Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хусанта пурăнакан нацисенчен чăвашсен ачисем Кролик çулне пуринчен маларах ăсатрĕç. Декабрĕн 21-мĕшĕнче Тутарстанăн тĕп хулинчи «Ак Барс» Çамрăксен центрĕнче хитре чăрăш умĕнче ватти-вĕтти кăмăлпах савăнчĕ.
Хусан ачисем чăвашла вĕренмеççĕ пулсан та сăвăсене тăван чĕлхепе каларĕç. Елка йĕри-тавра тăрса чăваш юррисене юрларĕç, ташшисене ташларĕç. Ачасене çеç мар, аслисене те питĕ килĕшрĕ çак уяв.
Хĕл Мучипе Юр Пике пĕчĕк чăвашсене питĕ кирлĕ парнесем пачĕç. Шупашкарта туса кăларакан тутлă канфетсен курупкипе пĕрле тăван чĕлхепе тата вырăсла çырнă кĕнеке тыттарчĕç. Çаплах чи кăсăкки тата кирли вăл – чăваш алфавичĕ пулчĕ. Плакат евĕрлĕ алфавита ачасен ашшĕ-амăшĕсем килте стена çине çакса хурасси çинчен те пĕлтерчĕç.
Çитес çулхи Çĕнĕ çул уявне вара пирĕн ачасем сăвăсемпе юрăсене тата та лайăхрах вĕренсе килĕç.
Ачасен праçникне кăçал Хусанти П.Хусанкай ячĕллĕ Чăваш обществăпа культура центрĕ тата «Сувар» хаçат редакцийĕ ирттерчĕç. Илемлĕ те савăнăçлă праçник туса панăшăн ЧОКЦ председательне Николай Абрукова, унпа пĕрле «Салам» ансамбле, çамрăксен «Çăлкуç», «Юрам-Консалт» организацие, «КАМАЗ» УАОн Хусанти представительствине , «Асамат» пултарулăх студине, «Дентал» тулли мар яваплăхлă обществăна питĕ пысăк тав!
Елка хыççăн аслисем валли Шупашкарпа Тутарстан артисчĕсен концерчĕ пулчĕ. Концерт курма килнисем черет тăрса хаваспах «Сувар» хаçат çырăнчĕç.
 
: 879, Хаçат: 51 (937)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: