Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çулталăк вĕçлениччен республикăри чăвашсен наципе культура центрĕсем отчетпа суйлав конференцийĕсене ирттерме тăрăшаççĕ.
Декабрĕн 13-мĕшĕнче Аксури ЧНКЦ хастар чăвашĕсем те конференцие пухăннă.
Йăлана кĕнĕ тăрăх ЧНКЦ председателĕ Михаил Васильевич Пикмуллин районта мĕнлерех ĕçсем, мероприятисем ирттерни çинчен отчет туса панă.
Чăвашсен пухăвне район администраци пуçлăхĕ Камиль Камалович Гилманов та хаваспах хутшăннă. Аксу чăвашĕсене вăл ырă сăмахсем каласа, тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕшĕн мухтаса малашне те обществăлла ĕçе аталантарса пыма суннă.
Камиль Камалович районти Культура çуртне чăваш ансамблĕсем валли вунă тухья тата пĕр умçакки парнеленĕ.
Аксу чиркĕвĕн пачăшки Александр атте те ырă сăмахсем каласа çынсене ырлăх-сывлăх суннă.
ТР ЧНКА председателĕ Константин Геннадиевич Яковлев та конференцие пушă алăпа килмен. Чăваш халăхĕшĕн чунĕсене паракан çынсене Хисеп хучĕсем парса саламланă. Хăй те çав район çынни пулнипе вăл аксусемпе питĕ мăнаçланать, паллах.
Конференцире тухса калаçакансем те сахал мар пулнă. Хăйсем туса ирттернĕ ĕçĕсем çинчен каласа панă.
Отчетпа суйлав конференцийĕ пулнине кура, паллах, чăваш центрĕн председательне суйлаççĕ, е малтанхинех хăвараççĕ.
Шел пулин те, юлашки çулсенче Аксу районĕн ЧНКЦ председателĕсем улшăнсах тăраççĕ. Çитес икĕ çула аксусем Сĕнчел шкулĕн директорне Алексей Владимирович Калукова суйланă.
«Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлать», – теççĕ. Тен, Аксу районĕ халĕ унчченхи пекех янăрама тытăнĕ. Халăх шанать. Эпир – халăхпа.
 
: 1380, Хаçат: 50 (936), Категори: ЧНКА хыпарĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: