Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Сентябрĕн 21-23-мĕшĕсенче Хусанта Çамрăксен халăхсем хушшинчи «Пурте тĕрлĕ – пурте пĕр тан» форумĕ иртрĕ. Унта 23 ют çĕршыв тата Раççейĕн 43 регионĕн çамрăкĕсем хутшăнчĕç. Анлă мероприятие РФ Вĕрентӳпе наука министерстви, РФ Çамрăксемпе ача-пăча пĕрлешĕвĕсен наци канашĕ тата Тутарстан Республикин правительстви йĕркеленĕ. Форума Хусанта ирттерни ахальтен мар: Тутарстанра 150 ытла тĕрлĕ халăх туслăн пурăнать-çке.
Европа çамрăкĕсен «Пурте тĕрлĕ – пурте пĕр тан» кампанийĕ пуçласа 1995 çулта, иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленнĕренпе 50 çул çитнĕ тапхăрта иртнĕ. Ун чух унăн тĕп тĕллевĕ расизмпа, антисемитизмпа, ксенофобипе тата чăтăмсăрлăхпа кĕрешесси пулнă. 2005 çулта Европа Канашне кĕрекен патшалăхсен ертӳçисен III Саммитĕнче кампание çĕнĕлĕхсем хушса малалла аталантарма йышăннă. Халĕ «Пурте тĕрлĕ – пурте пĕр тан» лозунг Европăри пур чĕлхепе те янăрать. Тĕнчере тĕрлĕ çын пурăнать: вĕсем сăнпа та тĕрлĕ, тĕрлĕ тĕне ĕненеççĕ. Анчах та кашнинех пĕр пек праваллă пулмалла. Кампани çамрăксене хăйсен пуласлăхĕ пирки хăйсене шухăшлама хистет.
Уява РФ вĕрентӳпе наука министрĕн çумĕ Юрий Сентюрин уçрĕ. «Эпир пĕтĕм тĕнчипех пыракан анлă процессен ĕмĕрĕнче пурăнатпăр. Çĕнетӳ, паллах, начар пулăм мар. Анчах, шел пулин те, хушăран тĕрлĕ çĕрте терроризм хуçаланать, халăхсем хушшинче хирĕçӳ-вăрçăшу сиксе тухкалать. Мĕншĕн? Çак ыйту çине шăпах çамрăксен тивĕçлĕ хурав тупма вĕренмелле те», – терĕ вăл. Ю.Сентюрин форумри секцисемпе ушкăнсен ĕçĕ правительствăсене çеç мар, çамрăксене те пĕр-пĕринпе пĕр чĕлхе тупма пулăшасса, çакă туслăха çирĕплетессе шаннине пĕлтерчĕ.
Республика ертӳçисен ятĕнчен хăнасене ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин саламларĕ. Вăл ТР Президенчĕн М.Шаймиевăн тата РФ Патшалăх Думин Председателĕн Б.Грызловăн саламĕсене вуласа пачĕ. Парламент ертӳçи Тутарстанра çамрăксен политики çине пысăк тимлĕх уйăрнине, яш-кĕрĕме аталанма пур условисем те пуррине пĕлтерчĕ.
Мероприятие уçас церемони хыççăн форум виçĕ тематикăлла блокпа ĕçлерĕ: «Нумай евĕрлĕх, культурăсем тата тĕнсем хушшинчи калаçу» секцие РФ Регионсен аталанăвĕн министерствин Нацисен хутшăнăвĕсен департаменчĕн директорĕ Александр Журавский, «Çын прависем, çамрăксен прависем» секцие Андрей Юров право хӳтĕлевçи, «Çамрăксем обществăлла пурнăçа хутшăнни» секцие ТР çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министрĕ Марат Бариев ертсе пычĕç. Тепĕр кун та форум ĕçĕ уйрăм секцисем çине пайланчĕ: «Тĕнче чикĕ йĕрĕсемсĕр: тĕрлĕ халăх çамрăкĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлени, обществăлла дипломати», «Пĕр-пĕрне хисеплессине тата ăнланассине аталантарни, тĕнсем хушшинчи калаçу», «Çамрăксем обществăлла пурнăçа вырăнти тата регион шайĕнче хутшăнни: йышăнусем тăвассинчи çамрăксен вырăнĕ».
Сентябрĕн 23-мĕшĕнче пленарлă ларура форум ĕçне пĕтĕмлетрĕç, çамрăксен кампанине малалла тăсасси пирки деклараци йышăнчĕç. Юлашкинчен делегатсемпе Тутарстан студенчĕсем Хусанти патшалăх университечĕ патĕнчен «Хусан 1000 çуллăхĕ» парка çуран утрĕç, унта «Пурте тĕрлĕ – пурте пĕр тан» акци иртрĕ.
 
: 3752, Хаçат: 39 (717), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Комментарисем:

Мирон Толли (2007-10-05 01:45:58):
Тутарстанта çак илертӳллĕ кампанисемпе акцисем иртĕççĕ. Ăмсанмалла.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: