Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пирĕн паянхи хăнана Теччĕ районĕнче пĕлмен чăваш пур-ши? Çук пулĕ, Володар Тимофеев кунти чăваш мероприятийĕсене хатĕрлесе йĕркелеме пĕрремĕш хут хăçан пулăшнине астăвакан çук-тăр, унсăр нимĕнле ĕçе те пуçăнман темелле, хуть мĕнле ыйтупа Теччĕри чăваш усламçи патне кайнă. Вăл нихăçан кăмăла хуçса пуш алăпа кăларса яман, яланах пулăшма тăрăшнă, халĕ те çаплах. 2012 çулăн I çур çулĕнче вуласа тăма аслă çулти ентешĕсене «Сувар» çырăнса панă.
– Володар Аркадьевич, эсир çынсене «Сувар» çырăнса парса савăнтаратăр, хăвăр республика шайĕнчи пĕртен-пĕр чăваш хаçатне çырăнмасăр хăвармастăр пулĕ?
– Çапла, эпĕ «Сувар» çырăнма пуçланăранпа 10 çул çитрĕ. Хаçата интересленсех вулатăп. Республикăри чăвашсен ĕçĕ-хĕлĕ те интереслĕ, чăваш историне тĕпчесе çырнă статьясене те юратсах вулатăп. Пытармастăп, «Шăнкăравра» пичетленекен ача-пăча сăввине те вуламасăр сиктерсе хăвармастăп. Шкулта вĕреннĕ чух хам та сăвă çыраттăмччĕ.
– Эсир ăçта çуралса ӳснĕ? Мĕнле шкулта вĕреннĕ?
– Эпĕ Теччĕ районĕнченех, Кăнна Кушкинче çуралнă. Шкула та тăван ялах çӳренĕ, 10-мĕш класс пĕтеричченех унта вĕреннĕ.
– Ача чухнех сăвă çырнăскер, пуласлăха творчество профессийĕпе çыхăнтарас темен-и?
– Ял хуçалăх институтне суйласа илтĕм эпĕ. Хусанта экономист-организат ора вĕрентĕм. Института хĕрлĕ дипломпа пĕтертĕм.
– Вĕренĕве çапла ăнăçлă вĕçлекеншĕн Хусанта ĕçе вырнаçасси проблема пулман-тăр?
– Эпĕ çуралнă çĕрех таврăнас терĕм, икĕ çул тăван ялта ĕçлерĕм. Унтан Течче куçма тӳр килчĕ, районăн планпа экономика уйрăмĕн пуçлăхне лартрĕç.
– Чылай ĕçлерĕр-и çак должноçра?
– Тăватă çул, йăла-йĕркепе тивĕçтерӳ управленийĕн директорĕнче ĕçлеме пуçличчен. Унта эпĕ услам ĕçĕпе çыхăничченех, 14 çул ĕçлерĕм.
– Апла эсир 1990-мĕш çулсенче бизнеса «кĕнĕ»?
– Тĕрĕсрех каласан, 1995 çулта. Анчах ун чух эпĕ хам тĕллĕн ĕçлемен, пĕр предприниматель коммерци директорĕ пулма тара тытнă. 1998 çулта вара хамăн ĕçе пуçларăм.
– 1998 çул пирĕн çĕршывшăн питĕ асра юлмалла «хура» çул пулчĕ. Шăп ун чух куç хупса иличчен тенкĕ пуса çаврăнчĕ, çынсем нумайшар çул пухса пынă укçисем «пăсланса» пĕтрĕç. Эсир те хур куртăр-и?
– Хуçалăхра кирлĕ япаласем, кил-тĕрĕшри техника сутассипе çыхăннăччĕ ман ĕç. Эпĕ ун чух тавар туяннă çĕре пысăк укçа янăччĕ, çакна пула укçа йӳнелни мана питех сиен кӳреймерĕ.
– Паян, унтанпа 13 çул иртсен те кил-тĕрĕшри техникăна сутассипех ĕçлетĕр-и?
– Çапла. Халĕ икĕ лавкка ĕçлет. Пĕри Теччĕре, унти хуçалăха ывăл тытса тăрать. Тепри – Камское Устьере, унти пĕтĕм яваплăх хĕр çинче. Халь тата кил-тĕрĕшре усă куракан техника, хуçалăх таварĕсем кăна мар, строительство материалĕсем сутассине те йĕркелерĕмĕр.
– Лавккасенче ывăлăрпа хĕрĕр кăна ĕçлемеççĕ пулĕ, тара тытса çынсене ĕç вырăнĕпе те тивĕçтеретĕр курăнать?
– Пит нумай çын пулмасан та (икĕ лавккипе те 15 çын) тара тытма тӳр килет. Эпир ĕçлекенсемпе хутшăнусене йăлт Ĕç кодексĕпе килĕшӳллĕн йĕркелетпĕр: налогне те тӳлетпĕр, отпуск та пур, чирлесен больничнăйсем те тивĕçеççĕ.
– Эсир ывăлăрпа хĕрĕре аса илтĕр. Çемйĕрпе тĕплĕнрех паллаштараймăр-ши?
– Мăшăрăм Зоя Ильинична страхлакан компанире бухгалтерта вăй хучĕ, халĕ вăл тивĕçлĕ канура. Эпир унпа виçĕ ача çуратса ӳстернĕ. Асли Светлана Шупашкарта И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче экономикăпа финанс факультетĕнчен вĕренсе тухсан банкра ĕçлерĕ, халĕ, каларăм ĕнтĕ, лавккара. Володя кĕрӳпе килĕштерсе ĕçлеççĕ вĕсем. Икĕ ывăл ӳстереççĕ: Кирилл 7-мĕш класра вĕренет, Егор – 3 çулта кăна-ха, садике çӳрет. Вăта хĕр Лена та Шупашкартах пĕлӳ илчĕ, чăн та вăл малтан Канашри экономика колледжĕнчен вĕренсе тухрĕ, кайран аппăшĕ пекех Шупашкара кайрĕ. Вĕренӳ хыççăн та унтах юлчĕ. Перекет банкĕнче ĕçлетчĕ те халĕ ачисемпе отпускра. Лена пире йĕкĕреш мăнук парнелесе савăнтарчĕ – Костя тата Кристина.
– Сирĕн хĕрĕрсем пирки ашшĕ çулĕпе кайнă тесе калама пулать. Ывăлăр та Шупашкартах, университетрах, финансистах вĕреннĕ-и?
– Çапла, Алексей те Шупашкартах вĕренчĕ, анчах вăл Мускаври автоçул институтне суйласа илчĕ. Çулсем тăвакан инженер дипломне алла илчĕ. Халĕ, каларăм ĕнтĕ, хамăрăн лавккара ĕçлет.
– Алексейĕн те çемйи пур-тăр?
– Ывăл хăйĕн пулас арăмĕпе Шупашкарта вĕреннĕ чух паллашнă, пĕрлех вĕреннĕ. Халĕ те Зоя кинпе пĕрлех, тату ĕçлеççĕ.
– Володар Аркадьевич, халь куратпăр ĕнтĕ, сирĕн çемйĕр пĕчĕк мар, услам ĕçне аталантарма та самай нухрат кирлĕ пуль, эсир тата халăх ĕçне тума та тӳпе кĕртетĕр вĕт-ха.
– Çынна пулăшакана Турă пулăшать теççĕ. Чăвашсене чăвашсем пулăшмасан кам пулăшать тата? Вырăссем-и? Иккĕленӳллĕ. Çавăнпа спортсменсене те тĕрев пама тăрăшатăп, культура мероприятийĕсене йĕркеленĕ чух та тӳпе кĕртме тăрăшнă.
– Эсир çуралнă ялăра та манмастăр пулĕ?
– Кăнна Кушки шкулне юсав ĕçĕсемпе пулăшма тăрăшрăм. Ялти масара тирпей-илем кĕртесси, пĕлетĕр, вилнисен мар, пурăнакансен тивĕçĕ. Часавай лартнă унта.
– Вăтамран илсен çавăн пек ыр кăмăллăх ĕçĕсемпе çулталăкра миçе тенкĕ тăкакланать?
– 2010 çулта 70 пин тенкĕ шутласа кăларнăччĕ, пĕлтĕр ку суммăран иртрĕ те пулĕ. Теччĕре кăна 5 ача садĕнче юсав ĕçĕсем ирттерме строительство материалĕсем уйăрнă. Кашни садике 7-8 пин тенкĕлĕх тавар уйăрнă ĕнтĕ.
Пĕтĕм чунпа-юнпа чăвашлăха, тăван культурăна, чĕлхене аталантарассишĕн тăрăшакан ентешĕмĕре Тутарстанри Халăхсен ассамблейи ырласа палăртнă, малалла та çапла ĕçлеме хавхалантарнă.
Çак вырсарникун, январĕн 22-мĕшĕнче, Володар Аркадьевич 60 тултарать. «Сувар» хаçат редакцийĕ ăна çакăн пек пысăк юбилейпе чĕререн саламлать. Чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, çемйĕрте татулăх, услам ĕçĕнче ăнăçу сунать. Ырă кăмăлăр нихăçан ан иксĕлтĕр, сăваплă ĕçĕрсем ан манăçчăр.
 
: 1012, Хаçат: 3 (941), Категори: Юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: