Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕпрел районĕнчи Аслă Аксу ялĕн шăпăрланĕсем мĕн пĕчĕкренех «ĕçлĕ», вĕсен те аслисем пекех ирех тăмалла. Васкаса тумланмалла та ача садне васкамалла. Пĕчĕкскерсене тараватлă та ырă кăмăллă воспитательсем Наталья Николаевна Симкина, Зоя Петровна Дилекеевăпа Елена Васильевна Пайзе тата садик заведующийĕ Валентина Геннадьевна Храмова кашни ир кĕтсе тăраççĕ. Ирина Владимировна Мускатинова повар пĕçернĕ апат та таçтанах тутлă шăршăпа илĕртет.
«Ивушка» ача сачĕ Аслă Аксу ялĕнче уçăлнăранпа нумай çул ĕнтĕ, кашни çулах унта ача-пăча йышлă çӳрет. Хальхи вăхăтра та 1,5-6 çултисем 26 ача таранах.
Çак ялăн пурнăçĕ республикăри ытти ялсенчен питех уйрăлса тăмасть. Кунта та çамрăксем ĕç çуккипе тарăхаççĕ, çемье пуçĕсен ют хуласене ĕçе çӳреме тивет. Çапах та пепкисене укçа çук тесе садика яманнисем çук. Пĕр шутласан, ял çыннишĕн уйăхсерен ача сачĕшĕн 812 тенкĕ тӳлесси пĕчĕк тăкак мар. Чăн та, нумай ачаллисене, Афган, Чечня вăрçисенче пулнисене çăмăллăх парăнать-ха, вĕсем ачашăн çур хак – 402 тенкĕ кăна тӳлеççĕ. Çавах та ача садне çӳрекен ачасене шкулта вĕренме чылай çăмăлтарах пулнине ашшĕ-амăшĕ лайăх ăнланать, çавăнпа ниме пăхмасăр пепкине ялти садике яма тăрăшать. Пепкисем кунта пуçласа сас паллисене паллама, çырма хăнăхаççĕ, сăвăсем калама, юрăсем юрлама вĕренеççĕ, пĕр сăмахпа каласан, мĕнпур енчен аталанаççĕ.
«Ивушка» ачисен пултарулăхне эпир те курма ĕлкĕртĕмĕр. Пĕчĕкскерсем кĕркунне шкул юбилейĕнче сцена çине хăпарсах саламлани уява илем кӳчĕ çеç мар, ку шкулăн малашлăхĕ пуррине те кăтартрĕ.
«Ивушкан» заведующийĕ Валентина Геннадьевна каланă тăрăх, садикăн хальлĕхе нихăш енчен те йывăрлăхсем çук. Пӳлĕмсем çутă та ăшă, кирли йăлтах пур, апат енчен те йывăрлăхсем çук, ку енĕпе Çĕпрелĕнчи райпо тата ырă кăмăллă предпринимательсем пулăшсах тăраççĕ. Ашшĕ-амăшĕ те пулăшăва килме ӳркенмест. Ачасене савăнса ӳсме нимĕн те ан чăрмантартăр теççĕ çеç.
 
: 984, Хаçат: 2 (940)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: