Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (08.12.2019 03:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Юрă-кĕвĕ енчен илес пулсан Раççей çыннисем питĕ пултаруллă. Кирек мĕнле уява та юрă-ташăпа ирттеретпĕр. Эстрада тесен вара пĕринчен пĕри ирттерме тăрăшать. Фольклорĕ те маххă памасть, ĕлĕкхи юрăсене пĕтермессе, мантармасса тăрăшать. Сăмахран, пирĕн республикăри ялсене илсен те, кашнинче ансамбль пур. Пĕрре кăна та мар-ха. Анчах та Пăва районĕнчи Рункă ялĕнчи вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ нихăш ялта та çук теес килет.
Вĕрсе каламалли инструментсен оркестрне 1973 çултах йĕркеленĕ. Питĕ интереслĕ инструментсемпе калаттармашкăн вара Василий Матросов хытă тăрăшнă. Вăл питĕ пултаруллă çын. Çавăнпа та ун çинчен тĕплĕнрех çырса кăтартас килет.
Василий Матросов Рункă ялĕнче 1952 çулта çуралса ӳснĕ. Ача чухнех вăл купăспа тата баянпа калама пĕлнĕ. Çавăнпа та шкулта пĕтĕм обществăлла ĕçсене хутшăннă. Шкул хыççăн вара пултарулăхне кура Тельман ячĕллĕ колхоз председателĕ ăна Хусанти Халăх пултарулăхĕн çуртне вĕренме ярать. Унтан каччă хĕрлĕ дипломпа таврăнать. Вара 1970 çулта Рункăри Культура çуртĕнче илемлĕх ертӳçи пулса ĕçлеме тытăнать.
Ĕçленĕ май Василий Михайлович 12 çынран тăракан вĕрсе каламалли инструментсен оркестрне йĕркелеме пуçлать те. Хăй салтака кайнă чухне те оркестрпа ăсатаççĕ. Хĕсметре те вăл музвзводра тăнă. Германири темиçе хулана çитнĕ вăл музыкантсемпе концертсем лартса. Унпа калаçса ларнă май, Германири Э.Хонекер компартийĕн Генеральнăй секретарĕ панă Хисеп хучĕсене те алăпа тытса курма тӳр килчĕ. Унта тухакан хаçатсенче те пĕрре мар пичетленнĕ вăл. Пултаруллă чăваш. Ют çĕршывра та хăйне кăтартса килнĕ.
Совет Çарĕнчен таврăннăранпа паян кунччен Василий Михайлович тăван ялĕнчи Культура çуртĕнче вăй хурать.
Клубра ĕçленĕ май вăл шкулта та, ача садĕнче те çамрăксене музыкăна юратма вĕрентнĕ.
Чăваш культурине, йăли-йĕркине сыхласа хăварас тесе 1979 çулта «Çăлкуç» фольклор ансамбльне йĕркелесе ярать. Çак ансамбль паянхи кун та чи лайăххисен шутĕнче тăрать. Вĕсем республикăра иртекен конкурссене çеç мар, кӳршĕ регионсене те яланах тухса çӳреççĕ. Сăмахран, Шупашкарта иртекен «Раççей çăлкуçĕсем» Раççей шайĕнчи халăх пултарулăхĕн фестивальне пĕрре мар хутшăннă. Унтан дипломсемпе таврăннă. Хамăр патра та вĕсене мала хураççĕ. Хусанăн 1000 çулхи юбилейĕнче те никам та мар, Пăва районĕнчи Рункă ялĕн фольклор ансамблĕ чаплă хăнасене кĕтсе илчĕ. Чăваш юррисемпе, ташшисемпе вĕсем Раççейĕн пĕтĕм регионсен пуçлăхĕсене тĕлĕнтерчĕç.
«Çăлкуç» ансамбльпе пăвасем «Уява» та хутшăнмасăр юлмаççĕ. «Чăваш шăпчăкĕ» конкурсран, сăмахран, I степеньлĕ лауреат пулса таврăннă. «Çăлкуç» çинчен каламалли питĕ нумай, паллах.
Василий Михайлович çаплах купăсçăсен ушкăнĕ йĕркелесе района кĕрлеттерет. 1997 çултанпа купăс сасси ял тăрăх ян! каять. 16 çын пĕр харăс купăс тăсса таврана илем кӳреççĕ. Гитарисчĕсем тата…
Рункăри Культура çурчĕн ĕçченĕсем, ял халăхĕ мана тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕç, вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ хăйне, йăлана кĕмен инструментсен ансамблĕ вара… 15 çынран тăракан ансамбль пăчкăсемпе, мăйракасемпе, турасемпе тата ытти япаласемпе кĕвĕ кăларса çынсене савăнтарать.
Ял халăхĕ каланă тăрăх, Василий Матросов юрăсене кĕвĕленипе çеç мар, инструментсене те хăй аллипе тăвать. Сăмахран, манăн куçа курăнни кăна вăл – параппан хатĕрĕсем.
– Вĕсене инструмент туса кăларас тесен качака тирĕ кирлĕ-ха, – тет тава тивĕçлĕ ят илме вăхăт çитнĕ Василий Михайлович. – Параппанăн сасси хитре илтĕнтĕр тесен качака тирĕпе хуплама тăрăшмалла. Кашни инструментăн хăйĕн вăрттăнлăхĕ пур.
– Василий Михайлович, эсир 42 çул çак ĕçре, çур ĕмĕр темелле, ялан халăхпа ĕçлеме тӳр килет, çынсем итлемесĕр тарăхтармаççĕ-и? – кăсăклантăм эпĕ унăн пултарулăхĕпе мăнаçланса.
– Тĕрĕссине калатăп, пирĕн ял çыннисем музыкăна питĕ юратаççĕ. Ял халăхĕ, ватти-вĕтти ансамбльсене хутшăнаççĕ. Астăвасса, ĕçлеме пуçласанах-ха хор тума шутларăм, унта 40 çын таранччен çӳреме пуçларĕç. Ансамбльсене те хаваспах хутшăнаççĕ. Шел пулин те, ваттисем вилсе пыраççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен эпĕ шкул ачисемпе нумайрах ĕçлетĕп. Вĕсем 6-мĕш класран пуçлаççĕ те мĕн шкул пĕтериччен инструментсемпе калама вĕренеççĕ. Вĕсене килĕшет. Урам тăрăх çапкаланса çӳремеççĕ, шкул хыççăн клуба килсе алла инструмент тытаççĕ. Нотăсем те пĕлеççĕ. Инструментсемпе калама пĕлни вĕсене пурнăçра питĕ кирлĕ пулать тесе шутлатăп. Музыкантсене ăçта та сума сăваççĕ. Юлашки çулсенче халăх магнитофонпа çеç савăнать. Çапах та купăс тытса кĕвĕ каланине нимĕн те çитмест.
Çапла Василий Матросов пек пĕр харăс темиçе ансамбль тытса тăраканни пур пулсан та, питĕ сахал. Пĕр шутласан Хусанти пултарулăх çуртĕнче вĕреннипе кăна çавăн пек çитĕнӳсем тума çук теме пулать. Тĕрĕс, вăл çав пĕлӳпе кăна пурăнман, ялан пĕлĕвне пуянлатма тăрăшнă. Анат Кама хулинче вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕн ертӳçи пулма тата баяниста вĕренсе тухнă. Çаплах Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтерсе диплом илнĕ.
– Эпĕ клубра пĕччен кăна ĕçлеместĕп. Светлана Ембулдина çур ставкăпа пулсан та фольклор ансамбльне ертсе пыма пулăшать, – тет Василий Матросов.
– Василий Михайлович питĕ сăпайлă çын. Çур ĕмĕр калама çук пысăк ĕç туса пырать, анчах та нихăçан та кăкăр шаккаса çӳремен. Çынна «таптаса» мала тухма тăрăшман. Хăй ĕçне тунă. Эпир унпа мăнаçланатпăр. Ăна культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне тахçанах памалла тесе шутлатпăр, – теççĕ ял çыннисем.
Эпĕ те вĕсемпе килĕшетĕп. Çавăн чухлĕ çынна музыкант туса кăларма питĕ нумай вăй, чăтăмлăх, юрату кирлĕ.
Мăшăрĕ Галина Николаевна та хăй пекех музыкăна питĕ юратать. Вăл ансамбльсене хутшăнать. Сасси те питĕ хитре.
Виçĕ ача çуратса ӳстернĕ Матросовсем. Шăпчăксенчен шăпчăксем пуласси паллă ĕнтĕ. Вĕсем те хăйсен пултарулăхне сахал мар кăтартнă.
Кăçал июль уйăхĕнче Василий Михайловичăн 60 çулхи юбилейĕ пулать. Эпир ăна çав паллă кун тĕлне хисеплĕ ят илме сунатпăр.
 
: 967, Хаçат: 2 (940)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: