Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (18.01.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 758 - 760 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Рустам Минниханов пĕрремĕш хут «ТР Президенчĕн Тавĕ» наградăна юнкун «Çулталăк ертӳçи» республикăн обществăлла конкурсĕн лауреачĕсене пачĕ. Хусанти «Корстонра» иртнĕ чаплă лару-тăрăва ТР Патшалăх советникĕ М.Шаймиев, ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин, ТР Премьер-министрĕ, конкурс комиссийĕн председателĕ И.Халиков тата ыттисем хутшăнчĕç. «ТР Президенчĕн Тавĕпе» республикăн пысăк промышленность предприятийĕсен ертӳçисене: «Нижнекамскнефтехим» УАО ертӳçине Владимир Бусыгина, «Газпром трансгаз Казань» тулли мар яваплăхлă общество пуçлăхне Рафкат Кантюкова, «КАМАЗ» УАО генеральнăй директорне Сергей Когогина, «Казанский вертолетный завод» УАО генеральнăй директорне Вадим Лигая, «ТАИФ» пуçлăхне Альберт Шигабутдинова, «Татнефть» генеральнăй директорне Шафагат Тахаутдинова наградăланă.
Вĕрентӳ сферинчи çитĕнӳсемшĕн РФ Правительстви ТР Пĕрремĕш вице-премьерне, экономика наукисен докторне Равиль Муратова наградăланă. Республикăра вĕрентӳ кластерĕсен тытăмне тунă çĕрти кăтартусемшĕн Тутарстанăн тата икĕ ăсчахне: Юрий Гортышевпа Наиля Багаутдинова наукăсен докторĕсене РФ Правительство премийĕн лауреачĕн дипломĕсене панă.
Çĕнĕ çул уявĕсенче почта уйрăмĕсем ятарлă режимпа ĕçлĕç, çапла йышăннă «Почта России». Уявпа саламласа открытка, посылка ярас текенсем декабрĕн 31-мĕшĕнче те ĕлкĕреççĕ – çыхăну уйрăмĕсен ĕçĕ вăл кун яланхинчен 1 сехет маларах кăна вĕçленет.
2012 çулта почта уйрăмĕсем январĕн 3-мĕшĕнче уçăлаççĕ – 1,2-мĕшсенче почтальонсем канаççĕ.
Почта уйрăмĕсем çĕнĕ çулхи каникулсенче çапла ĕçлеççĕ:
1, 2-мĕшсенче – канмаллисем;
3 – 5-мĕшсенче яланхи графикпа ĕçлеççĕ;
Январĕн 6-мĕшĕ – яланхинчен 1 сехет сахалрах;
7, 8-мĕшсем – канмалли кунсем;
9-мĕшĕ – яланхи графикпа ĕçлеççĕ.
«Татарстан почтасы» ПСФУ пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, хаçат-журнала пичетрен тухсанах вулакан патне çитереççĕ. «Суварăн» 2012 çулхи 1№ январĕн 6-мĕшĕнче, эрнекун, тухать.
 
: 938, Хаçат: 52 (938), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: