Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (30.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

2012 çулхи январĕн 23-мĕшĕнче Китай гороскопĕпе Аçтаха çулĕ пуçланать. Пĕрисем ăна Хура теççĕ, теприсем – Кăвак. Мĕн кĕтет-ха пире çывхарса килекен çĕнĕ çулта тата çулталăк хуçи еплескер?
Аçтаха – чаплă тата хăватлă чĕр чун, тухăçра ун çулĕнче çуралнине чăн-чăн ăнăçу тесе шутлаççĕ. Ара, императорсене шăпах Аçтаха пулăшса пырать вĕт. Аçтахана юрама пĕлетĕн-тĕк – сана ăнăçу, обществăра хисеп кĕтет. Ăна çиллентерсен вара… Çак чĕр чун пархатарлă та хăюллă, анчах питĕ хăрушă та. Тавăраканскер мар, анчах самантрах тулхăрса кайса «хăлха чикки» параканскер. Апла-тăк çывхарса килекен çулта пĕр-пĕр ĕç тăвиччен «çиччĕ виçсе пĕрре касмалла».
Аçтаха ăнăçуллă, тĕллевлĕ çынсене юратать. Вăл ăмăртусемпе хитре çĕнтерӳсен сывлăшĕпе сывлать. 2012 çулта хăйсене алăра тытма, хăйсен пултарулăхне усăллă ĕçе яма пĕлекенсен ĕçсем ăнаççĕ.
Çĕнĕ çула савăнăçлă, пысăк компанипе, юрă-ташăпа, конкурссемпе, сюрпризсемпе кĕтсе илмелле. Пĕччен кĕтекенсен те кулянма кирлех мар: пĕчченлĕх тапхăрĕ кĕçех иртет. Пурпĕрех сĕтел çи хатĕрлесе шампански те пулсан ĕçмеллех.
2012 çулăн стихийи – шыв, çавăнпа та пӳрт-çурта тинĕс тематикине пăхăнса илемлетмелле. Тĕслĕхрен, хуртпуççи (ракушка), тинĕс çăлтăрĕ, пулăллă картинăсем, шыв тултарнă савăтсем, хаклă япаласем пулсан аван. Сарă тата симĕс тĕслĕ çуртасем çутса лартни те питĕ аван: вут çулталăк хуçин тĕп атрибучĕсенчен пĕри-çке. Сĕтел çине Аçтаха кĕлеткине лартма та манмалла мар.
Елкăна илемлетнĕ чух та тимлĕ пулмалла: Аçтаха кăпăш та илемлисене юратать. Ун çинчи теттесем шурă, хĕрлĕрех сарă тата кĕмĕл тĕслĕ пулччăр.
Апат енчен илес пулсан, Аçтаха пĕтĕмпех çиет. Чи кирли – апат тутлă та пăсăлманни пултăр. «Вутлă» специсемпе хатĕрленине, паллах, Аçтаха пуринчен ытла килĕштерет. Сĕтел çинче кавăнран хатĕрленĕ апат тата тухăç кухнинчен мĕн те пулсан пултăр, тĕслĕхрен, роллы.
Мĕнле тум суйламалла-ха Çĕнĕ çула кĕтсе илме? Ылтăнпа хура тĕслĕ кĕпе, блузка, костюм килĕшӳллĕ пулмалла. Çавăн пекех хурапа симĕслĕ тум та шăпах уяв ыйтнине тивĕçтермелле. Тĕпрен илсен вара, тумăн тĕсĕ пĕлтерĕшлех те мар. Вăл илемлĕ, йăлтăркка пултăр. Шăрçа-сулă ытларах çакмалла, чĕрнесене илемлĕ сăрламалла, прическа тумалла.
Тата… çывăх çынсене парне пама ан манăр. Мĕн чухлĕ ытларах парне паратăр, Çĕнĕ çул сирĕншĕн укçа-тенкĕ енчен çавăн чухлĕ ăнăçлăрах пулать.
ЙĔКЕХӲРЕ (1912 ,1924, 1936, 1948, 1960, 1972, 1984, 1996, 2008)
Йĕкехӳре Аçтаха çулĕнче чи ăнăçуллă паллă. Чи кирли – шăпа парнеленĕ кашни шанăçпа усă курмалла, апла-тăк кирлĕ вăхăтра кирлĕ вырăнта пулма тăрăшмалла. Ырана хăварнă плансемпе проектсене пурнăçа кĕртме вăхăт çитнĕ халь – ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме çине тăмалла. Йĕкехӳрешĕн чи лайăх партнер çак çул – Аçтаха. Творчество çыннисене уйрăмах пысăк çитĕнӳсем кĕтеççĕ: Фортуна сирĕн майлă, аталанма çул уçă. Укçа-тенкĕ енчен илсен çакна палăртмалла: тупăш хушăнать, анчах тăкаксем те нумайланаççĕ. Пĕр-пĕр пĕлтерĕшлĕ йышăну тунă чух тĕплĕн шухăшлăр. Карьера пусмипе çӳлелле хăпарма шанăç пур, сирĕн ĕçе пуçлăхсем хака хурса пулăшу параççĕ. Саккунсене пăхăнмалла, куллен хутшăнакан çынсемпе хирĕçмелле мар. Çемьесĕррисене çĕнĕ роман кĕтет, мăшăрлисен харкашусенчен асăрханмалла.
ВĂКĂР (1913, 1925, 1937, 1949, 1961, 1973, 1985, 1997, 2009)
Вăкăрсен иккĕленӳсĕр шухăшлавĕ Аçтахан ăс-тăнлăхĕпе питĕ ăнăçлă килĕшӳре, çавăнпа та пысăк мар ĕçсене хăвăрт пурнăçлама май пур. Хĕрӳллĕ Аçтаха кăларнă тăвăлта çухалса каяс мар тесен, Вăкăрăн хăйне алăра çирĕп тытма тивет. Сирĕн пурнăçăра хăвăра кирлĕ пек йĕркелеме вăхăт çитнĕ. Мĕн те пулин çĕнни вĕренмелле. Тĕслĕхрен, бухучета, программирование, ют чĕлхене алла илни пăсмĕ. Яланах малалла утмалла, анчах та пĕчĕк утăмсемпе. Тупăш хăвăр мĕн чухлĕ ĕçлейнинчен килет. Юратупа çемьеллĕ пурнăçра килĕшӳ хуçаланать. Аçтаха çулĕнче çавăрнă çемьесем хуть мĕнле йывăрлăх урлă та иртме чăтăмлăх çитереççĕ, паллах, мăшăрсем пĕр-пĕрне чăннипех те юратса пĕрлешсен. Ку çул Вăкăрăн ĕçе улăштарма кирлĕ мар. Халиччен пулса курман çĕре кайса курни ăнăçу кӳрет. Аслисене хисеплĕр, хăвăрăн сывлăхăра упрăр.
ТИГР (1914, 1926, 1938, 1950, 1962, 1974, 1986, 1998, 2010)
Аçтахапа Тигр пĕр-пĕрне йывăррăн ăнланаççĕ, çавăнпа та туйăмăрсене сăнасах тăмалла, хăвăра лăпкăрах тытмалла. Ĕçе яланах тĕплĕн тума тăрăшăр, уйрăмах документсенче йăнăш тăвасран асăрханмалла. Тигр çынсен умĕнче хăйĕн хăюлăхне, пархатарлăхне тата хастарлăхне кăтартсан ăнăçу ун енче пулать. Çынпа калаçнă чух сăмахсене тĕплĕн суйласа калаçмалла. Çынсем йышлă пухăнакан мероприятисене, шавлă компанисене çӳреме тăрăшмалла мар. Çемьеллисемшĕн ку çул ăнăçлă пулать. Е сирĕн ача çуралма пултарать, е çурт-йĕр туянатăр… Мăшăрсăррисене мăшăр тупма та çителĕклĕ шанăç парать Аçтаха. Автомобиль е çурт-йĕр туянас ĕмĕте вара 2013 çула хăварма тивет.
КУШАК (КРОЛИК) (1915, 1927, 1939, 1951, 1963, 1975, 1987, 1999, 2011)
Кушакшăн ку çул – улшăну вăхăчĕ. Вăл мĕн тусан та ăнăçать. Чи кирли – пĕтĕмĕшлĕ правилăсене кăна ан пăсăр, çыннăнне ан хапсăнăр, «хăвăрăн уставăрпа ют мăнастире ан кайăр». Ура хума та хăвăра хăвăр кăна пултаратăр. Усал йăлана – улталассине – пăрахма тивет. Çĕнĕ çулта сире ырă хыпарсем нумай кĕтеççĕ. Укçа-тенкĕ енчен ытларах арçынсене ăнăçать. Хĕрарăмсен кĕтмен тăкаксем, çухатусем пулма пултараççĕ. Сирĕн йышпа ĕçлеме, пĕрле тупнă тупăша пайлама вĕренмелле. Хирĕçӳ-харкашу кăларма кирлĕ мар – килĕшӳ кăна çĕнтерӳ тума пулăшать. Мăшăрлă Кушаксен çемьере чăтăмлăрах пулмалла. Юратура çивĕч туйăмсем, хĕрӳлĕх кĕтеççĕ.
АÇТАХА (1916, 1928, 1940, 1952, 1964, 1976, 1988, 2000)
Аçтахасем, ку сирĕн çул! Сире 2012 çулта ыттисенчен ытларах ăнать. Мĕн улăштарас килет – улăштарăр: ăнăçу сирĕн енче. Хăвăр пуçра пур идейăсене пĕтĕмпех пурнăçа кĕртме хал çитеретĕр. Сире ĕçре ӳсме пулăшакан çын тупăнать. Харпăр пурнăçăра йĕркелĕр, çывăх çыннăрсене пулăшăр – çакă сире ĕçре пулăшĕ. Çĕнĕ ĕçсем сире укçа-тенкĕ кӳреççĕ. Мăшăрланма шухăшлатăр пулсан, тупра хатĕрлеме пуçлăр. Туй тумашкăн çулла пуçламăшĕ ăнăçлăрах. Сывлăх çирĕп. Çынсемпе калаçнă чух питĕ асăрхануллă пулăр, кăра кăмăла кăшт пусарсан аван. Аçтаха хăйпе «пĕр тăвансене» пурне те юратать пулин те, аçтахан тĕп пахалăхĕсене – ăслăн шухăшлани тата пархатарлăх – тытса пыракансене кăна чăннипех ăнăçу кӳрет. Хĕрарăм-Аçтахасен кăçал ура çинче çирĕп тăракан арçынна качча тухма шанăç пур.
ÇĔЛЕН (1917, 1929, 1941, 1953, 1965, 1977, 1989, 2001)
Ăнăçлă çул. Сирĕн ăс-тăнăр тата Аçтахан вĕçсĕр-хĕрсĕр энергийĕ – эсир тăва тепĕр майлă çавăрса хума пултаратăр. Чи кирли, япăх витĕмлĕхе лекмелле мар. Укçа-тенкĕ енчен ăнăçлă ку çул, пур шанăçпа та туллин усă курмалла. Ĕçре ӳсĕм картлашкипе хăпарма, хăвăрăн ĕçĕре аталантарма май пулать. Шухăшланине пурнăçлама вара сире чăтăмлăх тата дипломатиллĕ пултарулăх кирлĕ пулать. Сĕнӳ: ниçта та пуçарулăх кăтартма ан тăрăшăр, ĕçре, çемьере кам сире мĕнле хаклать – çавна сăнăр, хăвăршăн пĕтĕмлетӳсем тăвăр. Уйрăмах çĕнĕ çынсемпе асăрхануллă пулмалла, ултавран сыхланăр. Ку çул нимĕн те улăштарма кирлĕ мар, улшăнусемшĕн чи лайăх вăхăт 2013 çулта пулать сирĕншĕн. Пĕр шухăшсăр пурăнма укçа çителĕклĕ пулать.
ЛАША (1918, 1930, 1942, 1954, 1966, 1978, 1990, 2002)
Лашана Аçтаха тĕрев парать, çавăнпа та ку сирĕншĕн япăх мар çул. Сире çут çанталăк панă оптимизм, пулса иртнине çивĕч йышăнни, креативлăх – пĕтĕмпех вырăнлă. Пĕр вырăнта лармалла мар – çул çӳревшĕн питĕ ăнăçлă тапхăр. Эсир хăвăрта çĕнĕ талантсем уçатăр – çакă хăвăра та тĕлĕнтерет. Лаша çулĕнче çуралнисене 2012 çул карьерăри ӳсĕм, суйлаври çĕнтерӳ, власть, вĕренӳре тата наукăра çитĕнӳсем парнелет. Укçа-тенкĕ енчен илсен вара çулталăк стабильлех мар. Юристсемпе çыхăннă ыйтусемпе тимлĕрех пулмалла, саккунсене пăсмалла мар. Харпăр пурнăç лăпкă пулать. Халичченхи ĕç укçипех нумай ĕçлеме тивет. Арçын-Лашасен çемйинче ача е мăнук çуралас шанăç пур.
КАЧАКА (СУРĂХ) (1919, 1931, 1943, 1955, 1967, 1979, 1991, 2003)
Çĕннине хăвăрт хăнăхакан, çав хушăрах йăла-йĕркене те çирĕп пăхăнакан Качакасен ĕмĕчĕсем 100 проценчĕпех пурнăçланаççĕ. Сирте малашлăха тĕрĕс çулпа утас тĕлĕнмелле пултарулăх пур. Ĕçре те, юратура та ăнăçу кĕтет. Сире темиçе ĕç те сĕнме пултараççĕ ку çул, хăвăра ытларах килĕшекеннине суйласа илесси çеç юлать. Çĕнĕ ĕç, паллах, сирĕн çине çĕнĕ тивĕçсем «тиет». Сĕнӳ: хăвăр çине ытлашшине тиеме ан васкăр, унсăрăн ăнăçу пăрăнма пултарать. Укçа-тенкĕ енчен илсен Качакана лайăх тупăш кĕтет, анчах нухрата çĕнĕ проектсем çине яма тăхтамалла. Курорт романĕпе çыхланма сĕнмеççĕ астрологсем. Хĕрарăм-Качакасем çемьери хутшăнусене çирĕплетес тесе тăрăшаççĕ: тен, сирĕн «çĕнĕ роле» те алла илме тивĕ, тĕслĕхрен, çурт хуçи, анне е кукамай-асанне… Арçынсене вара профессире ӳсĕмсем кĕтеççĕ.
УПĂТЕ (1920, 1932, 1944, 1956, 1968, 1980, 1992, 2004)
Чее тата ларма-тăма пĕлмен Упăтене пит килĕштерсех каймасть Аçтаха. Çапах та унăн энергине кăмăллать вăл. Енчен те эсир çынсене шеллеме, вĕсене пулăшма вĕренсен çулталăк хуçи сире ăнăçусем тума пĕрре мар шанăç парнелет. Иртнĕ çул «акнă вăрлăхсем» кăçал тухăç параççĕ. Упăтен тăрăшса ĕçлемелле, хуть хăш самантра та йышăну тума хатĕр пулмалла. Харпăр пурнăçра улшăнусем пулаççĕ. Çурт-йĕр туянма пултаратăр. Хĕрарăм-Упăтесен имиджа, пĕлĕшсене, ĕç вырăнне улăштарас килет, çакă вĕсене усă çеç кӳрет. Арçынсен вара ытларах çуран утмалла, спортпа туслашмалла.
АВТАН (1921, 1933, 1945, 1957, 1969, 1981, 1993, 2005)
Хăй пекех йăлтăрккана кăмăллакан Аçтахана Автан килĕштерет, çавна кура çулталăк хуçи те сире тимлĕхсĕр хăвармĕ. «Чăх – вĕçен кайăк мар», – тенине манăр, Аçтахан вăйлă та çирĕп çунаттисем сире пĕлĕте вĕçме пулăшаççех. Хăйне хăй шанни халь Автана пулăшать кăна. Шалти туйăма шанмалла. Сире нумай сюрприз кĕтет 2012 çулта. Ума тухса тăнă йывăрлăхсенчен хăрамалла мар, çапла майпа Аçтаха сирĕн вăй-хала тĕрĕслет. Вăй хуни карьера картлашкипе çӳлелле хăпарма, ĕç укçи шайне ӳстерме пулăшать. Авантюрăпа çыхланмалла мар. Çемье, ачасем çине ытларах тимлĕх уйăрăр. Çак çул пĕччен Автансемшĕн çемье çавăрма ăнăçлă.
ЙЫТĂ (1922, 1934, 1946, 1958, 1970, 1982, 1994, 2006)
Йытăсен пурнăçĕ çăмăл пулать тесе калаймăн, вăл Аçтахана кирлĕ пек хисепе хуман пĕртен-пĕр паллă ахăр. Сĕнӳ: хăвăра лăпкăрах тытмалла, çынсене итлемелле, унчченхи пек пурне те хăвăрăн куçран пăхтарма тăрăшмалла мар. Унсăрăн вăйпа ĕçлесе тупнине те çухатма пулать. Канăр, обществăлла ĕçрен тата политикăран пăрăнма тăрăшмалла. Çулталăкăн иккĕмĕш çурри сирĕншĕн ăнăçлăрах пулать. Харпăр пурнăçра пысăк улшăнусем пулма пултараççĕ. Карьера енчен – чи ăнăçлă çул мар, çĕнĕ проектсем пуçлама кирлĕ мар. Хăнăхнă ĕçе пурнăçлани тупăш ытларах кӳрĕ. Аçтаха çулĕнче арçын-Йытăсен кредит илмелле мар.
СЫСНА (1923, 1935, 1947, 1959, 1971, 1983, 1995, 2007)
Хăюлăх, харсăрлăх, шанчăклăх тата çине тăраслăх Сыснана кăçал тĕллевсене пурнăçлама, çитĕнӳ тума пулăшаççĕ. Професси тĕлĕшпе улшăнусем пулма пултараççĕ, çавăнпа та «запаслă аэродром» маларахах хатĕрлесе хурсан аван. Ытлашши калаçасран асăрханăр, «манăн чĕлхе – манăн тăшман» тенине асра тытăр. Çывăх çынсене ытларах тимлĕх уйăрмалла, сывлăха çирĕплетмелле. Хĕрарăм-Сыснасен хăйсен шалти туйăмне итлемелле, арçынсен те хăйсен вăйне шанмалла. Юратура вара сире Аçтаха пулăшса кăна пырĕ, 2012 çулта çемье çавăрсан ăнăçлă пулать.
Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатпăр сире, хисеплĕ вулаканăмăрсем!
 
: 895, Хаçат: 52 (938), Категори: Гороскоп

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: