Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пĕлтĕр октябрь уйăхĕнче республикăри чăваш çамрăкĕсен I форумĕ иртрĕ. Унта пĕтĕм районсенчен делегатсем пуçтарăнса хăйсен проблемисем, ĕмĕчĕсем пирки сăмахларĕç, мĕнле ĕçсем тумаллине палăртса хучĕç.
Аса илтеретпĕр:
– чăваш ялĕсенче Культура çурчĕсен, шкулсен ĕçне вăйлатмалла;
– шкул ачисемпе çамрăксем валли республикăри, Чăваш Енри, Раççейри паллă вырăнсене çитсе курма экскурсисем йĕркелемелле;
– библиотекăсене чăвашла кĕнекесемпе пуянлатмалла;
– чăваш шкулĕсен пурлăх тата техника базине çирĕплетмелле;
– çамрăксене ялсене тирпей кĕртес, йывăçсем лартас ĕçе явăçтармалла.
Çамрăксем, паллах, хăйсем тĕллĕн, урăхла каласан – ертӳçĕсĕр – çак ĕçсене пурнăçлаймаççĕ. Çавăнпа та кашни районта яш-кĕрĕме ертсе пыма чи хастар çамрăка суйланă.
Çĕпрел районĕнче, тĕслĕхрен, çамрăксене вăтам шкул вĕрентекенĕ Алина Шишкина ертсе пырать.
Алина Александровна хăй те çирĕм улттăра çеç-ха, яланах çамрăксем хушшинче вăл. Музыка урокĕ илсе пыраканскер хальлĕхе çемье çавăрман-ха. Яш-кĕрĕм пурнăçĕнчен пĕрре те уйрăлас килмест пуль? Тата вăхăт та нумай кирлĕ вĕт-ха пĕтĕм район çамрăкĕсемпе ĕçлемешкĕн.
Алина Шишкина пĕлтернĕ тăрăх, форум иртнĕренпе районта пĕлтерĕшлĕ ĕçсемех туман. Çитменнине тата муниципаллă район пуçлăхĕ улшăнни те пуçланă ĕçсене чарнă. Çапах та район шайĕнче иртекен мероприятисене, уявсене яланах хутшăннă. Тĕслĕхрен, В.Дементьев палăкне уçмашкăн ют хуласенчен килнĕ хăнасене районпа паллаштарнă. Августăн 30-мĕшĕнче районта Çамрăксен кунне ирттернĕ. Унта та тĕрлĕ ял çамрăкĕсем хутшăннă.
Çамрăксен ертӳçи музыкăна вĕрентнипе çеç мар, шкул музейне те «тытса тăрать». Тен çавăнпа район историне питĕ лайăх пĕлет. Вырăнти библиотекăсемпе те тачă çыхăну тытать. Кăçал акă район библиотеки чăвашла кĕнекесемпе пуянланмалла.
Ытти районсенчи чăваш çамрăкĕсен канашĕсем еплерех ĕçлеççĕ-ши? Çулталăк каялла форумра ума лартнă тĕллевсем еплерех пурнăçланса пыраççĕ – çакăн пирки редакцие çырса пĕлтерессе шанатпăр, хисеплĕ тусăмăрсем.
 
: 1236, Хаçат: 39 (717), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: