Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Раççейре пурăнакансен шучĕ 142 миллион та 857 çын тесе пĕлтерет Росстат 2010 çулхи çырава татăклăн пĕтĕмлетсе. Ку вăл 2002 çулхипе танлаштарсан 2,3 миллион çын сахалрах. Çапла майпа халăх шучĕпе тĕнчере Раççей тата пĕр картлашка аяларах анчĕ, урăхла каласан, 7-мĕш вырăнтан 8-мĕшне куçрĕ. Яланхи пекех пиртен Китай, Инди, АПШ, Индонези, Бразили, Пакистан, халĕ тата Бангладеш ирттерет.
Халăх шучĕ чакнин тĕп сăлтавĕ – вилекенсем çуралаканнисенчен нумай пулни. Раççейре пурăнакансем «ватăлса» пыни те курăнать. Çынсен вăтам çулĕ 2002 çулта 37,7 пулнă-тăк, 2010 çулта – 39. Хуларисемпе танлаштарсан, ялти халăх шучĕ виçĕ хут чакнă.
Çынсем кăна мар, ялсем те «вилеççĕ». 2002 çултанпа ялсен шучĕ 8,5 пине чакнă. Чăн та, вĕсенчен хăш-пĕри вуçех пĕтмен, çывăхри хуласен йышне кĕнипе статусне улăштарнă. Хăшне-пĕрне пурăнакансем çуккипе чăнах та списокран кăларма тивнĕ. Чăн та, ялĕ пур, анчах пурăнакансем юлман ялсен шучĕ тата нумайрах пулни палăрнă (2002 çулхи çыравран 48 процент нумайрах), 19,4 пин ялта паянхи кун çын сасси илтĕнмест-мĕн.
Хĕрарăмпа арçын шучĕ те çулсем иртнĕçемĕн улшăнни курăнать. Яланхи пекех Раççейре хĕрарăмсем арçынсенчен 10,7 миллион нумайрах. Çакă çемье портречĕ çине те витĕм парать. 2010 çулта Раççейре 33 миллион çемье пурăннине шута илнĕ (2002 çулта – 34 миллион). Вĕсенчен 13 проценчĕ çырăнмасăр пурăнать (2002 – 9,7 процент). Уйрăлакансен шучĕ те ӳсет. Çул çитмесĕр мăшăрланнисем вара çĕршывра чăнах та сахалланнă. Сакăр çул каялла 16 çула çитмен 3,7 пин çын çемье çавăрнине пĕлтернĕ пулсан, 2010 çулта çапла çыракансем икĕ хут чакнă.
Мĕн-мĕн те, Раççейре наци йышĕ енĕпе шухăшламалăх пур, мĕншĕн тесен çĕршывра миçе наци çынни пурăннине палăртмалли пĕртен-пĕр мел вăл – çырав. Шел пулин те, хальхинче хăйсен нацине пĕлтерме кăмăл туманнисем нумайланнă. 2002 çулхи çырав тăрăх кун пеккисем пурĕ 1 миллион çын кăна пулнă-тăк, хальхинче 5,6 миллион таранах. Мĕнпе çыхăннă çакă, хальлĕхе паллă мар.
Кунсăр пуçне вырăссен шучĕ нумайланнă. 2002 çулта 80,64 проценчĕ хăйне вырăс тесе çырнă пулсан, 2010 çулта 80,90 процент. Паллă ĕнтĕ, вырăс хĕрарăмĕсем тăрук йышлă ача-пăча çуратнă тенине пĕлтермест. Хăйне урăх наци çынни тесе çыртарасси тутарсене кăна пырса тивмест пулĕ, вĕсен йышĕ унчченхи шайрах юлнă (Раççейре иккĕмĕш вырăнта). Чеченсемпе аварсем тата эрменсем вара нумайланнă. Украинсен шучĕ сисĕнмеллех чакнă.
Шел пулин те, чăвашсем пирки те çавнах каламалла. Хăш-пĕр регионта чăвашсем 10-шар пине чакнă. Тутарстанра 2002 çулта кăна эпир 126532-ĕнччĕ, 2010 çулта вара 116252 кăна юлтăмăр (хальлĕхе халăх шучĕпе чăвашсем республикăра яланхи пекех виççĕмĕш вырăнта). Танлаштарма: Чăваш Енре – 814,750 (2002 çулта 889,268), Пушкăртстанра – 107450 (117317), Самар облаçĕнче 101358 (84105). Чăвашсем çакăн пек хăвăртлăхпа чакнин сăлтавĕ, паллах, ют çĕршыва йышлăн куçса кайнипе те, ача çуратма пăрахнипе те çыхăнман. Чăваш чăваш пулма пăрахни унăн сăлтавĕ.
2010 çулхи çыравра çĕршывра çĕнĕ наци çурални (тахçанхи чĕрĕлчĕ тесен тĕрĕсрех пулать пуль) – пăлхар – палăрчĕ. Регионсенче хăйсене çак наци çынни тесе çыртаракансем нумай мар пулин те, тупăнчĕçех. Тутарстанра акă 484 çын хăйне шăпах çак наци çынни тесе çыртарнă.
 
: 926, Хаçат: 52 (938)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: