Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Мĕнле пурăнать паян ял çынни? Паллă ĕнтĕ, хăйне çеç шанса, мĕншĕн тесен урăх унăн пĕр Турăсăр пуçне никам çине те шанмалли çук. Апла пулин те çурт та лартать, ачи-пăчине те çуратать. Тĕпренчĕкĕсем çынран катăк ан ӳсчĕр тесе мĕнле пултарать çапла тăрăшать: телейлĕреххи вырăнти шкул-клубра ĕçлет, тепри выльăх ӳстерет, виççĕмĕшĕ çемьене пăрахса инçетри хулана ĕçе çӳрет... Çапла паянхи ял пурнăçĕн моделĕ.
Апас районĕнчи Черккĕн ял хутлăхĕн пурнăçĕ те çакнашкалах. Апла пулин те ун йышĕнчи виçĕ ял пĕтекеннисен ретĕнче мар. 18 çула çитменнисем кăна кунта хальлĕхе 109 çын, вырăнти ача садне çӳрекенсем те 39 ача-ха. Çĕнĕ çурт лартакансем çук тееймĕн. Нумай пулмасть кăна «Житель села» федераллă программăпа Хвальковсемпе Никитинсем çурт лартнă акă. «Çурт-йĕре, хуралтăсене ялта çĕнетсех тăраççĕ. Хăйсен вăйĕпе кăна çурт лартакансем те пур», – теççĕ ял хутлăхĕн ĕçченĕсем.
Ĕç вырăнĕсен проблеми ытти çĕрти пекех, кунта та çивĕч. Ял хутлăхĕнче хальхи вăхăтра вăй питти 441 çын пурăнать-çке. Вĕсенчен 89-шĕ çеç ялта тата район центрĕнче бюджет системинче тăрăшать, пĕр пайĕ ялти хуçалăхра ĕçлет, ыттисен ют çĕре ĕçе çӳреме тивет. Вырăнти хуçалăх пысăк мар, тыр-пул çеç ӳстерет, мăйракаллă шултра выльăх, лашасем ĕрчетет вăл, çавăнпа унта ютран килсе ĕçлекенсем валли мар, ял халăхне те ĕç вырăнĕ сахал.
Ку тăрăхăн çĕр лаптăкĕ пĕчĕк пулнипех пуль хальлĕхе çемье фермисем курăнмаççĕ-ха кунта. Çапах та пĕчĕк бизнес аталанмасть мар, черккĕнсен хăйсен предпринимателĕсем те пур, А.Ибатуллинпа Н.Антонов, тĕслĕхрен, лавкка тытаççĕ, П.Листратов пиломатериал хатĕрлет. «Харпăр хуçалăх» тĕллевлĕ программăпа ăнăçлă усă куракансем вара чăнах та йышлă. 74 çын çăмăллăх кредитпа ял хуçалăх техники, выльăх-чĕрлĕх туяннă. Çавăнпа ял çыннисен хушшинче 6-8 ĕне усракансем те тупăнкалаççĕ.
– Уйрăм хуçалăхсенче сăвăнакан ĕнесен шучĕ нумаях мар. Хăшĕ ватлăх çитнипе выльăх усраймасть, теприсен выльăхне лейкоз пĕтерчĕ. Паянхи кун тĕлне ял хутлăхĕнчи ялсенче 77 ĕне кăна, – пĕлтерет ял хутлăхĕн председателĕ Михаил Иванович Волков. Сăмах май, йăхташăмăра саламлатпăр. Ăна нумай пулмасть кăна «ТР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.
Выльăх усракан нушине кăна мар, уссине те курать. Апас районĕнчи Каратун сĕт комбинатне сĕт ăсатакан предприниматель, тĕслĕхрен, халăхран çулла пĕр литрне 8 тенкĕпе, хальхи вăхăтра 10-11 тенкĕпе куллен сĕт пуçтарма килет. Укçине вăхăтра тӳлеççĕ-тĕк, ытлашши сĕте мĕншĕн сутас мар?
Çапла, ӳркенменни ялта та япăх пурăнмасть, ваттисем калашле, ялта çерçи выçă вилмест. Пăва вăрман хуçалăхĕн кунти лесничествинче пурăнакан Галина Никитина, калăпăр, патшалăх çине нихăçан та шанмасть. Вăл çăвĕпех кăмпа-çырла, сĕт, хăйма-тăпăрчă, çуркунне пахча çимĕç калчисем сутсах пурăнать.
Черккĕн ял хутлăхĕн татса паман ыйтăвĕсем те ытти çĕрти пекех çителĕклех. Чи пысăкки вăл – Черккĕн ялне икке пайлакан Табарка çырми урлă халĕ те кĕпер çукки. Тĕрĕсрех каласан, кĕпер хывма пуçланă-ха, анчах 17 çул ĕнтĕ вĕçлеймеççĕ. Ял хутлăхĕн пуçлăхĕ М.Волков пĕлтернĕ тăрăх, район кĕпере 2012 çулта уçма плана кĕртнĕ, анчах кĕтсе илĕ-и çак ырлăха халăх, хальлĕхе паллă мар. Кĕпер пулĕ-и, çук-и – кабельлĕ телевидени вара пулатех. Ял халăхĕшĕн кĕперпе çулран кабельлĕ телевидени пĕлтерĕшлĕрех теççĕ ахăр «çӳлтисем». Çул çуккипе ĕмĕр тарăхнă Тюбяк-Черкки ялне акă кăçал кăна асфальтлă çул сарнă-ха, лесничествăра пурăнакансен вара ку ырлăха тата темиçе çул кĕтмелле.
 
: 942, Хаçат: 51 (937)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: