Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Аксу районĕнчи Кивĕ Ӳсел ял библиотекин библиотекарĕн Татьяна Викторовна Артамоновăн шкул пĕтерсен мĕнле професси суйласси пирки ыйту тăман. Вăл ӳссен кам пулассине мĕн ачаранах пĕлнĕ. Мĕншĕн тесен сас паллисене паллама вĕренсенех илемлĕ литература вулама тытăннă. Ĕçрен пушансанах, тепĕр чух уроксем вăхăтĕнче те, вăрттăн кĕнеке вуланă. Камран-камран та, кукамăшĕнчен Марфа Ивановна Юмартоваран (амăшĕ ир вилнипе хĕрпĕрчине кукамăшĕ ӳстернĕ) çеç пытарайман вăл çак чун киленĕвне. Паллах, мăнукĕ тавра курăма анлăлатасран мар, лампа çутипе куç вăйне пĕтересрен шикленнĕ ĕнтĕ вăл. Çавăнпа час-часах: «Клуб кĕнекине ан вула, куçна пĕтеретĕн», – тесе вăрçнă.
Тепĕр чун киленĕвĕ – юрласси-ташласси – те Татьяна Викторовнăн мĕн ачаранах пырать. Çавăнпа шкултан вĕренсе тухсанах Елабугăри культурăпа çутĕç училищине вĕренме çул тытнă та. Бал ташшине ташлама питĕ юратнипе культура ĕçченĕ пулас шухăшĕ те пулнă пĕр вăхăт. Анчах кукамăшĕ мăнукне каллех çĕр çине антарнă: «Качча кайсан клуба чупаймастăн», – тенĕ вăл çирĕппĕн. Çапла Татьяна библиотекарьсен уйрăмне пĕтернех.
Алла диплом илнĕренпе, 1980 çултанпа, хăйĕн профессийĕпе тăрăшать, анчах юрă-ташăран та уйрăлмасть, мĕншĕн тесен юрламасăр чăтаймасть. Ялта мĕнле мероприяти пур – пĕрне те хутшăнмасăр юлмасть. Хăй те çав тери пуçаруллă çын, Кивĕ Ӳсел библиотекинче фольклор ушкăнĕ йĕркеленĕ, пенсионерсем ларма лараççĕ иккен. «15 çын çӳрет унта. Пĕрле уявсене хатĕрленетпĕр, авалхи юрăсене вĕренетпĕр. Кĕркунне акă вĕсемпе пĕрле «Барыня капуста» мероприяти ирттертĕмĕр. Çав кун купăстаран тĕрлĕ апат хатĕрлесе килчĕç вĕсем», – тет библиотекарь. Татьяна Викторовна çуллен февралĕн 23-мĕшĕнче ирттерекен «Служат хĕ, районти тĕп библиотека Тав çырăвĕпе чыслать.
Тата тепĕр çитĕнĕвĕ çинчен те асăнмасăр ниепле те май çук, çак пултаруллă чăваш хĕрарăмĕ тăрăшнипе библиотекăра чăваш кĕнекисен, пысăках мар тавра пĕлӳ кĕтесĕсем те пур кивӳселсен. Музей йĕркелес шухăш унăн кукамăшĕ пулăшнипе çуралнă иккен. Ку тăрăхри ват çынсем вилсен пӳрчĕ таранах йăлт пур. «Çурт» тăррине мăшăрĕ Юрий Васильевич хăмăшран ăсталанă. Çывăхри Покровка ялĕнчи (халĕ вăл пĕтнĕ) тăм чӳлмек ăстисен ĕçĕ те пур. Музейре 15-16 кăкшăм упранать.
Çемье тенĕрен, Артамоновсен вăл туслă та пысăк. Татьяна Викторовна – пилĕк ача амăшĕ, пĕр ывăлпа тăватă хĕр унăн тата икĕ мăнукĕ те пур. Тоня Аксури «Сувар» хăна çурчĕн аслă администраторĕ, Полина Кивĕ Тимушкелĕнчи Культура çурчĕн директорĕ, Сергей Аксури нефть компанийĕн ĕçченĕ, кĕçĕннисем Виолетăпа Лилия – шкул ачисем. Татьяна Викторовнăн çемйи мĕнпур ĕçе пĕрле ĕçлет, библиотекăна та пĕрлех юсанă вĕсем. Çитменнине тата юрла-юрла. Ку çемьере пурте юрра-ташша питĕ ăста. Тоньăпа Полина Аксу районĕн çăлтăрĕсем, вĕсем мĕнпур мероприятире юрлаççĕ. Кĕçĕннисем те вĕсенчен юлмаççĕ. Татьяна Викторовна каланă тăрăх, вĕсем хăйсен тăванĕсемпе: хĕрĕсемпе тата йăмăкĕсемпе Вера Уканеевăпа тата Валентинăпа, кĕрӳшĕпе Алексей Калуковсемпе пĕрле çемье ансамблĕ те йĕркелеме ĕмĕтленеççĕ.
Ял библиотекарĕн çемйин чун киленĕвĕ тата та пур, вĕсем килте, библиотекăра тĕрлĕ-тĕрлĕ чечек ĕрчетеççĕ. Вăрлăха вара почтăпа çырăнса илеççĕ. Ăратлă хур-кăвакалĕпе чăххи-чĕппи те карта тулли вĕсен. Сайра тĕл пулакан чăхсене тавра ял халăхĕ чĕпсем тухсанах йышăнса хурать-мĕн. Çапла пултаруллă çын, пур енчен те пултаруллă çав, ĕçре те, килте те.
 
: 1636, Хаçат: 50 (936), Категори: Нарспи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: