Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Эрне каялла, декабрĕн 2-мĕшĕнче, Нурлат районĕн Чăваш наципе культура центрĕ отчетпа суйлав пухăвĕ ирттерчĕ. «Кĕçех суйлав» тенипе те пулĕ, чылайăшĕ декабрĕн 4-мĕшĕнче иртекен суйлава хатĕрлессипе чупкаланипе пухăва пырайман курăнать, палăртнинчен самай сахалрах пухăннă Нурлат чăвашĕсем Искусствăсен шкулĕн акт залне. Пухăва Аркадий Леонтьевич Клементьев, Нурлат районĕн ЧНКЦ председателĕ, уçрĕ. Эпир хăнăхнă ĕнтĕ, çакăн пек пухусем уçăлсанах председатель залра ларакансен умĕнче иртнĕ тапхăрта мĕн туса ирттернине каласа парать. Нурлатсем хăнăхнă йăларан пăрăнчĕç. Нурлат муниципаллă район пуçлăхĕ Наиль Шакирович Шарапов сăмах тухса каларĕ чи малтан. Вăл залра ларакан чăвашсене саламланипе пĕрлех йышĕ сахал пулнине те асăрхамасăр хăвармарĕ.
Ун сăмахĕсемпе, Нурлат районĕнче хут çине пăхсан пур халăхран 20 проценчĕ чăвашсем, чăннипе вара 40 процент та пур-тăр, кун пирки Наиль Шакирович иккĕленмест. Мĕншĕн тесен 2010 çулта иртнĕ çыравра пĕр чăваш ялĕнче ялĕпе тенĕ пек хăйсене вырăс тесе çыртарнă (эпир «Суварта» ял ятне кăтартса тăмăпăр ĕнтĕ –Т.В.). «Пĕр енчен илсен этемĕн хăйне хуть хăш наци тесе çыртарма та ирĕк пур ĕнтĕ, анчах тепĕр енчен… Çын хăйне, çуратса ӳстернĕ ашшĕ-амăшне, тăван çĕре хисеплет-тĕк – çапла хăтланмасть. Раççейĕн тĕп вăйĕ нумай нациллĕ çĕршыв пулнинче. Кашни нацин хăйĕн культури, çĕршывра пĕр культура тепĕр культурăпа çыхăнса пуянланса пырать. Çакă район шайĕнче те, республика шайĕнче те тӳрех сисĕнет». Унтан Н.Шарапов Аркадий Леонтьевич ĕçне мухтарĕ. Калама çăмăл, Нурлат районĕ чăваш культурин центрĕ пулса тăнăранпа 5 çул (паллах, хут çинче çирĕплетсе çырман çакна ниçта та). Шăп 5 çул каялла пĕтĕм чăваш тĕнчине пухакан Уяв иртме пуçланă хулара. Кăçал икĕ республика президенчĕсем – Рустам Миннихановпа Михаил Игнатьев – Уява пыни çак праçникĕн сумĕ тĕнчене сарăлмалла пысăк пулнине кăтартакан паллă пулчĕ. «Паллах, Уяв чи малтанах, чăвашсене пĕрлештерекен праçник пулса тăрать. Çав вăхăтрах ăна йĕркеленĕ, хатĕрленĕ çĕре районти пур наци çынни те хутшăннине манмалла мар. Çавăнпа Уяв пуриншĕн те туслаштаракан мероприяти пулса тăрать», – тулли кăмăлпа палăртрĕ район ертӳçи.
Паллах, Республика Уявне пĕрмай Нурлатра ирттерме йышăннăшăн Фатих Сибагатуллина тав тумалла. Хальхи пуçлăх та праçник историне пуянлатассишĕн самай тӳпе кĕртнĕ. Наиль Шакирович сăмахĕсене илтсен çакăншăн нимĕн те тĕлĕнмелле мар-тăр: «Эпĕ тутар, анчах эпĕ нихăçан та Тутарстан тутар çĕрĕ тесе каламăп. Мĕншĕн тесен пирĕн республикăра авалтан тĕрлĕ наци çыннисем пурăнаççĕ. Чăвашсем – ĕçе юратакан, ĕçлеме пултаракан халăх. Эпĕ, район пуçлăхĕ пулнă май, çакна сахал мар курнă. Çакăншăн районти пур чăваша та, ертӳçĕсене те тав тăватăп».
Н.Ш.Шарапов çавăн пекех ĕçре, творчествăра палăрнă чăвашсене Нурлат муниципаллă районĕн Хисеп хучĕпе наградăларĕ: Андриян Александрович Григорьев врача, поэта; Иван Павлович Павлов чăваш активистне; Вăтам Хăмăшлăри шкул директорне Марина Александровна Герасимовăна; «Çăлкуç» чăваш фольклор ансамблĕн ертӳçине Светлана Семеновна Ефремовăна.
ИКĔ ÇУЛТА МĔН ТУНĂ
Пухăннисене Нурлат районĕн ЧНКЦ председателĕн А.Л.Клементьевăн отчетне итлеме интереслĕ пулчĕ. Юлашки хут отчетпа суйлав пухăвĕ 2009 çулта пулнă. Ун чух ЧНКЦ канашне 11 çынна суйланă.
Аркадий Леонтьевич асăннă ĕçсенчен канаш хăйĕн тивĕçĕсене тăрăшса пурнăçланă. Çакă пурнăçăн хăш сферинче те курăнать. Тĕслĕхрен, 2010 çулта шăп Нурлат чăвашĕсем футбол турнирĕсене ирттерессине пуçарнă. «Хамăр пуçартăмăр пулин те пĕлтĕр те, кăçал та çĕнтерӳçĕсем пулаймарăмăр, – хаш сывлать Аркадий Клементьев, – пĕлтĕр Аксу футболисчĕсем çĕнтернĕ, кăçал – алексеевскисем мала тухнă». ТР ЧНКА ертӳçи Константин Яковлев: «Виççĕмĕш вырăн та çĕнтерӳçĕ вырăнĕ», – тесе лăплантарчĕ. Çав вăхăтрах çитĕнӳсем те çук мар. Лениногорск чăвашĕсем 2010 çулта «Выля, хут купăс» конкурс пуçласа янă, нурлатсем унта икĕ çулĕнче те хутшăннă. Пĕлтĕр те, кăçал та çĕнтерӳçĕ пулса таврăннă.
Паллах, Аркадий Леонтьевич çак икĕ çулта хатĕрленĕ пысăк мероприятисенчен Уява асăнчĕ. «Нурлат районĕнче яланах уяв ирттернĕ, анчах унăн сулăмлăхĕ юлашки çулсенче уйрăмах вăйланса чăвашсем йышлăн пурăнакан районсене те витĕм кӳчĕ. Кăçал çак юрă праçникне ытти районсенче те ирттернĕ. Чăн та, ăна йĕркелекенсене çăмăлах килмен, мĕншĕн тесен ун умĕнех Сабантуй иртет. Ăна йĕркелеме пĕтĕм вăй каять темелле, уява хатĕрленме вара вăхăт та сахалрах, халăх та йышлах мар. Уяв çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ А.Клементьев: «Уяв программине çулран çул улшăнусем кĕртмен темелле, çитес уяврах çĕнетмелле ăна. Уява республика, патшалăх праçникĕ тесе Президент шайĕнче йышăнсан аванччĕ, мĕншĕн тесен çапла тусан мероприятие ирттерме грант уйăрса парĕччĕç». Районти чăвашсем хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе, çăмăл атлетикăпа ăмăртусем ирттернĕ. Çавăнпа кунти чăвашсене спортпа туслă темелле, чăваш шкулĕсенче вĕренекенсем район, республика шайĕнче иртекен ăмăртусенчен те çĕнтерӳçĕ ятне илсе таврăнни пĕрре мар пулнă.
Район пуçлăхĕ хускатнă темăна ЧНКЦ председателĕ малалла тăсрĕ: 10 çул каялла иртнĕ çырав тăрăх Нурлат районĕнчи халăх йышĕ 29 проценчĕ чăвашран тăнă, иртнĕ çыравра вара чăвашсен шучĕ 26 процентпа танлашать. Ку самай пысăк уйрăмлăх. Аркадий Леонтьевич шутланă тăрăх, чăвашсен шучĕ чакни, вĕсем «вырăса» тухса пынин тĕп сăлтавĕ – çемье. Ашшĕ-амăшĕн ачисене тăван наци туйăмне хисеплеме вĕрентмелле. Çапла тусан кăна чăн чăваш çемйинче «вырăссем» çуралма пăрахĕç. Юлашки çулсенче вăя кĕнĕ оптимизаци тĕллевĕ айне пулса районти 21 шкултан 10 чăваш шкулĕ хупăнни те пуçа ыраттаракан пулăм пулса тăрать. Çинех тата чăваш хаçачĕсене çырăнакансен шучĕ те чаксах пырать. Çырăнсан та ытларах аслăрах çулсенчисем çырăнаççĕ, çамрăксем чăвашла вуласшăн мар е тата «вулама пĕлмеççĕ». Паянхи куна районăн «Туслăх» хаçатне 200 çын ытла çырăннă, «Сувара» çырăнакансен шучĕ те сахалланса пырать. Ку кăна та мар, ытти çулсенче Шупашкартан килекен артистсен концерчĕсене хапăлласа çӳренĕ-тĕк, халь концертсене çӳрекенсем те сахалланнă (сăмах май каласан, чăваш артисчĕсем патне кăна мар, ытти çĕртен килекеннисем патне те каясшăнах мар нурлатсем).
Нурлат чăвашĕсен республикăмăрти ентешĕсен умĕнче уявпа, спорт аталанăвĕпе кăна мар, тата та мухтанмалăх пур – вĕсен кунта чăвашла телевидени ĕçлет. Ку чăнах та питĕ пысăк çитĕнӳ. Вăл пĕрре эфира тухса кайран çухалнă хыççăн тепре «тупăнни» кунти чăвашсен çине тăраслăхĕ çинчен калать. Иртнĕ эрнере кăна-ха икĕ сехете пынă чăваш концертне пăхни çинчен тулли кăмăлпа савăнса пĕлтерчĕç пире пухăва пынисем.
Хăйĕн докладне ЧНКЦ председателĕ çак икĕ çулта чăваш обществинче активлă ĕçленисене ЧНКЦ ятĕнчен Хисеп хучĕсем пачĕ: чăваш кăларăмĕсене ертсе пыракан Галина Александровна Корчукована; Ерепьел ялĕнчи активиста Анатолий Михайлович Савгачева; Якуркелĕнчи футбол командин капитанне Александр Владимирович Ендирякова.
Аркадий Клементьев хыççăн сăмах илнĕ ЧНКА председателĕ Константин Яковлев Нурлат чăваш обществине кал-кал ĕçленĕшĕн мухтарĕ. Тата та пысăкрах çитĕнӳсем тума сĕнӳсем пачĕ. Тĕслĕхрен, футбол кубокне çĕнсе илес тĕллеве пурнăçлама малтан районти ялсенчи футбол командисемпе район шайĕнче турнир ирттермелле, çĕнтерӳçине Нурлат чăвашĕсен чысне хӳтĕлеме республикăри чăвашсен турнирне ямалла. Район администрацийĕнче юлашки çулсенче чăваш ĕçлеменни сисĕнни çинчен те пытармарĕ Константин Геннадиевич: «Район пуçлăхĕн çумĕнче Юрий Терентьев тăрăшнă чух наци ыйтăвĕсемпе çыхăннă ыйтусене татса пама самай ансатрахчĕ», – тесе аса илчĕ вăл. Çак пухура суйлакан канаша çакăн пирки район пуçлăхĕ патне çыру çырма йышăнчĕç çынсем.
Чăваш шкулĕсене йышлăн хупни ЧНКА председателĕн кăмăлне самай хуçнă, кунта халăхăн хăйĕн те айăпĕ çук мар тесе шутлать вăл. Таçтан «çӳлтен» шкула хупассине пĕлтерсенех хирĕçсе тĕрлĕ инстанцисене çитсен, тен, тата суда та парсан (РФ Конституцийĕнче пĕлӳ илесси çинчен каланине хирĕç пынăшăн) 10 шкулнех пулмасан та, чылайăшне сыхласа хăварма май пулнă-тăр. Анчах залра ларакансем пĕлтернĕ тăрăх, шкулсем хупăнасси çинчен ачасен ашшĕ-амăшĕсене кăна мар, районти вĕрентӳ уйрăмне те вăхăтра пĕлтермен иккен: камăн-тăр пуçне ăслă шухăш пырса кĕнĕ – хупнă. Нурлат çумĕнчи Чăваш Менчи шкулĕ пирки те çакăн пекех каламалла. Кунта чăвашла вĕрентнĕ, ачасен йышĕ пулнă, вĕренекенсен хушшинчи спорт аталанăвĕ те пысăк шайра пулнă, анчах мĕне пула-тăр шкула хупнă. Халь ачасем Нурлата çӳреççĕ, паллах, чăвашла вĕренмеççĕ, йĕлтĕрçĕсен-спортсм енсен хăйсен проблемисем сиксе тухаççĕ… Ялсенчи клубсен ĕçĕсене те лайăхлатмалли пирки астутарчĕ Константин Геннадиевич: «Клуб – ял чĕри, çакна манмалла мар». Сцена çине тухакансенчен кашниех Уява аса илчĕ темелле, паллах, ЧНКА председателĕн те хушса хумалли тупăнчĕ. Вăл 2012 çултан Уявра «Уяв пики» кăна мар, «Уяв паттăрĕ» те ирттерме сĕнчĕ. Вăл пĕрер спорт тĕсĕпе çыхăнмасан та пултарать, мĕншĕн тесен халь те кĕрешӳçĕсен ăмăртăвĕ пур, вăл малашне те çапла юлĕ. Уява килекен коллективсен хăйсен пултарулăхне кăтартма тулли майсем пулмалла. Тен, пурте пĕрле пысăк тӳремре уяв юррисем ирттернĕ хыççăн кашнин хăйĕн «пĕчĕк лаптăкĕ» çинче юрламалла?
Константин Яковлев Нурлат районĕнчи чăваш çыравçисене ырларĕ. Пĕлтĕр Мамăк ялĕнчи Иван Павлов кĕнеки кун курчĕ, кăçал – 30 çул «Туслăх» редакцийĕнче вăй хунă Елизавета Илюшкинăн «Асран кайми тĕлпулусем» кĕнеки.
ЧНКА председателĕ Çĕнĕ çултан Нурлат районĕнчи ялсем тăрăх çӳрессине пĕлтерчĕ (ку хыпара кам-тăр савăнса йышăнчĕ-тĕр, кама-тăр вăл шиклентерчĕ те пулĕ). Константин Геннадиевич чăвашсемпе ялсенче куçа-куçăн тĕл пулса вĕсен нуши-савăнăçне пĕлесшĕн. Паллах, К.Яковлев Нурлат районĕпе çырлахасшăн мар, паянхи куна Тутарстанра 260 чăваш ялĕ, çитес икĕ çулта пуринче те пулса курасшăн вăл. РФ Писательсен союзĕн членне, Нурлат районĕнчи ЧНКЦ канашĕн членне Валентин Михайлович Бурайкина, Нурлат районĕнчи халăх вĕрентĕвĕн инспекторне Ольга Семеновна Тарасовăна, ЧНКЦ канашĕн членне Юрий Владимирович Терентьева, ЧНКЦ çамрăксен организацийĕн ертӳçине Светлана Совковăна Чăваш наципе культура автономийĕн Хисеп хучĕсене парса хавхалантарчĕ.
Пухăва «Сувар» хаçат редакторĕ Константин Малышев та хутшăнчĕ. Вăл нурлатсене чăвашла тухакан кăларăмсене сыхласа хăварма хал çитернĕшĕн мухтарĕ. Çакăн пек мелпе Тутарстанри ытти районсенче те, тĕслĕхрен, Пăвара, чăвашла телепередачăсем кăлармаллине каларĕ. Паллах, хаçат редакторĕ çырăнтару кампанийĕ пынă вăхăтра «Сувара» çырăнмалли пирки каламасăр хăвармарĕ. Залра «Сувар» Нурлат çинчен сахал çырать тесе ӳпкелешме пăхакансем те пулчĕç. Анчах вĕсем ытти районсенче пурăнакан чăвашсем хăйсем те активлăрах пулнине асăрхаман-тăр, вырăнти ĕç-хĕл çинчен çырса тăракансем пуррипе те çыхăннă районсен ячĕ хаçат страницисенче час-час тĕл пулни. Çавăнпа хаçата çырăнмалла, çырмалла.
Хальхинче пуху питĕ хĕрӳ иртрĕ. Кунта чăваш ача сачĕсем уçасси пирки те, Искусствăсен шкулĕнче чăваш юрри-ташшине вĕрентекен уйрăм уçасси пирки, ӳлĕм Уявра Нурлатри чăваш ачисен пултарулăхне туллин кăтартасси пирки те чылай сĕнӳ пулчĕ. Паллах, çитес икĕ çула председатель, канаш суйларĕç. Нурлат районĕн ЧНКЦ председательне А.Л.Клементьевах хăварма йышăнчĕç, канаша та унчченхи çынсенех хăварчĕç, анчах вăл халь самай аслăланчĕ – халь унта 17 çын. Çĕнĕ йыш кам мĕнле темăна илсе пынине малтанах палăртса чăвашлăх ĕçне лайăхлатасса шанас килет.
ХĂТЛАВ
Çакăнпа пуху вĕçленчĕ, анчах чăваш мероприятийĕ мар. Мĕншĕн тесен çак кун Елизавета Илюшкинăн нумай пулмасть Шупашкарта пичетленсе тухнă «Асран кайми тĕлпулусем» кĕнекин хăтлавне ирттерчĕç. Хытă хуплашкаллă, илемлĕ кĕнекене районти пултаруллă, ĕçре хастар чăвашсем çинчен çырнă очерксем, тĕрленчĕксем кĕнĕ. Очерксен авторĕсене сцена çине чĕнсе хăпарса кĕнекесем парнелерĕç, вырăнти çамрăк артистсем юрăсемпе тухса саламларĕç. Андриян Григорьев автора халалласа çырнă сăввине вуласа пачĕ, эпир паян вулакана паллашма сĕнетпĕр унпа. Ăшпиллĕ лару-тăрура вĕçленчĕ хăтлав, пурте Елизавета Тимофеевнăна кĕнеке тухнă ятпа саламларĕç, ăнăçу, хавхалану сунчĕç.
 
: 977, Хаçат: 49 (935), Категори: ЧНКА хыпарĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: