Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Декабрĕн 15-мĕшĕнче РФ Правительствин Председателĕ В.В.Путин Тӳрĕ эфирпа «Владимир Путинпа калаçни. Малалли» программăра халăх ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. Кăçалхипе вуннăмĕш хут иртрĕ çакăн пек тĕлпулу. Яланхи пекех, чи çивĕч ыйтусем çине хуравлама тиврĕ Премьер-министрăн. Ыйтусенчен пысăк пайĕ – 29 процент – социаллă проблемăсемпе çыхăннă, ун хыççăн пурăнмалли вырăн, коммуналлă тивĕçтерӳ ыйтăвĕсем, ĕçпе шалу та хумхантарать çынсене. Паллах, патшалăх, общество, шалти политикăпа çыхăннисем те пулчĕç, анчах вĕсем сахал.
Çав вăхăтрах декабрь пуçламăшĕнче иртнĕ суйлав, ун хыççăнхи митингсене асăнмасăр хăвармарĕç калаçăва хутшăннисем. Суйлав ултавсăр иртнине шанманнисем чылай. Ӳлĕм çĕршыври кашни суйлав участокне веб-камерăсем вырнаçтармалла, талăкĕпе «сыхласа» тăччăр тесе сĕнчĕ Владимир Путин. Çапла тусан Интернетпа участоксенче мĕн пулса иртнине кунĕпе, çĕрĕпе пăхса ларма пулĕ.
Çаплах В.Путин муниципаллă влаçăн пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртрĕ, вĕсем эффективлă ĕçленинчен çынсен пурнăç шайĕ тӳррĕн çыхăннине астутарчĕ. Çавăнпа муниципаллă власть механизмне лайăхрах ĕçлеттерес тесен пур енлĕн çине тăмалла.
Сывлăх сыхлав сферинче пулас улшăнусем чылайăшне шиклентерни, иккĕлентерни куçкĕрет – çĕршывра тӳлевсĕр медицина пĕтсех ларассăн туйăнать. Кун пирки В.Путин тĕп услугăсем тӳлевсĕрех юлĕç тесе лăплантарчĕ. Тата 1993 çултанпа сывлăх сыхлавне регионсем финанслани тĕрĕсе килменнине кура малашне ОМС системи çине куçассине çапла майпа пур çĕрте те сывлăх сыхлав учрежденийĕсене модернизацилеме май пулассине шантарчĕ вăл. Кăçал уйрăмах çар çыннисем çинчен нумай калаçаççĕ, çар оборонине укçа хывасси ӳсет, çар çыннисене хваттерсемпе тивĕçтересси… тата та, тата та. Тӳрĕ эфирта çарпа çыхăннă ыйтусем пулмарĕç мар. Правительство ертӳçи çар çыннисен 2012 çулта пĕрмай пурăнмалли хваттер ыйтăвне тĕпренех татса пама шантарчĕ.
Вĕрентӳ системин аталанăвĕ паянхи кун пурне те хумхантарать пулĕ, паллах, ытларах вĕренекенсене, вĕсен ашшĕ-амăшне тата вĕрентекенсене. Çакăнпах список вĕçленмест иккен, патшалăх та вĕрентӳ аталанăвне тимлет. Владимир Владимирович уйрăмах аслă шкулсем, вĕсене укçа-тенкĕ уйăрасси çинче чарăнса тăчĕ.
Раççее паян наци ыйтăвĕсене патшалăх шайĕнче татса парасси те хумхантарать. Çакăн пирки Правительство ертӳçине те каларĕç. Паянхи куна национальноçсен ыйтăвĕсемпе Регионсен аталанăвĕн министерстви ĕçлет. Анчах çакă чăннипех кăткăс ыйтусене тивĕçлипе, паянхи кунпа килĕшӳллĕн пăхса тухма май памасть. Çавăнпа ку шухăша тĕплĕн шухăшласа пурнăçа кĕртмелле тесе килĕшрĕ Владимир Владимирович.
 
: 1305, Хаçат: 50 (936)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: