Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

– Пирĕн тăрăхра пуринчен ытла «Суварпа» «Ял пурнăçĕ» хаçатсене вулаççĕ, – терĕç Аксу районĕнчи Емелькинăри çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекен почтальонкăсем.
Чăн та, вĕсен сăмахне çирĕплетнĕ пекех, кăнтăрла иртсен райцентртан почта машини çитрĕ. Эпир, «Сувар» журналисчĕсем, хамăр ĕнер типографие калăпласа панă хаçатăн çĕнĕ номерне пичетрен тухнă хыççăн пуçласа Емелькинăра куртăмăр икĕ эрне каяллахи эрнекун. Почта машини çыхăну уйрăмĕ вырнаçнă çурт патнех кĕрейменнипе почтальонкăсем хаçат-журналпа çырусен миххисене алă вĕççĕн йăтаççĕ кашни кун. Çăмăл тееймĕн вĕсен ĕçне.
Сăмах май, ку тăрăхра ĕлĕкрен çул çуккипе тарăхать халăх. Юрĕ-ха халь вак чул сарнă çулпа аслă çул хĕрринче ларакан шкул патне çитме пулать транспортпа. Яла типĕ çанталăкра кăна кĕме май пур, çумăрлă вăхăтра тата хĕлле вара… машинăна ял хĕррине лартса хăварма тивет. Почтăна çитмешкĕн утмалăх пур. Унччен ял хутлăхĕн канашĕ пулнă кивĕ çуртра вырнаçнă çыхăну уйрăмĕ. Газ кĕртменнипе кунсерен сивĕ çĕрте ĕçлеме тивет почта ĕçченĕсен. Аксу районĕн ĕçтăвкомĕн ертӳçин çумĕ С.В.Александров мĕнле ыйтусем хумхантарни çинчен ыйтсан çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Ирина Владимировна Ильина:
– Пире валли те ăшăрах çĕрте, ытти кантурсен çывăхĕнче вырăн тупăнсан аванччĕ те, – терĕ.
Ял хутлăхĕнче ĕçлекенсем нумай пулмасть ялти икĕ хутлă шкулта пӳлĕм тупнă хăйсем валли. Тен, почта ĕçченĕсем валли те пĕрер кĕтес тупăнĕ унта? Тем пекехчĕ…
Михĕсене почтăна илсе çитерсен тӳрех хаçатсене пайлама пуçларĕç почтальонкăсем: ара, хĕллехи кун кĕске вĕт, хăвăртрах сумкăсене тултармалла та çĕнĕ кăларăмсене кашни хăйĕн ялĕнчи вулакансем патне çитермелле. Пилĕк яла тăватă почтальонка: Анна Владимировна Харитонова Унтакшăра пурăнакансемшĕн тăрăшать, Надежда Александровна Ильина Çĕмĕртлĕпе Емелькинăри вулакансем патне васкать, Людмила Михайловна Долговăна Çĕньялта куç пек кĕтеççĕ, Любовь Григорьевна Захарован çулĕ вара пуринчен те инçерех – вăл 8 километрти Хырăшненех куллен çӳрет.
Хырăшне вырăс ялĕ пулнипе унта «Сувар» çырăнса илекен çук, ытти ялсенче вара пирĕн хаçата юратса вулаççĕ. Емелькинăри почта уйрăмне кашни çур çултах çĕр ытла экземпляр «Сувар» килсе тăрать. Эпир пынă кун тĕлне 87-ĕн çырăннăччĕ хаçата.
– Вăхăт пур-ха, нумайăшĕ шăпах çырăнтарăвăн юлашки уйăхне хăварать хаçат çырăнас ĕçе. Унчченхинчен сахал пулмастех, – тесе шантарчĕ Емелькинăри почта начальникĕ И.В.Ильина.
Эпир те шансах тăратпăр Емелькино тăрăхĕнче пирĕн вулакансем йышлансах пырасса. Куллен «Сувара» вулакансене, çырса тăракансене чĕререн тав тăватпăр. Тата, паллах, почта ĕçченĕсене те!
Çĕнĕ номерсене пайласа сумкисене чикнĕскерсем:
– Каç пуличчен хаçата çынсем патне çитермелле! – тесе пирĕнпе сывпуллашрĕç те васкаса хаçат-журнал валеçме тухса утрĕç. Ывăнмасăр ĕçлемелле пултăр!
 
: 1435, Хаçат: 50 (936)

Комментарисем:

Анатолий Александров-Рига (2011-12-16 13:26:30):
Хисеплĕ энтешĕмĕрсем ! Çак Сувар хаçачĕ яланах сирĕн алăра пултăр, хыпарсене вăхăтлă пĕльсе тăрăр! Çавăншăн тăрăшса ,пыльчăк ашса çÿреççĕ ялсем тăрăх почтальонкăсем.Çыру çыракансем халь сахал пулмалла,ĕлĕкхи пек мар.Çапах-та СУВАР хаçат çыру çврса тăрать,çынсене савăнтарать. Çурт умĕнче почтальонка курсан чун питĕ савăнать пулмалла. Тавтапуç сире, çак СУВАР хаçата пичетлекенсене ! Чи малтан Вера Александровăна хăйĕн коллективĕпе, тата маттур почтальонкăсене,çак ăн пек пысăк ĕç туса тăнăшăн!!!

Вера Александрова (2011-12-16 22:37:03):
Тавах сире, Анатолий Иванович, ырă сăмахăрсемшĕн! Хăвăр кунтан çав тери аякра пурăнсан та "Сувара" вуласах тăратăр! Пирĕн хаçата Ригăра та вулаççĕ-тĕк - апла эпир ахаль мар тăрăшса ĕçлетпĕр! Тавтапуç!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: