Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чистайри чăвашсем те çак эрнере ЧНКЦ председательне суйланă. Икĕ çул тăршшĕ районти чăваш центрĕ мĕн ĕçлени çинчен пухăннисем умĕнче Петр Плотников председатель доклад тунă. Вăл çак ĕçре 4 çул тăрăшать. Петр Валентинович центр умĕнче ЧНКА лартнă тĕллевсене пурнăçласа пыма тăрăшни çинчен каланă. Ытларах çамрăксемпе, çитĕнекен ăрупа ĕçлесси çине пусăм тунине палăртнă. Алкоголизмпа наркомани хăрушлăхĕнчен асăрхаттарнипе кăна мар, ачасене спорта та хастаррăн явăçтармалла. Çапла Чистай чăвашĕсен командисем иртнĕ çулсенче футбол, кĕрешӳ ăмăртăвĕсене хутшăннă.
Çавăн пекех вĕрентӳри наци компонентне сыхласа хăварассишĕн те кĕрешеççĕ ентешсем. Петр Плотников сăмахĕсемпе, Нурлат районĕнче 10 чăваш шкулĕ хупăнни чистайсене питĕ хумхантарать. Чăвашсем пурăнакан ялсенче наци этнокультура программине пăрахăçлама памалла мар, вăл шкула упраса хăварма пулăшакан меслетсенчен пĕри. Ку ыйтупа Петр Валентинович нумай пулмасть ТР Патшалăх Канашĕн чĕлхепе культура комиссийĕн ларăвĕнче те сăмах каланă.
Çапах ĕçлесе пĕтерменнисем те пур-ха чистайсен. Кăçал вĕсем «Чăваш пикине» хутшăнайман, Лениногорскри «Выля, хут купăс» фестивале те иккĕмĕш çул каяймаççĕ вырăнти ансамбльсем. Сăмах май Чистайри «Шăпчăк» кăçал 15 çул тата Анат Кăтратари «Илем» 25 çул тултарнă. Петр Плотников общество ĕçĕнче пулăшса пынă спонсорсене Петр Ильдимирова, Николай Прокопьева, Арсентий Абдуллина, Александр Прокопьева тав тунă. Çавăн пекех активистсене – Татьяна Павловăна (Тури Кăтрата), Ирина Ефремовăна (Ишельел), Зинаида Шарифуллинăна (Юлдуз), Оксана Родионовăна (Анат Кăтрата), Виталипе Лидия Молоствовсене, Вячеслав Митрофанова (Чистай) – палăртнă.
Пухăва хутшăннă ТР ЧНКА Канашĕн председателĕ Константин Яковлев тепĕр срока та Петр Плотников кандидатурине хăварма сĕннĕ. Залра ларакан чăвашсем çак шухăша ырласа тăвăллăн алă çупса янă. Тĕлпулу концертпа вĕçленнĕ. Чăваш халăх артистки Елена Иовлева Чистайри куракансемпе кăмăллă юлнă.
 
: 939, Хаçат: 51 (937), Категори: ЧНКА хыпарĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: