Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (18.01.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 758 - 760 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

92 МИЛЛИОН ТОННА
Раççейре кăçал пурĕ 92 миллион тонна тырă пухса илнĕ тесе пĕлтернĕ çак кунсенче РФ Ял хуçалăх министерствинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри агрономи ларăвĕнче. Çакăн чухлĕ тырă пухса илни ял хуçалăхĕн 2011 çулхи чи пысăк çитĕнĕвĕ пулнине палăртнă. Вăл çĕршывăн шалти рынокне туллин тивĕçтернисĕр пуçне темиçе çул каяллахи экспорт шайне çĕнĕрен çитерме те пулăшрĕ. Сăмах май, Раççей кăçал ют çĕршыва 25 миллион тонна тырă сутать.
Ял хуçалăхĕн çитĕнĕвĕ кăçал тата та пур. Раççейре сойăран (1,5 миллион тонна), рапсран (1,1 миллион тонна), хĕвел çаврăнăшĕнчен (8 миллион тонна), сахăр чĕкĕнтĕрĕнчен (45 миллион тонна) рекордлă тухăç илнĕ. Кукурузăн тухăçлăхĕ те пысăк – 6 миллион тонна. Патшалăх пулăшăвĕ панипех çакăн пек çитĕнӳ тунă çĕршывăн ял хуçалăхĕ. Типĕ çанталăкран шар курнă регионсене федераллă бюджетран 35 миллиард, регионсенчи бюджетран 11 миллиард тенкĕ панă. Çунтармалли-сĕрмелл и хатĕрсен хакне 30 процента чакарнă, минераллă удобренисем туянма 2 миллиард тенкĕ хушма укçа уйăрнă. Пĕтĕмпе 2011 çулта ял хуçалăхĕн ӳсен-тăран отрасльне кăна 44,8 миллиард тенкĕ янă. Çаплах тĕллевлĕ федераллă программăсем те чылай пулăшу панă.
ПАТШАЛĂХ КИЛЕС ÇУЛ ТА ПУЛĂШАТЬ
РФ Ял хуçалăх министерстви 2012 çулта тимлĕх уйăрмашкăн экономика пĕлтерĕшлĕ регион программисене суйласа илнĕ тесе пĕлтерет министерствăн официаллă порталĕ. Федераци бюджетĕнчен пĕрремĕш тапхăрта хушса тӳлеме 2011 çулта ăнăçлă пурнăçа кĕнĕ 135 программăна кĕртнĕ. Вĕсенчен 35-шĕ сĕт паракан выльăх-чĕрлĕх, 44-шĕ аш-какай валли выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмелли отрасльне аталантарасси, 47-шĕ ял хуçалăх продукцине тирпейлессипе çыхăннă. Кунсăр пуçне комиссин хуçалăхсенчи мелиораци сечĕсем туса хурасси, сысна пусмалли, ашне тирпейлессине çĕнетессипе çыхăннă программăсене те суйласа илмелле. Экономика пĕлтерĕшлĕ программăсене пулăшма 2012 çулта федераци бюджетĕнчен 12 миллиард тенкĕ, вĕсенчен 6 миллиардне сысна ашне тирпейлекен предприятисен технологине çĕнетме, 2 миллиардне мелиораци тăкакĕсене саплаштарма ярĕç.
УТАРСЕНЕ – ВĂРМАНА
Арск районĕнчи утарçăсем вĕлле хурчĕсен çемйисене 2012 çулта 10 пинрен 11 пине çитересшĕн, çакă вĕсене 50 тонна ытларах пыл илме пулăшĕ. Пĕтĕмпе 250 тонна чĕртавар пухасшăн. Хальхи вăхăтра районта утар валли çĕр уйăрас ыйтăва сӳтсе яваççĕ. Çитес çулта вĕлле хурчĕсем нумайрах пыл пухчăр тесе утарсене ял тулашне (вăрмана, çырма-çатрасене, уçланкăсене) лартма шутлаççĕ.
ИКĔ ХУТ НУМАЙРАХ ПАХЧА ÇИМĔÇ
«Майский» теплица комплексĕ 2012 çулта пĕтĕмĕшле чĕртавара 24 пин тоннăна çитересшĕн. 1980-1990 çулсемпе танлаштарсан ку икĕ хут нумайрах. Çакăн пек çитĕнӳсем тума вĕсене çӳллĕ, хальхи йышши теплицăсемпе усă курни пулăшать. 2012 çулта тата 8 гектар çакăн йышши теплицăна хута ярĕç. Теплица куллен сутлăха 400 тонна хăяр тата 45 тонна помидор ăсатать.
АСĂРХАНĂР – АФРИКА ЧУМИ
Россельхознадзорăн Тутарстанри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Африка чуми чирĕ палăрнă тепĕр вырăна асăрханă. Вăл – Оренбург облаçĕ. Тутарстаншăн, тĕплĕнрех каласан Лениногорск районĕшĕн, хăрушлăх кăларса тăратать. Мĕншĕн тесен район облаçпа кӳршĕллĕ. Çавăнпа чиртен сыхланас тĕллевпе комиссин пĕрлехи ларăвне районти ял хуçалăх управленийĕ, ял хутлăхĕсен, хуçалăхсен ертӳçисене пухса чиртен мĕнле сыхланмаллине каланă. Çак тĕлĕшпе район территорийĕнче ятарлă документсăр выльăх-чĕрлĕх турттарассине чарма полици тата ял хуçалăхĕпе Россельхознадзор управленийĕн специалисчĕсем районта дежурство йĕркелĕç. Сысна ĕрчетекен мĕнпур хуçалăха хупă режима куçарĕç.
КАРАНТИНА ХУПНĂ
Спас тата Пĕтреç районĕсен территорийĕнче вырăн-вырăнпа урнă чир палăрнă. Çавăнпа та чир ан сарăлтăр тесе Пĕтреç районĕнчи Петрово ялне, Пăлхарти темиçе урама карантина хупнă.
 
: 1003, Хаçат: 52 (938), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: