсе памарĕ,
Ялан çул çӳресрен хăрарĕ.
Анне урама кăлармарĕ,
Качча каясран хăрарĕ.
Çавăн пек каланă хыççăн камăн çĕрри лекет çав качча каять.
Мăшăрланнă çынсем те çĕрĕ яраççĕ. Ара, кăсăк та-ха.
Вĕсене, сăмахран, çапла калаççĕ:
Чĕрес турăм, пулмарĕ,
Тĕпне сартăм, тулмарĕ.
Качча кайнă хĕрĕн
Ăраскалĕ пулмарĕ.
Çапла питĕ кăсăк ирттереççĕ Сурхурине.
Православи тĕнне йышăннă çынсем Раштав кунĕнчен, январĕн 7-мĕшĕнчен, пуçласа 17-мĕшĕччен Çветке ирттернĕ. Çветке шăп та Сурхури пулать те.
 
: 837, Хаçат: 3 (941)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: