Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ эрнекун, декабрĕн 16-мĕшĕнче, Алексеевскинчи чăвашсен наципе культура центрĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ.
Районта чăваш ялĕсем нумай мар. Тĕрĕссипе чăн-чăн чăваш ялĕ те Чăваш Майни кăна темелле. Виç-тăват чăваш пурăнакан ялсем тата саккăр шутланаççĕ. Апла пулсан та Алексеевскин аграри колледжĕн залне алла яхăн çын пухăннă.
Конференцие питĕ лайăх йĕркеленĕ. Пĕр икĕ чăваш пурăнакан ялсенчен те делегатсем килнĕ. Вĕсем пурте трибуна умне тухса хăйсен ялĕнчи лару-тăрăвĕпе, пурнăçĕпе паллаштарчĕç. Çитменлĕхсем çинчен те каламасăр хăвармарĕç, паллах. Сăмахран, Ивановский поселокĕнчен килнĕ Татьяна Карпова ял клубĕ пирки питĕ пăшăрханать.
– Пирĕн клубăн ячĕ кăна. Вăл пуш-пушă темелле. Чӳрече карри те çук. Юрать-ха клуб директорĕ хăйĕн шучĕпе кăштах хитрелетет. Кирек мĕнле ĕç тăвас пулсан та хăй укçине кăларса хума тивет, – тет вăл.
Çаплах Татьяна Семеновна ял халăхĕ шывсăр нушаланни пирки те каламасăр чăтаймарĕ.
– Пире пусă та чавса памаççĕ. Хăçанччен çакăн пек пурăнмалла? – питĕ тарăхса каларĕ вăл.
Чăнах та Алексеевски районĕнче çынсем шывсăр асапланаççĕ.
Алексеевски районĕн ĕçтăвкомĕн ертӳçин социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Николай Петрович Чурин та шыв çукки – пысăк проблема тесе шутлать.
– Пирĕн район шыв çулĕнчен питĕ çӳлте вырнаçнă темелле. 50 метр тарăнăшĕнче те шыв тупма çук. Хăш-пĕр ялсенче тем тарăнăш чавсан та таса шыв тупаймастăн, – тет Николай Петрович. – Кăçал Чăваш Майнинче темиçе пусă чавăнчĕ-ха. Тăрă та тутлă шыв ĕçмешкĕн питĕ хака ӳкет. Чавнăшăн кăна пĕр метрне 3 пин те 500 тенкĕ кăларса пама тивет. Ялсенче юпасем çинче çутă çукки те проблема теес килет.
Николай Петрович кашни тухса калакан çын хыççăн комментарисем парса пычĕ. Çыннине, ĕçне мухтамасăр хăвармарĕ.
– Алексеевски районĕнче чăвашсем ытти халăхсенчен палăрмалла улшăнса тăраççĕ. Вĕсен тăрăшулăхĕ, хастарлăхĕ питĕ пысăк вырăн йышăнать. Урăхла каласан, чи активлă халăх. Вĕсем шучĕпе нумаях мар пулсан та ĕçĕпе палăраççĕ. Республика шайĕнче иртекен мероприятисене те ялан хутшăнаççĕ. Малти вырăнсем йышăнаççĕ. Кăçал кăна акă, футболла выляса I вырăн йышăнчĕç. Республикăри «Чăваш пики» конкурсра та пирĕн хĕр çĕнтерчĕ. Олимпиадăсене те яланах хутшăнаççĕ.
Шăп çав сăмахсем каланă вăхăтра тенĕ пек Хусантан Чăваш Майни шкулĕн директорĕпе чăваш чĕлхи учителĕ килсе кĕчĕç. Питĕ савăнăçлă сăн-пичĕсене пăхсах ырă сăмахсем каласси туйăнчĕ. Вĕсем республика шайĕнче иртнĕ чăваш чĕлхи олимпиадинчен таврăнчĕç.
– Олимпиадăра пирĕн ачасем I вырăн йышăнчĕç, – терĕ Светлана Николаевна Федорова сăпайлăн кăна. – Кăçал Хусанта иртнĕ отличниксен слетне те хаваспах хутшăнтăмăр. Ман шутпа тăван чĕлхе ан сӳнтĕр тесен килте чăвашла калаçмалла. Пирĕн чĕлхе питĕ хитре. Ытти халăхсем те ăмсанаççĕ. Сăмахран, манăн хĕрĕн юлташĕ, тутарскер, чăвашла калаçма вĕренесшĕн.
Тăван чĕлхе çинчен, унпа çыхăннă мероприятисем пирки калаçни чăвашшăн чунне паракан çынна питĕ савăнтарать, паллах.
Чăваш Майнин ял библиотекин хуçи Нина Алексеевна Карпова та ăшă сăмахсем каласа чуна çĕклерĕ.
– Эпир поэтсемпе писательсен кунĕсене халалласа яланах тĕлпулусем, мероприятисем ирттеретпĕр. Вĕсене яланах тенĕ пек шкул тата клуб ĕçченĕсемпе пĕрле хатĕрлетпĕр, – тет Нина Алексеевна. – Пирĕн районта кашни çулах сăвă конкурсĕ иртет. Эпир унта хутшăнмасăр юлман, паллах. Анчах та яланах вырăсла сăвăсем каланă. Юлашки çулсенче вара тăван чĕлхепе янăраттаратпăр. Уйрăмах Михаил Константиновпа Лидия Угахина хăйсем çырнă сăвăсемпе çынсене тĕлĕнтереççĕ. «Сувар» хаçат та пире тăван чĕлхене манма памасть. Эпир вăл хаçатпа питĕ нумай усă куратпăр. Хам çинчен калас пулсан та, экологипе çыхăннă материалсемпе питĕ кăсăкланатăп. Унта шкул тата клуб валли те питĕ кирлĕ статьясем пичетленсе тухаççĕ. Тĕн праçникĕсене эпир малтан пĕлсех те кайман темелле. Халĕ вара пурин çинчен те хаçат вуласа пĕлетпĕр. Унта мĕн çырнă пек тума тăрăшатпăр.
Малалла Чăваш Майнинче пурăнакан чи хисеплĕ çынна, ветерансен канашĕн председательне Михаил Петрович Константинова алă çупса сăмах пачĕç. Вăл каланă сăмахсем питĕ вырăнлă пулчĕç.
– Пирĕн ЧНКЦ председателĕн ĕçне эпĕ «пиллĕк» паллă пама пултаратăп. Унăн ĕçĕ курăнать, – терĕ вăл пуçласа. – Халĕ манăн ТР ЧНКА председателĕ Константин Яковлев çинчен калас килет. Константин Геннадиевич пĕтĕм чăваш халăхне хускатрĕ. Пурне те ĕçлеттерет. Сăмахран, эпир, пенсионерсем, килте кăна лармалла пек. Çук, эпир лармастпăр. Эпир хăпартланса тĕрлĕ мероприятисене хутшăнатпăр. Пире вăл вăй парать. Яковлев пулман пулсан эпир «çывăраттăмăр-ха». Пире вăратрĕç. Тавтапуç сире. Эпир çĕнĕрен пурăнма тытăнтăмăр. Халĕ эпир, ветерансем, ахаль лармастпăр. Тĕрлĕ çĕре экскурсие тухса çӳретпĕр. Кăçал акă Хусантан инçе мар вырнаçнă Раифа мăнастирне кайса килтĕмĕр. Пирĕн хушăра чи ватă çын – 90-ра. Ялта пурăнакан ватă çынсем нумайăшĕ ялтан тухса курман. Вĕсемшĕн ку питĕ интереслĕ. Çаплах эпир паллă юбилейсене те савăнăçлă ирттеретпĕр. Тĕрĕссипе каласан, мана шкул тата клуб ĕçченĕсем пулăшаççĕ. Эпĕ темех тумастăп. Веçех хатĕрлеççĕ.
Алексеевски районĕнче чăвашĕсемпе пуçласа Дарья Валентиновна Романова ĕçлерĕ. Вăл шăп та йывăр, халăха «вăратнă» вăхăтра вăй хучĕ. Юлашки икĕ çул Алексеевскинчи чăваш обществине Николай Николаевич Сторожев ертсе пырать.
Николай Чурин каланă тăрăх, Дарья Валентиновнăпа Николай Николаевич пĕр-пĕрне пулăшса, канаш парса чăвашлăха аталантарма тăрăшаççĕ.
Николай Сторожев хăйне пулăшса тăракансене питĕ ăшă сăмахсем каларĕ. Чăнах та ĕнтĕ, обществăпа çыхăннă ĕçе пĕччен тума çук.
– Пирĕн районта пурĕ 26 пин те 206 çын пурăнать. Вĕсенчен 1703 çын çеç чăваш. Çитменнине тата кашни çулах вĕсен шучĕ чакса пырать. Ытти халăхсен шучĕ вара – ӳсет. Пĕлтĕрхи çырав даннăйĕсем çук-ха. Унта мĕнлерех-тĕр ĕнтĕ? – тесе пуçларĕ отчета Николай Николаевич. – Çак икĕ çулта эпир республика шайĕнче иртекен мероприятисене хутшăнтăмăр, тĕлпулусене çӳрерĕмĕр. Чи паллăраххи, паллах, икĕ республика Президенчĕсемпе пĕр сĕтел хушшинче ларса канашлани. Ку питĕ пĕлтерĕшлĕ. Шупашкара кайса министрсемпе тĕл пулса калаçни те паян кун та асăмра-ха. Тĕрĕссипе каласан, республикăра иртекен мĕнпур мероприятисене хутшăнатпăр. Хамăра, паллах, лайăх енчен çеç кăтартса район шайне çĕклетпĕр. Чăваш поэчĕсемпе писательсем те пирĕн пата килсе çӳреме пуçларĕç. Ку пире питĕ хавхалантарать. Уйрăмах Чăваш Майни çыннисем хастар ĕçлени мана савăнтарать. Клуб, шкул, библиотека ĕçченĕсем, вĕренекенсем, ял халăхĕ ялан чупкалать, интереслĕ ĕçсем туса тĕлĕнтерет. Пире, паллах, ытти районсемпе танлаштарсан, çăмăлах мар, эпир сахалăн. Апла пулсан та пуç усса лармастпăр.
Конференци питĕ интереслĕ иртрĕ. Трибуна умне тухса калаçакансем те сахал мар пулчĕç.
Малалла Родники ялĕн шкул директорĕ Михаил Михайлович Смирнов сăмах илчĕ.
– Пирĕн шкулта 60 ытла ача вĕренет. Вĕсенчен 33-шĕ чăвашсем. Тăван чĕлхене, шел пулин те, вĕрентместпĕр. Çапах та тăватă çул каялла эпир учительсем хушшинче пуçламăш классене чăваш чĕлхи урокĕсем ирттерме йышăнтăмăр. Хаçат-журналсем çинчен калас пулсан, пире тутар хаçачĕсем çырăнмашкăн çеç укçа параççĕ. Ыттисене хушмаççĕ, – терĕ вăл.
Çак сăмахсем залра ларакансене хумхантарчĕç, тĕлĕнтерчĕç. Николай Чурин чăтса тăраймарĕ:
– Эпĕ ку ыйтăва татса паратăп. Малашне «Сувар» хаçат сирĕн шкулта пулатех, – терĕ вăл.
Юлашки çулсенче кĕнеке кăларакансем нумайланса пыраççĕ. Ку питĕ лайăх. Çакăн пирки Пӳлерти çул-йĕр управленийĕн ертӳçи Александр Петрович Гайнуллин сăмах каларĕ.
– Кашни çыннăн, нацийĕн историйĕ пур. Пирĕн районта историпе çыхăннă кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Эпĕ ăна вуласа питĕ нумай пĕлтĕм. Ман шутпа пĕтнĕ ялсем çинчен те çырса кăларма тăрăшмалла. Ăна тумашкăн архивра ĕçлемелле, паллах. Кунта тăватă ял çинчен сăмах пырать. Тен, малашне кам та пулсан çак ĕçе пуçăнĕ? Эпĕ мĕншĕн калатăп, Шантала ялĕн тĕне кĕменнисен масарĕ урлă машина çулĕ пырать. Çав çула тунă чухне шăмăсем тухатчĕç. Енчен те унта масар пуррине пĕлнĕ пулсан çул та туман пулĕччĕç? – тарăхса каларĕ ертӳçĕ.
Çапла, чăваш çыннин хăй халăхĕшĕн чунĕ ыратать. Вăл питĕ тĕрĕс калать.
Отчетпа суйлав конференцине кӳршĕ районтан та килнĕ. Элкел районĕн ЧНКЦ председателĕ Василий Васильевич Мошков Алексеевски чăвашĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен питĕ кăсăкланса итлесе ларчĕ. Хăйĕн районĕнчи лару-тăру çинчен те паллаштарчĕ.
– Пирĕн районта чăвашсен шучĕ сахалах мар теес килет. 4500 çын шутланать. Мероприятисем те яланах ирттерсе тăратпăр. Пирĕн те хастар çынсем питĕ нумай. Кашни ялта, вĕсем пирĕн 22, ЧНКЦ членĕ пур. Вĕсем шăп та ялсемпе ĕçлеççĕ те. Сиктĕрме ялĕ пирки калас пулсан та, вăл пирĕн чăваш центрĕ темелле. Унта П.Хусанкай музейĕ кăна мĕне тăрать. Музее курма кӳршĕ облаçсенчен те, республикăсенчен те автобусĕ-автобусĕпе тиенсе килеççĕ. Поэтсем те кашни ялтах пур. Вĕсем юлашки çулсенче хăйсен кĕнекисене кăларма пуçларĕç. Савăнтарать, паллах, – терĕ вăл.
Районсенче иртекен кашни конференцие ТР ЧНКА председателĕ Константин Яковлев хутшăнать, паллах. Вăл кашни докладчикăн сăмахĕсене тимлĕн итлесе ларчĕ.
– Сирĕнпе тĕл пулса эпĕ питĕ нумай информаци илтĕм, – терĕ вăл сăмах пуçланă май. – Сăмахран, Ивановский ялĕн лару-тăрăвĕ мана питĕ кăсăклантарчĕ. Эпĕ унта «Сувар» хаçат ĕçченĕсемпе пĕрле кайса курма, çынсемпе тĕл пулса калаçма сăмах паратăп. Алексеевски çыннисем питĕ сăпай, илемлĕ, ăслă теес килет. Эсир ытти районсенчен уйрăлса тăратăр. Питĕ вăйлă халăх. Чăваш тĕпĕсем çакăнта юлнă тесе шутлатăп. Сирĕн çакăн пек пухусене нумайрах ирттерме тăрăшмалла, вара ĕçлеме те çăмăлрах пулĕ. Юлашки вăхăтра чăвашсем çутта тухаççĕ тесшĕн. Ытти çулсемпе танлаштарсан халĕ эпир кирек ăçта та шăкăртаттарса чăвашла калаçса çӳретпĕр, вăтанмастпăр. Президентсемпе тĕлпулу иртни те питĕ савăнтарать. Малтанхи Президентпа сăмахран, эпĕ 9 çул ĕçлерĕм, пĕрре те тĕл пулса халăх пурнăçĕ, культури пирки сӳтсе явман. Рустам Миннихановпа вара çулталăкне икĕ хутчен тĕл пулса калаçрăмăр. Апла пулсан пире, чăвашсене, халĕ çул уçă темелле. Пирĕн хамăра лайăх енчен çеç кăтартмалла. Вĕсем вара пире пулăшĕç, чармĕç, – терĕ Константин Геннадиевич. – Паянхи пухăва халăх сахал мар пуçтарăннă темелле, çитессине вара икĕ хут нумайрах килмелле пултăр. Эпĕ шанатăп.
Константин Геннадиевич пушă алăпа килмен, паллах. Алексеевски районĕн хастар та активлă çыннисене – Николай Егорова, Нина Карповăна, Светлана Федоровăна, Михаил Константинова, Валерий Никифорова тата Анатолий Рубцова Хисеп хучĕсем парса саламларĕ.
Йăлана кĕнĕ пек отчетпа суйлав конференцийĕнче председателе суйлаççĕ е малтанхинех хăвараççĕ. Кунта вара иккĕленӳсем пулмарĕç. Пĕр харăсах алă йăтса малашне те ЧНКЦ ертӳçи пулма Николай Николаевич Сторожевах хăварчĕç.
«Сувар» хаçат çинчен те питĕ нумай калаçрĕç. Ăна çырăнасси, вуласси пирки сӳтсе яврĕç. Иртнĕ çырăнтарура 69 çын çеç çырăннă пулнă. Хальхинче вара 100 экземпляртан та ирттеретпĕр тесе сăмах пачĕç. Эпир те парăмра юлмăпăр, Алексеевски районĕн ялĕсене çитсе, чăвашсемпе тĕл пулса калаçăпăр.
Тĕл пуличчен!
 
: 894, Хаçат: 51 (937), Категори: ЧНКА хыпарĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: