Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Нумай пулмасть РФ ял хуçалăх министрĕ Елена Скрынник 2011 çулхи вырмана пĕтĕмлетнĕ май Тутарстан Раççейре чи нумай тыр-пул ӳстернĕ регионсен йышне кĕнине пĕлтерчĕ. Чăн та, республикăн агропромышленность комплексĕ çулран-çул аталанать. Паллă ĕнтĕ, инвесторсен пулăшăвĕсĕр мар, «Красный Восток-Агро», «Агросила групп», «Вамин-Татарстан», «Ак Барс Холдинг» пек пысăк инвесторсем ял хуçалăхне килни сисĕнмеллех çитĕнӳсем тума пулăшаççĕ. Çаплах ытти инвесторсен тӳпи те пĕчĕк мар.
Нурлат районĕнчи нефть уçлакан «Макойл» ХАО районти панкрута тухнă «Родина», Кузнецов ячĕллĕ хуçалăхсене 2006 çулта пулăшăва килмен пулсан вĕсен шăпи мĕнлерех пулатчĕ-ши? Шăп çак вăхăтра икĕ хуçалăха пĕрлештерсе «Агро-Развитие» тулли мар яваплăхлă общество (ертӳçи Д.Ишкинеев) йĕркеленĕ. Халĕ вара пăх та кур – вăл районта малтисен ретĕнче! Кăçал ТР Президенчĕ Р.Минниханов ку хуçалăха ял хуçалăх продукцине туса илессинче тата ăна сутассинче пысăк çитĕнӳсем тунăшăн дипломпа наградăларĕ.
«Агро-Развитие» тулли мар яваплăхлă общество, тĕпрен илсен, яланхи йăлапах ĕçлет, урăхла каласан, темиçе çул каяллахи пекех тыр-пул, сахăр чĕкĕнтĕрĕ çитĕнтерет, ĕне-выльăх тата сысна ĕрчетет. Пĕтĕмпе унăн 9847 гектар çĕр, вĕсенчен 6947 гектарĕ – акăнаканни. Хуçалăх хирĕнче çуллен тулă, ыраш, урпа, сĕлĕ çитĕнет. Тыр-пулăн пĕр гектара тивекен вăтам тухăçĕ кăçал 41,5 центнерпа танлашнă, пурĕ 10989 тонна пухса кĕртнĕ вăл, сахăр чĕкĕнтĕрĕ те япăх пулман, пĕтĕмпе 8000 тонна кăларнă (пĕр гектара тивекен вăтам тухăç 200 центнер). Сăмах май, кăçал кĕркунне йĕпе-сапа çанталăк тăрсан та «Агро-Развитие» тулли мар яваплăхлă обществăн пĕр гектар чĕкĕнтĕрĕ те юр айне юлман. Тыр-пула та, пылак тымар çимĕçе те вĕсем хăйсен техникипех вăхăтра пухса кĕртнĕ.
Чăн та, икĕ çул кунта хура тул та акса япăх мар тухăç илнĕ-ха, шĕкĕлчесе тасатма Пĕкĕлмене ăсатнă. Кайран кĕркунне ял хуçалăх ярмăрккисенче сутса лайăх тупăш тунă. Анчах пĕлтĕрхи шăрăх, типĕ çанталăка пула тухăç питех пысăк пулманнипе кăçал ку культурăна акма шутламан.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ пирки калас пулсан, ку енĕпе те ӳсĕмсем çук мар темелле. Кунти фермăсем районта тĕслĕхлисен шутĕнче, унта çулсерен тĕрлĕ шайри семинарсем иртеççĕ. Хальхи вăхăтра хуçалăхра пурĕ 3046 ĕне-выльăх (950-шĕ сăвăнакан ĕнесем), 2441 пуç сысна. Çулталăк пуçланнăранпа 5214 тонна сĕт сунă, 708,9 тонна аш-какай туса илнĕ. Çитес çул та выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче çитĕнӳсемсĕр пулмĕ, мĕншĕн тесен хуçалăх пĕр ĕне пуçне 41 апат единици (çулталăк çурăлăх) хатĕрлесе хунă. Апачĕ пур-тăк, выльăхĕ ӳсет. Хуçалăхра малта пыракансене те асăнса хăвармасăр иртмĕпĕр, вĕсем: Ю.Ишмуков, А.Королев трактористсем, О.Мироновпа («Акрос» комбайнпа 21500 центнер тырă çапнă) Н.Гаврилов («Дон-1500» комбайнпа 17970 центнер тырă çапнă) комбайнерсем, Л.Молейкинăпа (пĕр ĕнерен 4500 килограмм сĕт сунă) Е.Кашаева (3800 килограмм) дояркăсем.
ӲРКЕНМЕННИ ВАЛЛИ ĔÇ ПУР
Сăмах та çук, çӳлерех асăннă цифрăсем чуна çĕклентереççĕ. Çапах та хуçалăха инвестор «Макойл» ХАО килсе темиçе ял (Якуркел, Хуралту, Якаел, Салтакьел, Лачака, Единени, Вырăс Менчи) халăхĕ валли ĕç вырăнĕсем сыхласа хăварни пĕлтерĕшлĕрех пуль. «Агро-Развитие» тулли мар яваплăхлă общество чăваш хуçалăхĕ тесен те юрать, кунта пурте тенĕ пекех чăвашсем ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра унта ялан ĕçлекенсем 196-ăн, çур аки, вырма вăхăтĕнче вăхăтлăха ĕçе вырнаçакансем те йышлă. Ĕç укçи енĕпе вара ĕçченсене кӳрентермеççĕ, вăтам ĕç укçи 9150 тенкĕпе танлашать иккен. Тĕп зоотехник Н.Кузнецов каланă тăрăх, вăхăтлă парса пыраççĕ. Çавăнпа хуçалăхра ютран килнĕ пуçлăх та, тракторист-доярка та çук. Вĕсем пурте Нурлат районĕнче çуралса ӳснисем.
Специалистсем тенĕрен, ку енĕпе хуçалăха ыттисен ăмсанмалăх та пур. Кунта мĕнпур специалист пур, çитменнине пурте аслă тата ятарлă пĕлӳллĕ, хăйсен ĕçне аван пĕлекенсем. «Пирĕн директор Иван Иванович Петров пек лайăх ертӳçĕсем сайра халĕ, питĕ пултаруллă çын», – тесе мухтамасăр чăтаймарĕ хуçалăх управляющийĕ Салим Юсупов та. Хуçи мĕнле, ĕçченĕсем çапла текен каларăш кунта тӳрре тухатех çав. Пĕр хуçалăхра хисеплĕ ята тивĕçнĕ ĕçченсем кăна миçен те, кун пекки кашни çĕртех çук-çке. «Пирĕн тĕп пуянлăх – ĕçченсем», – терĕ хуçалăхăн тĕп бухгалтерĕ те М.Михеева пирĕнпе тĕл пулсанах. Хуçалăхăн ĕç тăвакан директорĕ И.Петров, тĕп агроном пулса ĕçленĕ Н.Мусин, хăçан-тăр агрономра тăрăшнă Ф.Ухваньков – «ТР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем», Р.Шайхутдинов – «ТР тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ», Н.Гаврилов – «РФ тава тивĕçлĕ механизаторĕ», Ю.Ишмуков – «ТР тава тивĕçлĕ механизаторĕ». Н.Кузнецов тĕп зоотехникпа Ю.Ишмуков механизатора кăçал ĕçри çитĕнӳсемшĕн РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе чысланă.
Николай Николаевич, тĕслĕхрен, хуçалăхра 1978 çултанпах тăрăшать, вăхăтĕнче бригадир та, колхоз председателĕ те пулнă. Пĕр сăмахпа, вăл – хăй ĕçне пĕлсе пурнăçлакан, пысăк опытлă специалист. «Çулталăкра 365 кун ĕçлекенскер вăл пирĕн», – терĕ ун çинчен тĕп бухгалтер. Паллă ĕнтĕ, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче кану та, уяв та çук. Мĕн çамрăкран çак хуçалăхра тăрăшнă Н.Кузнецов чăнах та ĕçрен пĕр кун та юлмасть, ӳрĕк-сӳрĕк ĕçлекенсене те чăтаймасть. «Халĕ ĕнтĕ, 1980-мĕш çулсен пуçламăшĕпе танлаштарсан, хуçалăхра ĕç самай çăмăлланчĕ, çĕнĕ йышши техникăсем, фермăсенче сĕт пăрăхĕсем вырнаçтарнă. Дояркăсем ĕлĕкхи пек алă вĕççĕн ĕне сумаççĕ. Унччен пĕр дояркăна 25 ĕне тиветчĕ пулсан, паян 45-50 таранах. Укçине те вăхăтра параççĕ, ĕçне те самай çăмăллатнă, çапах та çамрăксем хуçалăха ĕçлеме питех юласшăн мар», – тет пăшăрханса тĕп зоотехник.
УЙ-ХИРСЕН ЭЛЕКТРОНЛĂ ПАСПОРЧĔ»
Специалистсем чăнах та питĕ пултаруллă, çакна вĕсем самана таппинчен юлманни те çирĕплетет. Ӳсĕм çулне пăхмасăр кунти специалистсем пурте компьютерпа ĕçлеме пĕлеççĕ. Çамрăк агрономсем Андрей Светкинпа Вячеслав Яковлев вара тата пысăкрах ĕçе пуçăннă иккен, вĕсем уй-хирсен электронлă паспортне хатĕрлеççĕ. «Питĕ кирлĕ пуçару, электронлă паспортпа пире ĕçлеме тата çăмăлрах пулĕ, хирĕн хăш кĕтессине мĕн чухлĕ удобрени сапмаллине, мĕнле культура акмаллине тӳрех пĕлсе тăрăпăр», – терĕ çĕнĕлĕх пирки хуçалăхăн управляющийĕ С.Юсупов.
Çапла пурăнать паян Нурлат районĕнчи малта пыракан хуçалăхсенчен пĕри, паллах, инвестора кăна шанмасть вăл, хăй те çĕнĕлле ĕçлесе çитĕнӳсем тума тăрăшать.
 
: 894, Хаçат: 49 (935)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: