Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (26.10.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Республикăн пысăк хулисенче йĕркелекен ял хуçалăх ярмăрккисене хуçалăхсем кăна мар, ял хутлăхĕсем те хутшăнасси йăлана кĕчĕ. Çапла майпа вырăнти власть уйрăм хуçалăхсене хăйсен продукцине вырнаçтарма пулăшать. Нурлат районĕнчи Якуркел ял хутлăхĕ те вырăнти «Агро-Развитие» тулли мар яваплăхлă обществăпа пĕрле сентябрь уйăхĕн вĕçĕнчен тытăнса кашни шăматкун Нурлат тата Хусан хулисенчи ярмăрккăсенчен юлмасть.
Ял хутлăхĕн пуçлăхĕ В.Яковлева каланă тăрăх, вĕсем ял халăхĕнчен сĕт-çу, хăйма-тăпăрч, пахча çимĕç, аш-какай, варени, консервланă пахча çимĕçсем, чăлха-нуски пуçтараççĕ. Ярмăрккăран таврăнсан вара укçи-тенкине халăха тӳрех валеçсе параççĕ. Продукцие хаклă хакпа сутмасан та (сĕтĕн пĕр литрĕ – 17, тăпăрч 60 тенкĕ...) тупăшĕ самаях пуçтарăнать, хăш чухне пĕр çын пуçне 2-3 пин тенке те çитет-мĕн. Çак вăхăтра ял хутлăхĕнчи халăха миçе тенкĕлĕх тупăш тума пулăшнине çеç шута илмен: «Отчет ыйтмаççĕ те шутламан», – терĕç кун пирки ял хутлăхĕн ĕçченĕсем.
Паллă ĕнтĕ, ярмăрккăра сутакансем ял хутлăхĕн, клуб, библиотека ĕçченĕсем хăйсемех. Кашни эрнере Валентина Семеновнăпа пĕрле икшер «сутуçă» каять. Калас пулать, çăмăл ĕç мар вăл пасарта тăрасси. Хусан хулинче ирхине ирех сутма тытăнас тесен, тĕслĕхрен, каçхине 11 сехетрех çула тухма, кайран сивĕре урамра тăма тивет.
Пытармăпăр, хулара пурăнакансем тиркевлĕ халăх, вĕсене юрама питĕ йывăр. Апла пулсан та ял продукцине кăнтăрла тĕлне йăлтах туянса пĕтереççĕ иккен. Ярмăрккăсем пуçлансанах ял хутлăхĕн ĕçченĕсем халăхран продукцие килĕрен пуçтарса çӳренĕ пулсан, халĕ ял çыннисем хăйсемех ял хутлăхне сумки-сумкипе тултарса сутма кӳрсе параççĕ. Паллă ĕнтĕ, кашни эрнере алла «чĕрĕ» укçа кĕни çемье бюджетне самай пулăш.
«Самозанятость» программăпа хăйсен ĕçне (чăлха-нуски çыхасси) йĕркеленĕ Елена Олоповăпа Галина Саврандейкинăшăн та кун пек ярмăрккăсем питĕ кирлĕ. Çыхнă çăм чăлха-нускисене ăçта тата мĕнле сутма каймаллаччĕ-ха вĕсен? Капла хула халăхĕсем самантрах туянса пĕтереççĕ иккен.
Сăмах май, республикăра ял хуçалăх ярмăрккисем малтан палăртнă пек декабрĕн 3-мĕшĕнче вĕçленмерĕç, Çĕнĕ çулчченех тăсăлаççĕ. Çавна кура халăх ăна хăнăхса çитрĕ çеç мар, хăйĕн те хутшăнма кăмăлĕ пур: «Кун пек ярмăрккăсем ял çыннисене интереслентерсе ячĕç, халĕ ĕнтĕ вĕсем пирĕнпе пĕрле кам сĕт юр-варĕ, кам хур-кăвакал ашĕ тата ыттине сутма пырать. Акă Çĕнĕ çул умĕнхи ярмăрккăсене хутшăнма темиçе çын заявка пачĕ те ĕнтĕ, вĕсем хур-кăвакал ашĕ сутма хатĕрленеççĕ. Хула çынни Çĕнĕ çул уявĕ валли шăпах çак какая туянма тăрăшать-çке. Ял çыннисем пĕрле пыни пирĕншĕн те лайăх, ĕçе çăмăллатать», – тет Якуркел ял хутлăхĕн ертӳçи В.Яковлева.
 
: 1516, Хаçат: 50 (936), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: