Тутарстанри чăваш, мари, удмурт, мордва чĕлхипе литературине вĕрентекенсемпе вĕренекенсемшĕн ĕнерпе паян, урăхла каласан, декабрĕн 15-16-мĕшĕсем, питĕ пĕлтерĕшлĕ кунсем, 9,10,11-мĕш класс ачисен хушшинче тăван чĕлхепе литература предмечĕпе республика олимпиади иртет. Чăвашсемшĕн кăçалхи шучĕпе 14-мĕш пулчĕ. 16 муниципаллă районтан пурĕ 43 йăхташ (вĕсем пурте районти олимпиадăсен çĕнтерӳçисем) хăйĕн пĕлĕвне кăтартма республикăн тĕп хулине килчĕ. Паллă ĕнтĕ, вăл ачасен кăна мар, вĕрентекенсен пĕлĕвне тĕрĕслени те, çавăнпа коридорта алăкăн-тĕпелĕн утакан педагогсен хумханăвне ăнланмалла.
Çапах та олимпиадăн чăваш чĕлхипе литератури енĕпе жюри председателĕ, Чăваш Республикин вĕрентӳ институчĕн чăваш чĕлхипе литературин кафедрин ертӳçи, филологи наукисен кандидачĕ Юрий Михайлович Виноградов каланă тăрăх, ачасем кăçал та лайăх хатĕрленсе килни курăнать, заданисен йывăрлăхĕ пĕлтĕрхинчен питех уйрăлмасть-мĕн. Республикăра тăван чĕлхене чăваш тата вырăс шкулĕсенче тĕрлĕ программăпа вĕрентнине кура олимпиадăри заданисем те тĕрлĕрен. Çырчалли, Анат Кама тата Пĕкĕлме хулисенчи вырăс шкулĕсенчи ачасем валли вăл, тĕслĕхрен, çăмăлрах.
ТР Вĕрентӳпе наука министерствин наци вĕрентĕвĕн тата регионсем хушшинчи çыхăнăвĕн уйрăмĕн советникĕ Г.Мусина та чăваш ачисем республикăра кăна мар, регионсем хушшинчи олимпиадăра та лайăх кăтартусем туса малти вырăнсене йышăннине çирĕплетрĕ. Кăçал та çапла пуласса иккĕленмест вăл, мĕншĕн тесен республикăри шкулсенче çак предметпа вĕрентӳ пысăк шайра.
Тутарстанра тăван чĕлхепе иртекен олимпиадăн кăçал уйрăмлăхĕ пур, ытти çулсенчи пек çĕнтерӳçĕсене I, II, III вырăнпа палăртмаççĕ. Раççей олимпиадисенчи пек çĕнтерӳçĕ пĕрре, ыттисем призерсем пулаççĕ.
Олимпиадăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе çитес номерте паллаштарăпăр.
![]() |
![]() |