Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (15.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тăм илнĕ вырăн шупкаланать, шуралать, хытать. Ӳт сивĕнет, туймасть.
Сивĕре ӳте тăм илтересрен пулăшакан меслетсем çук мар. Хăш-пĕрне хăвăр та пĕлетĕр ĕнтĕ, паян эпир сĕнекеннисем те сире пулăшасса шанатпăр.
– Сивĕ çанталăкра алкоголь шĕвекĕсем ан ĕçĕр. Ӳсĕрĕлнине пула этем ăшă нумай çухатать. Çав вăхăтрах ăна хăйне ăшă, пăчă пек те туйăнать. Алкоголе пула çын туйăмĕсем «мăкалаççĕ», çавăнпа вăл тăм илме пуçласан та сисмест.
– Сивĕре пирус туртмалла мар – туртнипе перифери юн тымарĕсен çаврăмĕ пĕчĕкленет, çакна пула ура-алла сивĕ хăвăрттарах «хыпашлама» пуçлать.
– Ирĕклĕ тум тăхăнса çӳремелле – çакă юна лайăх çӳреме май парать. Çиелти тум йĕпенекенни ан пултăр.
– Сивĕ çĕре алсиш, калпак, шарф тăхăнмасăр тухмалла мар. Сивĕ яман материалтан çыхнисем пулсан тата лайăхрах. Атă-кăçатă ăшне стелька хумалла. Çăм нуски тăхăнмалла.
– Пĕрре тăм илнĕ вырăна тепре шăнма ан парăр – ӳт тата ытларах суранланать, тахçанччен пирчет.
– Сивĕре ылтăн, кĕмĕл тата ытти метталран тунă алкасем ан çакăр. Пӳрнери çĕрĕсем те юна кирлĕ пек çаврăнма чăрмантараççĕ.
– Урана тăм илнĕ пулсан сивĕре пушмака хывмалла мар. Ура тӳрех шыçăнса каять, ун хыççăн пушмака тăхăнма та çук. Тăм илнине сиссенех ӳте ăшăтма тăрăшмалла. Май пулсан ăшă пӳлĕме кĕмелле те асăрханса çемçе типĕ татăкпа сăтăрса ăшăтмалла. Тăм илнĕ вырăна юрпа е алсишпа сăтăрмалла мар, ку ӳте тата та суранлатать.
 
: 1491, Хаçат: 2 (940), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: