Юнкун ТР Президенчĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан – ТР Премьер-министрĕ Ильдар Халиков Ешĕлварти (Зеленодольск) «ПОЗИС» УАОна çитсе курчĕ. Вăл хуçалăхра усă курмалли тата медицина техники тăвас енĕпе Раççейре чи пысăк предприятисенчен пĕри шутланать. 2011 çулта предприяти 2,6 миллиард тенкĕлĕх 276 пин холодильник сутнă. «ПОЗИС» ТР Сывлăх сыхлав министерствин медицина холодильникĕсем тумалли заказне те ăнăçлăн пурнăçланă. Компани хăйĕн бренчĕпе çеç холодильниксем кăлармасть, ют çĕршывсенчи пысăк предприятисен заказĕпе те ĕçлет.
Ильдар Халиков заводри холодильниксем тăвакан цехсенче пулса курчĕ. Премьер-министра кунта холодильнике еплерех тунине малтан пуçласа вĕçне çитиччен кăтартса пачĕç. Завод кăларакан продукцин куравĕпе паллашма та интереслĕ пулчĕ ăна.
– «ПОЗИС» марка Тутарстанра кăна мар, ытти регионсенче те анлă сарăлнă. Завод кунран-кун аталанса пырать, кашни уйăхра тенĕ пек çĕнĕ модельсем производствăна кĕреççĕ. Анчах тунă çитĕнӳсем çинче çеç чарăнса тăмалла мар, лидер позицийĕсене тата та çирĕплетме тăрăшмалла, тĕнчери лидерсемпе çыхăнса ĕçлемелле. Предприяти йĕркеллĕ ĕçленине хам куçпа курса ĕнентĕм, – терĕ Ильдар Халиков курнине пĕтĕмлетсе.
![]() |