Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ХУСАНТА «Бэлэкэч» республика программипе лартнă юлашки икĕ ача садне çак кунсенче хута янă. Вĕсем Ново-Савиновски районĕнчи 220-шер вырăнлă «Соенеч» тата «Росинка» ача сачĕсем. Вĕсене уçмашкăн хула мэрĕ Ильсур Метшин килнĕ. Вăл çак учрежденисене пăхса çаврăннă май спорт, музыка залĕсене, кĕçĕн ушкăнри ачасен пӳлĕмĕсене кĕрсе курнă, ачасемпе калаçнă. Мэр çак программăшăн ТР Президентне Р.Минниханова тав тумаллине каланă. Хаваслă мероприятие пушă алăпа килмен хула ертӳçи, ача сачĕсен ертӳçисене спорт инвентарĕ валли сертификатсем, ачасене çемçе теттесемпе пысăк торт парнеленĕ. «Соенеч» ача садĕнчи ашшĕ-амăшĕсем те парăмра юлман, хула мэрне ТР Президентне тав сăмахĕсем калама тата ачасемпе пĕрле хăйсем ăсталанă картинăпа календаре парнене пама ыйтнă.
* * *
Республикăн тĕп хулинче кăçал пурĕ 48 Çĕнĕ çул чăрăшĕпе хулисем вырнаçтарĕç. Кашни районта ăна хаваслă лару-тăрура уçĕç. «Хуласене» карусельсем, тусемпе, çутатакан гирляндăсемпе илемлетĕç. Районти мероприятисенче суту-илӳ те йĕркелĕç.
ЕЛАБУГĂРИ Александровски садĕнче «Хĕл каçакан вĕçен кайăксем» уяв иртнĕ. Экологипе биологи центрĕн вĕренекенĕсем хăйсен аллисемпе ăсталанă 30 ытла сырăш çакнă. Вĕсем кашни эрнере çак сырăшсене тĕрĕслесе тăма шантарнă. Кунсăр пуçне уявра Тутарстанра хĕл каçакан вĕçен кайăксем мĕнле пурăнни çинчен каласа панă.
* * *
Декабрĕн 9-мĕшĕнче Танайка ялĕнче «Тыл ĕçченĕсене асăнса» асăну хăми уçнă. Вăл ял çыннисене вăрçă вăхăтĕнче ентешĕсем салтаксемпе танах Çĕнтерĕве çывăхлатма пулăшнине аса илтерсе тăрĕ. Тыл ĕçченĕсене халалланă пĕрремĕш асăну хăмине Танайка ялĕнче уçни ахальтен мар, вăрçă вăхăтĕнче çак ял çыннисем çар самолечĕсене ăсталама пысăк пай кĕртнине вăхăтĕнче Сталин телеграмма ярса палăртнă.
ЕШĔЛВАР çыннисен декабрĕн 17-мĕшĕнче урамра Великий Устюгран килнĕ чăн-чăн Хĕл Мучипе тĕл пулма май пур. Паллах, вăл кунта хăй кăна мар, Тутарстанăн тĕп Кыш Бабайĕпе килĕ. Уяв мероприятийĕ хула музейĕ умĕнчи тӳремре тата «Маяк» спорт базинче иртĕ. Кун хыççăн Хĕл Мучи карапсем тăвакан, А.Горький ячĕллĕ заводра пулса «Великий Устюг» ятлă пулас карапа пăхĕ.
АЗНАКАЙРИ Культура керменĕнче инвалидсен декадине халалласа «Шанăç парнеле» ыр кăмăллăх марафонĕ иртнĕ. Унта хутшăнакансем чăнах та нумайăн пулнă: шкул ачисем хăйсем ăсталанă япаласене сутнă, хăш-пĕр организацин ĕçченĕсем пĕр кунри ĕç укçине куçарнă. Пуçтарăннисене инвалид-ачасем хăйсен ĕмĕчĕсем çинчен каласа паракан фильм кăтартнă. Предприятисемпе огранизацисен ертӳçисем вĕсен ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртсе хăшне ноутбук, сиплев кирлисене укçа панă. Пулăшу кирлĕ инвалид-ачасем валли çав кун пурĕ 382 пин тенкĕ укçа пухăннă.
 
: 1418, Хаçат: 50 (936), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: