Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 15 - 17 градус ăшă, çил 0-2 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кашни хаçатăнни пекех «Суварăн» та хăйĕн авторĕсем пур. Вĕсем пирĕншĕн, редакцире ĕçлекенсемшĕн, пĕр тăвансем пекех туйăнаççĕ. Куллен çырса тăракансенчен вăрах вăхăт çыру килмесен: «Мĕн пулнă-ши, тахçантанпа çырмасть», – тесе кулянатпăр. Хаçатăн чăн-чăн çывăх, шанчăклă авторĕсем, тĕрĕссипе каласан, пит нумаях мар. Хусанта тухса тăракан чăваш хаçатне чун-чĕререн юратакансем кăна ниме пăхмасăр пирĕнпе куллен çыхăну тытаççĕ. Çакнашкал шанчăклă туссен шутне манăн хаçатăмăрăн хисеплĕ авторĕсенчен пĕрне, Аксу районĕнчи Кивĕ Киреметре пурăнакан Григорий Тяманов-Акташа кĕртес килет.
Григорий Игнатьевичшăн «Сувар» хаçат чăн-чăн юлташ, вăл ăна кашни эрнекун чăтăмсăррăн кĕтсе тăрать. Çĕнĕ номере илсен вара малтан пуçласа вĕçне çитиччен вуласа тухмасăр та аллинчен ямасть. Хăй каланă тăрăх, хаçатра пичетленекен кашни автора çывăх çынни вырăнне хурать вăл, хайлавĕсене вуласа вĕсем çинчен пĕлет.
«Çитмĕлтен иртсен хăлха япăх илтекен пулчĕ, пуç кĕрлет. Мĕн каланине илтсен те тӳрех тĕрĕс ăнланса илейместĕп. Ватăлас енне çапла пулчĕ çав манăн шăпа. Çитмĕле çитиччен çынпа çын пек тĕл пулса калаçаттăм, тухса çӳреттĕм, пухусенчен, уявсенчен юлман – сăвăсем вулаттăм. Халĕ те таçта та чĕнеççĕ, анчах каяймастăп – илтместĕп. Килте кăна кĕнекесемпе йăпанатăп. Ĕлĕкрех куллен тенĕ пек çыравçăсем ман пата пухăнатчĕç, хапха умне машинăсем тăратма та вырăн юлмастчĕ. Халь пурте сивĕнчĕç: калаçса ларма çук манпа. Камăн хут çине çырса кăна сăмах сӳтес килтĕр?..» – хурланса çырать Григорий Игнатьевич пĕр çырăвĕнче.
Ахальтен мар хытă кулянать пирĕн авторăмăр. Çырасси, çыравçăсемпе куллен курнăçса калаçасси уншăн темрен те хаклă. Ара, вăл мĕн çамрăкран çырать, вăхăтĕнче хаçатра та 15 çул ĕçленĕ…
Кĕскен Григорий Тяманов-Акташăн кун-çулĕпе паллашар-ха. Вăл 1935 çулта Аксу районне кĕрекен Тури Чăваш Киремечĕ (ун чух Кивĕ Киремете çапла каланă) ятлă ялта çуралнă. Чăвашсем çырма тепĕр енчи тутарсемпе пĕрлешсе пĕр ял Совечĕ, колхоз тунă ун чух. Вăл вăхăтра ялта тăватă класс таран кăна вĕренме пулнăран малалла пĕлӳ пухма 7 километрти Аксăва çӳренĕ Кĕркури. Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче Аксăва çӳресе 7 класс пĕтернĕ вăл.
– Малалла вĕренесси пулмарĕ, – каласа парать Григорий Игнатьевич. – Çиме те, тумтир те çукчĕ. Çăпатапа, пир тумтирпе райцентра шкула çӳресси пĕтрĕ. Хысна ун чух ремесла училищине вĕренме чĕнетчĕ. Унта тумлантаратчĕç, çитеретчĕç, общежитинче пурăнтаратчĕç. Икĕ çул унта вĕренсе пăрахутсем çинче ĕçлеме тытăнтăм. Малалла вĕренесси пуçран тухмарĕ – каçхи шкула çӳресе вăтам пĕлӳ çинчен калакан аттестат илтĕм.
Салтакра чух та писарь, аслă писарь пулнă Кивĕ Киремет каччи, вăрттăнлăх штабĕнче уйрăм заведующийĕ пулнă. Ăна ун чухнех, çар хаçатĕнче сăввисем пичетленнĕрен, поэт тенĕ.
Çырма вара ремесла училищинче вĕреннĕ вăхăтра пуçланă Г.Тяманов. Чи малтан хăйĕн хайлавĕсене Хусанта чăвашла тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçата ярса панă. Нумай сăвви пичетленнĕ çак хаçатра унăн. Çартан таврăнсан пĕр хушă соцтивĕçтерӳ пайĕнче тăрăшнă хыççăн «Колхозная газета» хаçата ĕçе илнĕ ăна. Аксу районне пĕтерсен Нурлатри «Туслăх» хаçата куçнă. Çĕнĕрен Аксу районне йĕркелесен вара Аксура «Ял пурнăçĕ» чăвашла хаçат кăларма пуçланă Григорий Игнатьевич. Шел пулин те, юратнă ĕçĕпе сывпуллашма тивнĕ Тямановăн. Тĕрĕслĕхе куçран калама хăнăхнăскере пуçлăхсем юратман курăнать.
Пуç усса ларасси йăлара мар çирĕп кăмăллă çыннăн. Малтан лесникре, унтан механизаци училищине пĕтерсе 18 çул трактористра ĕçленĕ вăл. Кирпĕч кăларакан заводра та чылай тар тăкнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçлеме пăрахман – ултă çул тимĕрçĕре тăрăшнă.
Григорий Игнатьевич мăшăрĕпе Нина Петровнăпа пĕрле ултă ача çуратса ӳстернĕ. Тямановсен ачисем пурте аслă пĕлӳллĕ, ашшĕ-амăшĕ пекех уçă кăмăллă та тарават, хисепе тивĕçлĕ çынсем.
Чăваш халăх академикĕ ятне илнĕскер, Григорий Акташ тăватă кĕнеке авторĕ. Тата 4-5 кĕнеке кăларма та çителĕклĕ унăн сăввисем, анчах та хальхи саманара кĕнеке кăларасси сĕре хака ларни ура хурать пултаруллă поэта.
Хаçатăн шанчăклă тусĕ ыран, январĕн 7-мĕшĕнче, 77 çул тултарать. Эпир редакци тата пур вулакан ятĕнчен те ăна çуралнă кун ячĕпе саламлатпăр. Калемĕр халичченхи пекех çивĕч пултăр, çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, çĕнĕ çитĕнӳсем, çĕнĕ кĕнекесем кăларма ăнăçу сунатпăр сире, Григорий Игнатьевич! «Суварпа» малашне те çирĕп çыхăну тытасса шансах тăратпăр. Сирĕн сăввăрсем те, статйăрсемпе тĕрленчĕкĕрсем те пысăк ăсталăхпа çырнă хайлавсем. Эсир – çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх.
Сăмах май палăртса хăварас килет: Григорий Акташ пек чĕлхе илемлĕхне туйса, сăвă виçине пĕлсе, çирĕп пăхăнса çыракан поэтсем сайра. Ун хайлавĕсене вулама тытăнсан вĕçне çитмесĕр те чарăнас килмест. Çакна редакцире ĕçлекенсем те, вулакансем те палăртаççĕ.
Г.Тяманов (сылтăмра) мăшăрĕпе тата В.Козлов çыравçăпа.
Г.Тяманов (сылтăмра) мăшăрĕпе тата В.Козлов çыравçăпа.
 
: 1054, Хаçат: 1 (939)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: