Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кирек мĕнле уяв çывхарас пулсан та пĕр икĕ эрне маларах хатĕрленме тӳр килет. Çĕнĕ çул тесен вара… Икĕ эрне те çитмест. Сăмах, паллах, клуб ĕçченĕсем пирки пырать. Вĕсен пĕтĕм яла илем кӳртме, çынсене савăнтарма, юрлаттарма-ташлатта рма тивет. Вăт чупкалаççĕ вара.
Элмет районĕнчи Чăваш Сиреньел ялĕн çыннисем те ура çине тăнă темелле. Ир те, каç та хатĕрленӳ ĕçĕ пырать.
Чăваш Сиреньел ялĕнче эпир пĕрре кăна пулман, паллах. Вĕсем кашнинче тĕлĕнтереççĕ пире. Халĕ те акă Çĕнĕ çула кĕтсе илмешкĕн пăр кĕлеткисем лартса яла илемлетеççĕ. Культура çурчĕн директорĕ Лидия Макарова каланă тăрăх, çулла чечексемпе ял хитреленет, хĕлле вара пăр кĕлеткисем ял сăнне пуянлатаççĕ.
Лидия Михайловна культура ĕçне чунне пама хатĕр. Вăл лартнă тĕллеве пурнăçлама тăрăшать. Мĕнле йывăр пулсан та, çынсене килĕштĕр тесе тума пикенет.
– Клуб ĕçне эпир виççĕн пурнăçласа пыратпăр. Илемлĕх ертӳçи Елена Тихоновăпа Надежда Алексеева техничкăсăр пĕр ĕç те тухмасть. Надежда Васильевна 15 çул клубра ĕçлет. Вăл ăçта мĕн тумаллине веçех пĕлет. Юрлать те, ташлать те, ытти çĕре те хаваспах хутшăнать. Елена Ананьевна илемлĕх ертӳçи пулса икĕ çул кăна ĕçлет пулсан та, питĕ тăрăшуллă. Вăл сценарисем те хăех çырать, мероприятисене те ертсе пырать. Тĕрĕссипе каласан, мана вĕсемпе ĕçлеме питĕ çăмăл. Çаплах библиотека ĕçченĕсĕр те ĕç тухмасть. Галина Кругловăпа эпир питĕ туслă ĕçлетпĕр. Вĕсене эпĕ питĕ пысăк тав сăмахĕ калатăп, – тет Культура çурчĕн директорĕ.
Лидия Михайловна ертсе пынипе Чăваш Сиреньелĕнче 1995 çултах «Нарспи» фольклор ансамблĕ йĕркеленнĕ. Малтан ансамбль «Улах» ятлă пулнă. Унтан «Палан» тесе ят панă. 2000 çулта вара «Нарспи» çинче чарăнса тăнă.
Лидия Михайловна каланă тăрăх, кăçал кăна вĕсем 140 мероприяти ирттернĕ. Çаплах клубра «Пилеш», «Родничок», «Вдохновение» хореографи кружокĕсем ĕçлеççĕ. «Тамаша» тата «Маска» театр кружокĕ те ĕçлет.
– Халĕ акă çанă тавăрса тенĕ пек Çĕнĕ çула хатĕрленетпĕр. Декабрĕн 31-мĕшĕнче елка туса кану мероприятийĕ ирттеретпĕр. Унта шăп та театр кружокĕсем хутшăнаççĕ те. Вĕсем вылянине ял çыннисем питĕ килĕштереççĕ. «Сирень» вокал ушкăнĕ те кашни уяврах хăйне кăтартать. Пирĕн праçниксем питĕ интереслĕ иртеççĕ. Хамăра та, хăнасене те килĕшет. Пырса курăр-ха, – тет Лидия Макарова.
– Питĕ илĕртӳллĕ каласа паратăр-ха эсир. Пырса курмах тивет пуль? – терĕм эпĕ хăпартлансах. – Костюмăрсем те хитре пуль сирĕн?
– Костюмсене хамăр çĕлетпĕр тесен те юрать. Пуррисем питĕ кивелнĕ. Юлашки вăхăтра туянман. Çавăнпа та костюмсен ыйтăвĕ питĕ çивĕч тăрать.
– Сире республикăра иртекен мероприятисенче те яланах тĕл пулатпăр. Ушкăнăрсем чăнах та чунтан тăрăшаççĕ.
– Çапла, ниçтан та юлмастпăр темелле. Кашнинчех малти вырăнсем йышăнатпăр.
– Паллă. Дипломăрсем стена тулли çакăнса тăраççĕ.
– Кусем пурте мар-ха. Кашнинех çакман.
«Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен», – теççĕ. Лидия Михайловна та ялан вĕренет темелле. Шупашкарта иртнĕ фольклор ушкăнĕсен ертӳçисен семинарĕсене те хутшăнать. Урăхла каласан, культурăна аталантарма тăрăшать.
Çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе сире, сиреньелсем!
 
: 894, Хаçат: 51 (937), Категори: Клуб ĕçченне

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: