Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

СТУДЕНТСЕНЕ – ОБЩЕЖИТИ
РФ вĕрентӳпе наука министрĕ Андрей Фурсенко ректорсене студентсен общежитийĕсенчи пур вырăнсене те вĕренекенсене тавăрса пама хушнă. «Общежитисенчи вырăнсемпе пĕтĕмпех студентсене тивĕçтермелле», – тенĕ вăл Раççей Ректорсен союзĕн канашĕн ларăвĕнче. Министр каланă тăрăх, хальхи вăхăтра общежитисенче студентсене 78 пин вырăн çитмест. Ун сăмахĕсемпе, аслă шкулпа пачах та çыхăнман çынсене пӳлĕмсенчен кăларса ярсан çак шутран çуррине тавăрма пулать. Хăш-пĕр аслă шкулсем тата хăйсен общежитийĕсенче рынок условийĕсемпе ют çынсене пурăнтараççĕ. Пур студент та общежитисенче пурăнайтăр тесен тата 700 пин тăваткал метр пурăнмалли вырăн кирлĕ, çавăнпа та хальхи вăхăтра çак ыйтăва татса пама 5 миллиард тенкĕ уйăрасси пирки калаçусем пыраççĕ.
УНИВЕРСИАДА ЯЛĔНЧЕ – УЯВ
Хусанти Универсиада Ялĕнче ку эрне пуçламăшĕнче елка уçнă. Кăçал кунта пĕлтĕрхи пек пĕр Хĕл Мучи çеç мар, вун виççĕ тан килнĕ. «Куратăр-и, кăçал Хĕл Мучисем те нумайрах кунта. Апла-тăк пирĕн йыш хушăнсах пырать. Хальхи вăхăтра Универсиада Ялĕнче 6 пин çын пурăнать. Пирĕн йышпа кăна мар, пахалăх енчен те ӳсесчĕ. Çĕнĕ çул ырă та çутă малашлăх парнелетĕрччĕ. Хăвăрăн вăйăра тата пуласлăха шанăр», – тесе саламланă студентсене Универсиада Ялĕн мэрĕ Фарид Абдулганиев.
Уявра Ялти тĕрлĕ мероприятисене, конкурссене хутшăнса çĕнтернисене, активистсене те наградăланă, вĕсем дипломсемпе хаклă парнесене тивĕçнĕ.
ТУТАРСТАНРАН 106 АЧА
Декабрĕн 25-мĕшĕнче Мускавра Пĕтĕм Раççейри Президент елки иртнĕ. Çак мероприяти 11-мĕш хут çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен 5 пин ытла ачана пуçтарнă. Тутарстанран Президент елкине 106 ача кайса килнĕ. Паллах, елкăра сюрпризсăр пулмасть. Йăлана кĕнĕ пылак парнесемсĕр пуçне кăçал ачасене асăну паллисем те панă. Тата, конькипе эрешлесе ярăнассипе интересленекенсен Хĕрлĕ тӳремри каток çинче Раççейри паллă фигуристсен мастер-класĕсене хутшăнма та шанăç пулнă.
«СКОЛКОВО ШКУЛĔ» – ХУСАНТА
Тутарстанри пĕр шкул «Сколково шкулĕ» ята илме тивĕçнĕ. Çакăн пирки декабрĕн 20-мĕшĕнче ТР вĕрентӳпе наука министрĕ Альберт Гильмутдинов пĕлтернĕ.
Пĕтĕмĕшле вара Раççейре çакнашкал шкулсем 10 пулмалла. «Кусем Раççейри чи инновациллĕ шкулсем, вĕсене «Сколково» фонд шутĕнчен пулăшса тăрĕç», – тенĕ министр. Тутарстанра «Сколково шкулĕ» ята илме Хусанти 19 № гимнази тивĕçнĕ.
РАБОЧИ ПРОФЕССИЙĔСЕМ – ЧЫСРА
ТР Ĕç, ĕçлĕх тата социаллă хӳтлĕх министерствинче пуçламăш тата вăтам профессиллĕ пĕлӳ паракан учрежденисенче вĕренекенсен хушшинче ирттернĕ «Манăн пулас професси» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Комисси умне 63 вĕрентӳ учрежденийĕнчен пурĕ 157 творчествăлла ĕç тăратнă. Конкурсантсем уйрăмах локомотив машинисчĕн пулăшуçи, автомеханик, электромонтер, повар, кондитер, токарь-универсал, сварщик, ял хуçалăхĕнчи тракторист-машинист , аппаратчик-оператор тата ытти профессисене интереслĕ хӳтĕленĕ.
Конкурса рабочи профессийĕсен чысне ӳстерес тата вĕренекенсен профессири ăсталăхне туптас тĕллевпе ирттернĕ.
 
: 982, Хаçат: 52 (938), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: